11 мая 2004 г.
Пурнăçра ăна-кăна сахал мар курнă тата тÿссе ирттернĕ çынсем «Мĕн вăл телей;» ыйтăва час-часах хускатаççĕ. Хуравĕ те кашнийĕнчех расна, мĕншĕн тесен хускатнă ыйту çине пурте чун çывăхĕнчи чи хумхануллă туйăмсемпе хуравлаççĕ. Шурчара пурăнакан Валентина Геннадьевнапа Анатолий Иванович Кудряшовсем (малаллахи текстра В.Г. тата А.И. – Ред.) асăннă ыйтăвăн хуравне чуна тивĕçтерекен тата куллен вăй-хăват парса тăракан ĕçре, çав ĕç çимĕçĕсем ялта ятлă пурăнма условисем туса панинче, хăйсен ĕçĕпе пурнăçĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулнинче кураççĕ. Пурнăçра ялан çĕннине шырама хăнăхнăскерсем Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» Программине ырăпа йышăнчĕç. Хăйсем ăна пурнăçлассишĕн пĕрремĕш çул мар тăрăшнăран Кудряшовсем пухăннă опытпа пирĕн вулакансене паллаштарма та хирĕç мар.
- Анатолий Ивановичпа Валентина Геннадьевна, хамăр вулакансене Сирĕн пурнăçăрпа тата аталанăвăрăн паянхи çул-йĕрĕпе пĕтĕмĕшле паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Хăвăрăн ĕçĕре ялсен социаллă аталанăвне çĕнĕ шая çĕклессине халалланăран çакăн пирки тĕплĕнрех калаçу пуçарасси çине мĕнле пăхатăр;
А.И.: Малашлăха пăхса ĕçлекен çыннăн хăй вăй хунине кура пурăнмалла, уççăн пурăнмалла. Хамăр чылай çĕре çитсе курса пурăнмалли çурт-йĕрĕн нумай стилĕпе паллашнă хыççăн Шурчара çурт тума пуçласан, Чăваш ялĕсенче ĕмĕртен йăлана кĕнĕ «кайăк вĕçсе каçмалла мар» кил карти хапхисенчен пăрăнса Америкăн тата Европăн уçă стилне çул патăмăр. Çак уçăлăхпа эпир пирĕн пытармалли нимĕн те çуккине кăтартатпăр. Уçăлăх хамăра та тирпейлĕ пулма хистет. ЧР Президенчĕ Н. Федоров ялсен социаллă аталанăвĕ тĕлĕшпе тĕллевлĕ программа йышăннă чух чăваш ялĕн тирпейлĕхне мала хуни пирки пирĕн пĕр иккĕленÿ те çук. Ял тирпейлĕхĕ çине сăмах çитнĕрен вăл пирĕнтен тата эпир урамсене мĕнле пăхнинчен килет. Чылай чух çапла пулать-çке: ял çынни кил таврашĕнчи çÿп-çапа урама кăларса пăрахать, кĕреçепе те кĕреплепе усă курас вырăнне унпа урамри лупашкасене «тикĕслет». Çакнашкал тирпейлĕх вара çав лупашкасене пĕтермест, вĕсене сарăлма услови туса парать. Урамри тирпейсĕрлĕх пурăна-киле пурте кĕрет.
В.Г.: Анатолий Иванович каланипе килĕшетĕп. Сăмах пÿртри тирпейлĕх çине çитнĕрен çакна калас килет: пире уйрăм та çутă пÿлĕмсем килĕшеççĕ. Çакна шута илсе кашни пÿлĕме валлиех (пирĕн çывăрмалли виçĕ пÿлĕм, зал, тамбур, веранда, хăнасене кĕтсе илмелли пÿлĕм, кухня, ванна, туалет, спорт кĕтесĕ) çăмăл алăксем вырнаçтартăмăр. Хăнасене кĕтсе илмелли пÿлĕме çутă ытларах ÿктĕр тесе кунти алăксене те кантăкран тутартăмăр. Интерьерта çакна та шута илтĕмĕр: хам математик пулнăран тикĕс мар кĕтессене чăтма пултараймастăп. Çапла вара пÿрт ăшчиккине хăт кĕртнĕ чух кашни кĕтесе, линие, алăка, маччапа урайне чуна çывăх тума тăрăшрăмăр. Калатăп, паян мĕн пурри тăвас тенипе çеç пулман. Ĕçе пуçăниччен интерьер мĕнле пулмаллине тĕплĕ вĕрентĕмĕр. Пĕлÿ пулсан кирек епле ĕç те çăмăлланать, ăнать. Интерьера чун кĕртме хулăн укçа тÿлесе фирмăсемпе çыхăнмарăмăр, ялти ăстасемпех пысăк ĕçсем турăмăр. Паян вара ял çыннисене хăшпĕр сĕнÿсем те парайратăп. Акă, тĕслĕхрен, обой çыпăçтарсан вĕсен хĕррисене (хитре çыпăçса тăччăр тесе) тепре уйăрса ПВА клейпа сĕрсе çыпăçтартăмăр. Алăксем çине, пÿлĕме çÿллĕрех кăтартма, тепĕр тĕслĕ çурма çаврака «чÿречесем» турăмăр. Мачча аялта пулсан, мачча хĕрринченех çакнă шторăсем ăна çÿллĕлентереççĕ. Йывăçпа сăрă тĕслĕ обойсем килĕшÿллĕ çыхăнса тăраççĕ. Пÿлĕмри стенасем çине картинăсем çакас пулсан, вĕсем хыçĕнчи обой е таса, е куçа тÿрремĕнех лекмен вĕтĕ-вĕтĕ чечеклĕ тата картинăран пысăкрах калăпăшлă пулмалла. Обой уçăмлă та хитре курăннă çĕрте картина «курăнмасть». Обой туяннă чух та ăна рулонра пăхсах килĕштерсе мар, килте тытса пăхса туянмалла.
- Эсир яланах çĕннине шыратăр, вĕренетĕр. Сирĕн кил-çурт таврашĕнче, интерьерта мĕнле стиль хуçаланать-ха;
А.И.: Эсир ыйту париччен кун пирки шутласах пăхман. Эпир хамăр пурнăçра Чăвашра çеç мар Çурçĕрте те нумай пурăнтăмăр, Мускавра пулса курнă, чикĕ леш енне çитсе килнĕ. Кашни çĕрте пулмассеренех çĕннине сăнанă, вĕсене алла илнĕ. Каларăм ĕнтĕ, урамран пăхсан Америкăн тата Европăн уçă стилĕ хуçаланни сисĕнет. Хам Мускав çывăхĕнчи патшалăх дачисене газификацилес ĕçе хутшăннăран çурт тавра йывăç тĕммисем, симĕс карта (йăрансене çурçĕр çилĕсенчен хÿтĕлеме) тăвассине унтан, пÿртре йывăçран касса тунă илемлĕхе чăваш стилĕнчен илтĕмĕр.
В.Г.: Çакна хушса калатăп: кирек ăçта çитсен те эпĕ чăн малтанах интерьер пăхатăп. Лайăххи пуçра юлать, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт никĕслет. Эпир пĕр вырăнта çеç пурăннă пулсан, çаксем пурте пулмастчĕç ĕнтĕ. Паян пирĕн патăмăра килекенсем пирĕн интерьера пăхса тĕлĕнеççĕ, эпир вара çапла пурăнма хăнăхнă. Çакă вăл пурнăçпа тан пыма тăрăшнинчен те килет. Эпир пурнăç улшăнăвĕнчен юлас теместпĕр.
- Хулăн укçа ыйтакан фирмăсемпе çыхăнман терĕр...
А.И.: Çапла, çыхăнман. Çиччĕ виçсе пăхатăп та пирĕн ялсенчех ăстасем нумай. Вĕсен ăсталăхне ăмсанмалла кăна. Пирĕн патăмăрта, тĕслĕхрен, Шурча çыннисемех ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕнчен паян кирек кам та тĕлĕнет. Акă, хăнасене кĕтсе илмелли тата çывăрмалли пÿлĕмсенчи çакăнса тăракан (подвесной) маччасене мăшăрăмăн Çулавăра пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕн мăшăрĕ Александр Семенов, иккĕмĕш хута хăпармалли меллĕ картлашкана Шурчари Геннадий Романов турĕç. Вĕсемех пĕрле пулса çывăрмалли пÿлĕмре шкаф-купе майлаштарчĕç, пĕр ĕçре те аллисене улăштармарĕç, пуçаруллă ĕçлерĕç. Хамăра пулăшнăшăн тав туса ылтăн алăллă тесе калас килет ман вĕсене.
В.Г.: Хамăр патăмăрта ĕçленĕ ăстасем çине çитсен чăваш ялĕсенче ĕç çине творчествăлла пăхакан ăстасем нумай пулнине палăртсах хăварас килет. Вĕсен ăсталăхне курса, тĕслĕхрен, ялта сĕтел-пукан цехĕ те уçма пулать. Çакă шухăш кăна, анчах ăна аталантармалла. Ăна пурнăçа кĕртни ЧР Президенчĕн ялти çынсене ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан указне те пурнăçлама пулăшĕччĕ, ялсен социаллă аталанăвĕ те малалла кайĕччĕ. Пытармалли çук, чуна парса, хавхаланса ĕçлесен ялта та çÿллĕ шайра пурнăма пулать.
- Ăшă та уçă калаçушăн пысăк тав. Хаçат страницисенче ялсен социаллă аталанăвне малалла ярассипе сирĕнпе татах усăллă калаçусем ирттерессе шанса хальлĕхе сирĕнпе сывпуллашатăп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"