Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене куллен тимлĕх уйăрар

26 апреля 2004 г.

Тĕнчене кисретнĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кĕçех 59 çул çитет. Çĕршыв ирĕклĕхне çăлса хăварнă, çынсене фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă ветерансене пирĕн ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытмалла. Çăмăллăн килмен Аслă Çĕнтерÿ. Пиншер çын хаяр çапăçусенче паттăррăн пуçне хунă. Вăрçăран таврăннисем вара тĕрлĕ отрасльсенче тăрăшса юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн, çĕршыв экономикине çирĕплетессишĕн вăй хунă. Тĕрĕсрех каласан, вĕсем пирĕншĕн, эпир лайăх пурăнассишĕн юн тăкнă.

Мĕнле пурăнаççĕ Паян вăрçă ветеранĕсем, социаллă хÿтлĕх пайĕ мĕнле пулăшса тăрать вĕсене; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне хаçат редакцийĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçине А.Н. Кузьминпа.

-            Анатолий Николаевич, ветерансен вăрçăри паттăрлăхĕ пирĕншĕн, паянхи ăрури çынсемшĕн, яланах ырă тĕслĕх пулса тăрать.  Хальхи вăхăтра районта вăрçă ветеранĕсем нумай-и;

-            Паян районта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем пĕтĕмпе 291 çын пурăнаççĕ. Салтак арăмĕсемпе  вилнĕ вăрçă участникĕсен мăшăрĕсем – 672, тылра ĕçленисем – 3752 çын. Шел пулин те, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем пирĕн хушăра çулленех сахалланса пыраççĕ. Вăрçă суранĕсем, сывлăхĕсем хавшанпи вĕсене пурнăçран уйăраççĕ.

-            Социаллă хÿтлĕх пайĕ вăрçă участникĕсемпе инвалидсене пулăшассипе епле ĕçлесе пырать;

-            Пирĕн пай вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсен пурнăç условийĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Кăçалхи 1 кварталта 52 инвалидăн пурнăç условийĕсене тĕрĕсленĕ, уйрăмах пĕччен ватăсемпе тылра ĕçленисене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсене тÿлевсĕр пăхса, пулăшса тăратпăр. 23 пĕччен ватăна социаллă ĕçченсем кунсерен тĕрлĕ ĕçсенче пулăшса  вĕсен пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшаççĕ.

2003 çулта инвалид пулман вăрçă участникĕсем медицинăпа социаллă экспертиза витĕр тухса 2 ушкăн инваличĕсем пулса тăчĕç. Мĕн пур участниксен сывлăхне медицина ĕçченĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ, пулăшу параççĕ. Вĕсен сывлăхне çулталăкне пĕрре киле пырса тĕрлĕ врач - специалистсем тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Çĕнтерÿ уявĕ умĕн апрелĕн 26-30-мĕшĕсенче больницăсенче «Уçă алăксен кунне» ирттереççĕ, ветерансене больницăсенче тĕрĕслесе сывлăхĕсене сиплеççĕ. Районти больницăсенче вăрçă ветеранĕсене сиплеме 24 койка ĕçлет: Муркашра – 8 çынна, Мăн Сĕнтĕрте – 9, Турайра – 5, Йÿçкассинче 2 ветерана сиплеме койкăсем пур.

-       Ветерансемпе  инвалидсем хăйсене валли саккунсемпе пăхнă çăмăллăхсемпе усă кураççĕ-и;

-       РФ «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2004 çула валли эмелсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерме – 1300,0 пин тенкĕ, шăл протезĕсем ларттарма 300,0 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе вара, пурăнмалли çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх пулăшăвĕсене шута илсен – 4140,0 пин тенкĕ.

«Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» Федераллă саккунпа çак тĕллевсемпех 1552,5 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсемпе пурте йĕркеллех усă кураççĕ, ку енĕпе ый            тусем çук.

-Вĕсене валли урăх мĕнле çăмăллăхсем пур;

-            Кăçал 7 инвалид, чирлесе инвалида тухнисем – 4, тылра ĕçленисем – 2, ĕç ветеранĕсем – 3 çын тĕрлĕ санаторисемпе курортсенче пулса сывлăхĕсене сипленĕ. Унта кайман вăрçă инваличĕсене икĕ çулта пĕрре паракан компенсацие пĕтĕмпех тÿленĕ. Унсăр пуçне çăмăл автомашина пуррисене тытса тăма тата бензин илме çулталăкне 600 тенкĕ паратпăр, çăмăл машина илме черете тăнисем çулталăк вĕçнелле 835 тенкĕ компенсаци илеççĕ. Хальхи вăхăтра 9 инвалид çăмăл машинăпа усă курать, черетре – 21 инвалид.

Ленинград блокадине сирнĕренпе 60 çул çитнĕ май «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнисене 11 участника 10,8 пин тенкĕ тÿленĕ т. ыт.те.

-Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр;

- Ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан, теççĕ халăхра. Эпир хамăр вăй çитнĕ таран пĕччен ватăсене, вăрçă инваличĕсемпе тăлăх арăмсене пулăшсах тăратпăр. Апла пулин те, унта пурăнакансен – тăванĕсен, вырăнти влаç органĕсен ватăсем пирки  манас марччĕ, вĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрасчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ те вĕсемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пултăр. Эпир вĕсем умĕнче яланах парăмра. Вĕсене пулăшасси – пирĕн тивĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика