13 апреля 2004 г.
Совет Союзĕн геройĕ ята туса хунăранпа çак эрнере 70 çул тултарчĕ. Çак ята чи малтанах 1934 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче М. Водопьянов, И. Доронин, Н. Каланин, С. Леваневский, А. Лянидевский, В. Молоков, М. Слепнев авиаторсем «Челюскин» карап экипажне тата Çурçĕр экспедицие çапнăшăн тивĕçнĕ.
«Ылтăн çăлтăрпа» пурĕ 12 пин те 745 çынна наградăланă.
Пирĕн ентешсенчен Сосет Союзĕн Геройĕ ята вăрçăри паттăрлăхшăн пиллĕкĕн тивĕçнĕ: Исетерккĕри Г.А. Алексеев, Уйкас Апашри Я.А. Анисимов, Çĕмĕртлĕх Чемейри Б.М. Васильев, Çурлатринчи И.А. Воробьев, Пăсăрманти И.Г. Мешаков.
Çак ăру та ырă йăласене малалла тăсать. Чăваш Республикинче паян Раççей Федерацийĕн Геройĕсем пиллĕкĕн. Çав шутран иккĕшĕ пирĕн ентешсем: Кашмашри Н.В. Смирнов тата Тивĕшри Е.Г. Борисов.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"