Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ кунне хатĕр-и?

18 августа 2010 г.

Пĕлÿ кунне хатĕр-и?

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен нумай юлмарĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем ăна кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнĕ-ха? Юсава мĕнле ирттернĕ, вĕрентме тата вĕренме условисем çителĕклĕ-и? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Муркаш районĕнчи лару-тăрупа паллашас терĕмĕр.

Лару-тăру йĕркеллех

Райадминистрацин вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю.Дипломатова çирĕплетнĕ тăрăх, мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланă. 15 садик, 29 шкул, 4 хушма вĕренÿ учрежденийĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Йышăну комиссийĕ çурла уйăхĕн 3-6-мĕшĕсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Шкулсенчен Çатракассипе Йÿçкасси вăтам шкулĕсенче кăна çак тĕле юсав ĕçĕсем вĕçленеймен-ха. Вĕсене ял тăрăхĕсене комплекслă аталантармалли проекта кĕртнĕ май пысăкрах калăпăшлă юсавсем ирттернĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен - 2 миллион та 693 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран та çавăн чухлех уйăрнă. Çатракассинчи шкул çурчĕн çи виттине çĕнĕрен витнĕ, Йÿçкассинче водопроводпа канализаци тытăмĕсене юсанă, пластик чÿречесем лартнă. Çак кунсенче вĕсем те хатĕррисен йышне кĕрĕç.

- 29 шкултан - 9-шĕ никĕс шкулĕ,вĕсенчен3-шĕресурс центрĕ шутланаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсене хальхи оборудованипе пуянлатас тĕлĕшпе министерство нумай пулăшрĕ. Вĕренĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проектпа килĕшÿллĕн çак тĕллевпе укçа-тенкĕ, тĕрлĕ хатĕр уйăрса пачĕç, - тет Зоя Юрьевна. - Халĕ пирĕн 8 ачана 1 компьютер тивĕçет. Пĕтĕмпе - 464 компьютер, 23 «Астер» программа-аппаратура комплексĕ, 57 проектор, 13 интерактивлă доска, 13 интерактивлă проектор. Учительсен 60 проценчĕн, кашни шкулăн хăйсен сайчĕсем пур. Çулталăк вĕçнелле садиксен сайчĕсене хатĕрлесе çитеретпĕр.

Шкулсене юсаса тирпей-илем кĕртме ашшĕ-амăшĕ, спонсорсем, ял хуçалăх предприятийĕсем чылай пулăшнă. Вĕрентекенсем хăйсем те нумай ĕçленĕ. Муркашри çамрăк техниксен станцийĕ те, ачасен пултарулăх çурчĕ те, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ те, искусствăсен шкулĕ те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Вĕсенче тата шкулсенчи филиалĕсенче вĕренекенсен 74 проценчĕ ăсталăха ÿстерет.

Кăçалхи типĕ шăрăх çанталăкра пушартан сыхланас ыйтусемпе уйрăмах витĕмлĕ мерăсем йышăннă. Вĕренÿ учрежденийĕсенче талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ, администрацие уйрăмах сыхă пулма хушнă, кашни шкултах автомат пушар сигнализацийĕ, шыв хранилищисем, пушар гидранчĕсем пур. Халĕ тата милицие тÿрремĕн чĕнсе илмелли кнопкăсем вырнаçтараççĕ. Калайкассипе Çатракасси вăтам шкулĕсенче видеосăнав камерисем ĕçлеççĕ. Ку уйрăмах меллĕ иккен, лару-тăрăва тимлĕхре тытма май парать. Укçа пулсан ку меслете ытти шкулта та пурнăçа кĕртме шухăшлаççĕ.

- Шкулсене кивĕ йывăç çуртсенчен куçарас ыйтусемпе те ĕçлетпĕр. Ун пек çуртсенче пушар хăрушлăхĕ пысăк, тытса тăма та йывăр, - палăртать З.Ю.Дипломатова. - Кăçал акă пуçламăш классем вырнаçнă икĕ филиала лайăх шкулсене куçартăмăр: Панклирине - Йÿçкассине, Исетерккĕрине - Чуманкассине. Пирĕн тата тăхăр класлă 88 ача вĕренекен Кашмаш шкулĕ йывăç çуртра вырнаçнă. Çĕннине тăвас ыйту хускатрăмăр-ха. Ачасене урăх ялти шкула çитме районта ятарлă 17 автобус пур. Вĕсем куллен 92 ялтан 900 ачана илсе çÿреççĕ, кунне пин ытла çухрăм тăваççĕ. Çак автобуссене çулталăкра икĕ хут тĕплĕ тĕрĕслетпĕр. Çурлан 20-мĕшĕнче акă пурне те райадминистраци умне пухатпăр. Тĕрĕслеве çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн представителĕсене те чĕнетпĕр. Çакна та асăнмалла, шкул транспорчĕн паркĕ çак кунсенче тепĕр автобуспа пуянланчĕ, ăна Йÿçкасси шкулне патăмăр. Пĕтĕмлетсе каласан ял шкулĕсенче лайăх ĕçлеме те, тăрăшса вĕренме те условисем çителĕклĕ.

Муркаш тăрăхĕнче хăйĕн профессине чунпа парăннă, ачасене юратакан, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшакан педагогсен йышĕ ÿснине асăнмалла. 2006 çултанпа 8 вĕрентекен - РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕ грантне, 4 вĕрентекен тата 2 воспитатель - ЧР Президенчĕн премине, 8 çамрăк педагог ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Зоя Юрьевна предмет олимпиадисен призерĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе çулсерен çитĕнÿ тăвакан В.И.Алексеевăна /Оринин/, В.И.Тихонова /Йÿçкасси/, И.В.Семенова /Мăн Сĕнтĕр/, Г.Н.Тимофеевăпа Е.К.Михайловăна /Муркаш/, ыттисене палăртрĕ.

Кадрсем енĕпе ыйту çивĕчех тăрать темелли çук-ха. Анчах çамрăк сахал. Районти 381 учительрен 74 проценчĕ - 35-66 çулсенче, 18 проценчĕ - 25-35 çулсенче, 1 проценчĕ кăна 25 çултан кĕçĕнрех. Çамрăксем ял шкулне пырасшăнах мар. Çак лару-тăрăва çăмăллатас тĕллевпе ĕнтĕ кăçал федерацин çамрăк специалистсене пулăшмалли проекчĕ вăя кĕчĕ. Муркаш районĕнче унпа усă кураççĕ-и-ха?

- Чуманкасси шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен çук. Халĕ çак проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен Вĕренÿ министерствипе тата педуниверситет пулăшнипе кăçал диплом илнĕ çамрăк специалиста суйласа илетпĕр те унпа килĕшÿ тăватпăр. Ĕçе тытăнсан ăна федераци бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ уйăрса параççĕ. Вырăнта хушма пулăшу парас ыйтупа та ĕçлетпĕр. Çĕнĕ проект ял шкулĕсене çамрăк вăй-хăват хушасса шанас килет. Çав вăхăтрах ачасен шучĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр районĕпе 3902 вĕренекен пулнă, кăçал - 3780, 122 ача сахалрах. Пĕрремĕш класа пĕлтĕр 324 ачана илтĕмĕр, авăнăн 1-мĕшĕнче парта хушшине пуçласа 287 ача ларĕ. Çапах та шанчăкпа пурăнатпăр.

Ача тĕнчи - чечек тĕнчи

Курни илтнинчен витĕмлĕрех тесе темиçе вĕренÿ учрежденине çитме шут тытрăмăр. Садикрен пуçлас терĕмĕр. Районта 6,5 çулчченхи ачасен 74 проценчĕ садике çÿрет. Пĕлтĕр хушма ушкăнсем уçнă. Икĕ çурта садик валли каялла тавăрнă. Яраккассинчи культура çурчĕ çумĕнче ачасене кĕске вăхăтлăх йышăнакан ушкăн йĕркеленĕ. Унта ачасене шкула хатĕрлес тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Раççей Федерацийĕн «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци проектĕнче ачасен сывлăхне упрас тата çирĕплетес тĕллеве уйрăммăн палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн Муркаш районĕнчи вĕренÿ пайĕ мероприятисен планне хатĕрленĕ. Паян пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче - садиксемпе шкулсенче медицина кабинечĕсем йĕркелесси. 10 ача сачĕ çак ĕç-хĕле туса пыма лицензи илнĕ ĕнтĕ, 6-шĕ документсем хатĕрлеççĕ. Юнкă, Ильинка, Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенче медицина кабинечĕсене тивĕçлĕ шая çитерес ĕç пырать.

...Акă Çатракассинчи ача садне çитрĕмĕр те. Калинккене уçса кĕрсен юмаха лекнĕнех туйăнчĕ: йĕри-тавра чечек ешерет, вăйă-илем площадкисем хăйне евĕрлĕхпе илĕртеççĕ. Садикри тăватă ушкăна 5 ялтан 85 ача çÿрет.

- Эпир вĕсене ÿнер-эстетика тата экологи тĕлĕшпе ытларах аталантарма тăрăшатпăр, - каласа парать учреждени директорĕ Руфина Геннадьевна Шапошникова. - Ешĕл тĕнче вĕсемшĕн питĕ çывăх. Ачасем ăна тата илемлĕрех тăвасшăн. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе алă айĕнчи ахаль япаласенченех асамлă кĕлеткесем ăсталатпăр. Ылтăн алăллă çынсем ĕçлеççĕ пирĕн садикре. Маргарита Скворцова повар, Анатолий Федоров, Андрей Алжиров питĕ пултаруллă. Ачасем те вĕсене кура илем патне туртăнаççĕ. Садикре 24 çын ĕçлет. Çĕнĕ вĕренÿ çулне питĕ тăрăшса хатĕрлентĕмĕр.

- Ертÿçĕ, ыттисем ĕç çине мĕнле пăхнинчен, яваплăхран питĕ нумай килет, - терĕ вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ садикрен сыв пуллашса тухнă хыççăн. - Тин кăна-ха пĕр пуçлăха Руфина Геннадьевна патне çитсе курăр, унран вĕренĕр тесе хистесех каларăм. Усси пулĕ-ши?

Оринин вăтам шкулне çитсен те кăçалхи шăрăхра тата каникул вăхăтĕнче чечек йăранĕсене типме паманни тĕлĕнтерчĕ. «Шыв çитмест, çапах тăрăшатпăр, Пĕлÿ кунĕ тĕлне тепĕр пысăк чечек йăранĕ хатĕрлесшĕн-ха, - тет шкул директорĕ В.Г.Иванов. - Çак кунсенче 14 çултан иртнисем валли профиль лагерĕн виççĕмĕш смени ĕçлеме пуçлать. Вĕсем пăхса тăраççех.

Шкула комисси çурлан 3-мĕшĕнче йышăннă. Пĕлтĕр çи виттине улăштарнă хыççăн кăçал çурта тул енчен те, шалтан та пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сăрăпа сăрланă. Кабинетсен 80 процентне çапла çĕнетнĕ. Виталий Гурьевич палăртнă тăрăх пĕтĕм ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Вăл попечительсен канашне те тав тăвать. Ăна йĕркелени тăватă çул, çак тапхăрта шкула тĕрлĕ мероприяти ирттерме, ачасемпе учительсене хавхалантарма питĕ нумай пулăшнă. Çулталăкри чи лайăх икĕ вĕренекене палăртса преми параççĕ. Кăçал пĕрремĕш хут классен хушшинче конкурс ирттернĕ, чи лайăххин ятне вуннăмĕшĕсем тивĕçнĕ. Попечительсен канашĕ çĕнтерÿçĕсене пилĕк пин тенкĕ преми панă. Класа юсама чухах пулнă çак укçа.

- Шкул çурчĕ проект тăрăх 264 вырăнлă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 164 ачаччĕ. Шел, кăçал сахалрах, 150 ытларах кăна пулать. Учительсем - 17-ĕн. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч теме çук, анчах çамрăк специалистсем те тахçантанпах килмен, - каласа парать В.Г.Иванов.

Калайкасси никĕс шкулĕ - ресурс центрĕ. Ăна çĕнĕ вĕренÿ çулне утă уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлнех хатĕрлесе çитернĕ.

- Юсав ĕçĕсене учительсем питĕ хастар хутшăнчĕç. Вĕсене тата Шупашкарти сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан «Селеновый дар» компани ертÿçине В.М.Мочалова, çамрăксен «Патриот» клубĕн ертÿçине Ю.Н.Спиридонова спонсор пулăшăвĕшĕн тав тăватăп, - палăртать шкул директорĕ Л.И.Мочалов. - Пирĕн патра 200 ытла ача вĕренет, 30 педагог ĕçлет. Коллектив çамрăк, кăçал тата иккĕн килчĕç - физика учителĕпе психолог. Вĕрентекенсем хăйсен ĕçне кăмăллаççĕ, ачасене хисеплеççĕ. Çавăнпа çулсерен ÿсĕмсем тăватпăр. «Шкул - ял управçи» программăна пурнăçа кĕртсе пынă май спорта аталантарас енĕпе тарăн ĕçлетпĕр. Профиль спорт класĕ пур, тăххăрмĕшсенчен профиль умĕнхи спорт класĕ йĕркелетпĕр. Çак енĕпе район, республика кăна мар, Раççей шайĕнче те палăрни савăнтарать.

Калайкасси шкулĕ - республикăра чи лайăххисен йышĕнче. 2006 çултанпа вăл тăватă грант çĕнсе илнĕ: Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕ, Чăваш Ен Президенчĕн 200 пин тенкĕ премийĕсене, Вĕренÿ министерствин 50 пин тенкĕ тата 300 пин тенкĕ премийĕсене. Çак укçапа лингофон кабинечĕ, 10 ноутбуклă тата учителĕн ятарлă ĕç вырăнĕллĕ куçарса çÿремелли класс йĕркеленĕ. Кăçал тата тепĕр грант çĕнсе илмелли конкурса хутшăнаççĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика