30 марта 2004 г.
Юлашки çулсенче Муркаш районĕнчи вĕрентÿ системин ĕçĕ-хĕлĕпе чылай регионсенчен представительсем килсе паллашрĕç. Ют çĕршывсенчен те килсе курчĕç хăнасем. Вĕсене пурне те вĕрентÿ ĕçĕн тытăмне çĕнетсе улăштарни, пурлăхпа техника базине пуянлатнă никĕс çинче вĕрентÿ пахалăхĕ ÿссе пыни кăсăклантарать.
Пирĕн районти вĕрентÿ пайĕ нумай çулсем хушши Шупашкар хулин Ленин районĕнчи территоринчи вĕрентÿ управленийĕпе туслăн килĕштерсе ĕçлет.
Иртнĕ эрне кун, мартăн 26-мĕшĕнче Ленин районĕнчи вĕрентÿ управленийĕнче ĕçлекенсем тата çак территоринчи шкулсен директорĕсем, пĕтĕмпе 30 çын пирĕн района килсе вĕрентÿ ĕçĕпе паллашрĕç. Вĕсем Атапайри вĕрентÿпе культура центрĕнче, Муркашри вăтам шкулта, Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче, кунти музейра, тĕслĕх библиотекăра, Йÿçкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕн Вăрманкассинчи филиалĕнче пулчĕç, кунта савăнăçлă лару-тăрура тĕслĕх библиотека уçнă çĕре хутшăнчĕç. Юлашкинчен Йÿçкассинчи "Сурăм" обществăлла суту-илÿ центрĕнче пулса курчĕç. Хăнасене вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăх бази мультимедиа оборудованипе пуянланни, кунта ачасене пĕлÿ пама условисем çителĕклĕ пулни уйрăмах килĕшнĕ. Вĕсем районти вĕрентÿ системин ĕçĕпе кăмăллă пулнă, районта вĕрентÿ ĕçĕ çине чăннипех пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"