Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманкассинче - тĕслĕх библиотека

30 марта 2004 г.

Иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче ЧР Президенчĕ ялсенче тĕслĕх библиотекăсем уçасси пикри ятарлă Указ йышăнчĕ. Çак Указа пурнăçласа районта 4 тĕслĕх библиотека уçрĕç. Иртнĕ эрне кун, мартăн 26-мĕшĕнче вара 5-мĕш тĕслĕх бимблиотека Йÿçкасси ял администрацине кĕрекен Вăрманкассинчи вĕрентÿпе культура комплексĕнче уçăлчĕ.

Çак библиотекăсене уçнин тĕллевĕ - общество инфраструктурине аталантарса ялти пурнăçа лайăхлатасси, çынсен информаци илес майĕсене ÿстересси.

Тĕслĕх библиотекăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Чăваш наци библиотекин информаципе библиографи пайĕн ертÿçи И.Г. Калинина, Шупашкарти Ленин районĕнчи территоринчи вĕрентÿ управленийĕнче ĕçлекенсем, кунти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Çак ятпа кунта савăнăçлă пуху пулса иртрĕ. Ăна район администрацийĕн культура тата çамрăксемпе ĕçлекен пай ертÿçи А.Е. Андреева уçрĕ. Вăл тĕслĕх библиотекăна уçма мĕнле хатĕрленни, унăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнчĕ. Ялти çамрăксем те, шкул ачисем те, ытти специалистсем те, ветерансем те кунта хăйсене кирлĕ пĕлÿ илме, информаци илсе тавракурăмне аталантарма пултараççĕ. Тĕрлĕ оборудовани, видеокассетăсем т. ыт. те пур кунта. Принтерпа сканера вара апрель уйăхĕнче илсе килеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çак тĕслĕх библиотекăна вырăнти халăх валли уçнине палăртрĕ. Вăрманкасси ялĕ пĕчĕк мар, унта 182 хуçалăхра 560 çын пурăнать. Çак тĕслĕх библиотекăна кĕске вăхăтра уçнинче культура тата çамрăксемпе ĕçлекен, вĕрентÿ пайĕсен ертÿçисен А.Е. Андрееван тата В.М. Васильевăн, Йÿçкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕн ертÿçин Ю.С. Яковлевăн тÿпи пысăк, пысăк тав вĕсене уншăн. "Ударник" хуçалăх та хăй аталанса пынипе пĕрлех, çынсен ĕç тата пурăнмалли условийĕсене лайăхлатса пырассишĕн нумай тăрăшать. Ленин районĕпе чылайранпа туслăн килĕштерсе ĕçленине те ырламалла кăна, туслăх малашне те çирĕпленсе пытăр.

Тĕслĕх библиотекăна уçма юсав ĕçĕсем ирттерме район администрацийĕ пулăшнă, тĕрлĕ оборудованипе (компьютер т. ыт. те) культура министерстви тивĕçтернĕ. Библиотека "Ялти библиотека" мегапроекта хутшăнса икĕ тапхăрта 500е яхăн çĕнĕ кĕнеке туяннă. Виççĕмĕш тапхăрта вара вĕсене пĕтĕм кĕнекесене район администрацийĕ туянса парĕ. Çакна пĕлтерчĕ юлашкинчен Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче.

Вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.М. Васильев тата Йÿçкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕн ертÿçи Ю.С. Яковлев хăйсен сăмахĕнче район малашлăха пăхса пурăнни, вĕрентÿпе культура центрĕсем, тĕслĕх библиотекăсем çамрăксене тарăн пĕлÿ илме, аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме май панине палăртрĕç. Ку вара района малалла аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çулта             Йÿçкассинче медиасервисцентр уçни те çакна çирĕплетет. Ялсем аталанса пыни çитĕнекен ăру валли те, çитĕннисемшĕн те кирлĕ.

Кунĕпе татăлмаççĕ çынсем вĕрентÿпе культура комплексĕнчен. Тĕслĕх библиотека уçăлни вара çынсене татах та ытларах илĕртсе тăрĕ, мĕншĕн тесен кунта тĕрлĕ енлĕ информаци илме, видеофильмсем курма, вăхăта усăллă ирттерме майсем çителĕклĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика