Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисене палăртма

30 марта 2004 г.

Общество малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Вĕсен ăс-тăнĕпе пултарулăхĕнчен, пуçарулăхĕнчен килет те çĕршыв аталанăвĕ. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас енĕпе учителĕн ролĕпе пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче вĕрентÿ ĕçĕ çине республикăра та, районта та пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çавăнпах пулĕ вĕрентÿ пайĕ учительсен квалификаци шайне, пултарулăхне ÿстерессишĕн нумай тăрăшать. Педагогсем тĕрлĕ курссенче пулнипе, аттестаци ирттернипе пĕрлех конкурссенче хутшăнса та хăйсен ăсталăх шайне лайăх кăтартаççĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕлĕхсене алла илекен, пысăк квалификациллĕ специалист кăна ума лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлама пултарать.

Пирĕн районта 1990 çултанпах ĕнтĕ "Çулталăкри учитель" конкурс ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - лайăх ĕçлекен, малта пыракан учительсен ырă опытне сарасси, вĕрентÿ ĕçне педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене кĕртесси, учитель ĕçĕн пĕлтерĕшне ÿстересси, пултаруллă педагогсене хавхалантарса, пулăшса тăрасси.

Кăçал "2004 çулхи учитель" конкурса тĕрлĕ шкулсенчен 8 вĕрентекен хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче: Тойкилтĕри вăтам шкулти пуçламăш классен учительници С.П. Васильева, Москакссинчи вăтам шкулти хими учительници Т.В. Егорова, Йÿçкассинчи вăтам шкулти ОБЖ тата физкультурăна вĕрентекенĕ П.Н. Васильев, Муркашри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен О.Д. Ефанов, Орининти вăтам шкулти физкультура учителĕ С.И. Алексеев, Юнкăри вăтам шкулти технологи учителĕ Г.В. Макарова, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти акăлчан чĕлхин учителĕ Л.В. Храмова тата Шомикри тĕп шкулти тăван ен культурине вĕрентекен М.Ф. Филиппова.

Ятарлă положенипе килĕшÿллĕн, конкурса хутшăнакансем пĕрремĕш тапхăрта Муркашри вăтам шкулта уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттернĕ. Ун хыççăн "Шкул тата общество" темăпа пултарулăх ĕçĕсене хÿтĕленĕ. Общество пурнăçĕпе шкул ĕçĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине, çак ыйтăва хăйсем мĕнле татса пама тăрăшнине кăтартса панă.

Виççĕмĕш тапхăр, финал, Муркашри Культура çуртĕнче мартăн 25-мĕшĕнче иртрĕ. Унта хутшăнакансене ăнăçусем сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова тата ЧР Пичетпе информаци политикин министрĕн çумĕ Т.Л. Евдокимова саламларĕç. Кунта та конкурссантсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. Паянхи учителĕн хăйĕн предметне пĕлнипех çырлахмалла мар, пур енлĕ аталаннă çын пулмалла. Çавна пĕтĕмпех ачасене памалла, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлемелле. Калас пулать, конкурса хутшăннисем нихăш енĕпе те пичĕсене хĕретмерĕç.

Юлашкинчен вĕсем "Манăн педагогика философийĕ"  ятлă ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Кашниех хăйсен предмечĕсене вĕрентнĕ чух мĕне тĕпе хунине, хăйсем умне мĕнле задачăсем лартнине, вĕсене епле пурнăçлама тăрăшнине тĕплĕн ăнлантарчĕç.

2004 çула ЧР Президенчĕ Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакна пурнăçлас тесен, ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, физкультурăпа, спортпа туслашма, сиенлĕ йăласене сивлеме вĕрентмелле. Кашни çыннăн çут çанталăкпа тачă çыхăну тытса, хăвăрт улшăнса тăракан пурнăçра çирĕп сывлăхлă пулнипе пĕрлех кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те таса пулмалла. Çакă лайăх палăрчĕ педагогсен философиллĕ ĕçĕнче. Ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, шухăшлама, юлашки результатсемшĕн тăрăшма вĕрентесси те малти вырăнта. Учитель ачашăн чăн-чăн тус пулсан, ăна ăнланма, хавхалантарма пĕлсен кăна вĕрентÿре ÿсĕмсем пулаççĕ. Конкурса хутшăннă педагогсем çакна пурте лайăх ăнланаççĕ.

Пĕри тепринчен пултаруллăрах пулнипе итогсене пĕтĕмлетме те çăмăл пулмарĕ жюри членĕсене. Пĕтĕмĕшле конкурс итогĕсене пĕтĕмлетсе вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.М. Васильев сăмах каларĕ, пурне те пултарулăхĕшĕн тав турĕ. Унта хутшăннисенчен кашниех тĕрлĕ номинацисемпе дипломсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. "Учитель-тĕпчевçĕ" - О.Д. Ефанов, "Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетекен учитель" - С.И. Алексеев, "Хавхалану тата пултарулăх" номинаципе - Т.В. Егорова, "Учитель-воспитатель" - П.Н. Васильев, "Педагогикăри ырă йăласемпе çĕнĕлĕхсем" номинаципе - М.В. Филиппова, "Учитель-мастер" - Г.В. Макарова, "Пĕтĕмпех юратнинчен пуçланать" номинаципе - С.П. Васильева.

Пĕрремĕш вырăна Мăн Сĕнтĕрти Л.В. Храмова тивĕçрĕ, вăл пур енĕпе те чи пултарулли пулчĕ. "2004 çулхи учителĕн", «Ачасене чĕреме паратăп» номинацире мала тухнă Людмила Валерьевна Храмован вара республикăри конкурсра район чысне хÿтĕлемелле пулать.

Конкурса хутшăннисене, кружоксене Орининти тата Йÿçкассинчи шкул ачисем илемлĕ юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç.

Конкурсра çавăн пекех учительсен династийĕсене - Константиновсене, Васильевсене, Ягуновсене чысларĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика