Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем интернета тухаççĕ, эпир вара...

30 марта 2004 г.

Манăн сăмахăм ял клубĕсем çинчен. Тĕрĕсрех каласан, Мăн Сĕнтĕр ял администрацине кĕрекен Шупуç ялĕн клубĕ пирки.

Пултаруллă ачасем

Çын çăкăрпа кăна тутă пулаймасть, ăна чун апачĕ те кирлĕ. Пирĕнтен пĕрисем кĕнеке вулама, теприсем сенкер экран умне ларса илемлĕ фильмсем пăхма юратаççĕ. Çав вăхăтрах районта халăх ятне тивĕçнĕ художество пултарулăх коллективĕсем те сахал мар. Эпĕ вара хамăрăн Шупуç ял клубĕ çумĕнчи çамрăк артистсем тата вĕсем мĕнле йывăрлăхсене çĕнсе пултарулăха туптани çинчен хыпарламасăр лăпланаймастăп.

Пуш уйăхĕ вĕçленчĕ пулин те, март пуçламăшне таврăнар-ха. Мартăн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа ял клубĕнче "Чăваш пики" программăпа пысăк концерт пулчĕ. Çакăн пек сайра пулакан уява халăх йышлă пухăнчĕ: хутнă-хутман клубра  тăма та вырăн пулмарĕ. Ларасси пирки сăмах та çук, мĕншĕн тесен клубра сĕтел-пукан тенине кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Анчах çакна пăхмасăрах ачасем çав тери лайăх концерт кăтартрĕç. Вĕсен пултарулăхне курса чун савăнчĕ. Ахальтен-им чăваш мĕн авалтан ĕçленипе пĕрлех ташлама-юрлама юратнă: ĕçкĕ-çикĕре-и вăл, уй-хирте е кил-çуртра хитре те илемлĕ юрăсем, такмаксем шăрантарнă, юрăпа пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтернĕ.

Атте-аннесен, асатте-асаннесен чун хавалне малалла аталантарса паянхи ачасем те культурăллă канусем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Акă, "Чăваш пики" конкурсра та Шупуçĕнче пурăнакан тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекен пирĕн ачасем хăйсен пултарулăхĕпе хамăр ял çыннисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Анна Седова, Алина Саптеева, Анастасия Сорокина, Марина Овчинникова, Олеся Барашова хăйсен ташши-юрринче хăйсем чăваш пикисем пулнине çирĕплетрĕç. Арçын ачасем те пултарулăхпа палăрчĕç. "Русские бабки" пулса Николай Ярыгин, Эдуард Саптеев тата Иван Кочанов халăха куççуль тухичченех култарчĕç. Çапла вара пĕчĕк клубра та пысăк концерт пулчĕ, пĕтĕм халăх савăнчĕ. "Шупашкарти мар, Мускаври артистсенчен те юлмаççĕ пирĕн ачасем", - терĕç концерт хыççăн курма пынисем.

Концерт спонсорĕ Галина Михайловна Мазикова предприниматель пулчĕ. Çакăн пек мероприятисем тума яланах пулăшнăшăн ăна ял çыннисенчен пысăк тав. Клуб ертÿçине Валентина Геннадьевна Ершована та ырă сăмахран хăварас килмест, вăл сивĕ клубра ĕçлесе те алă усса лармасть. Çынсем интернета тухнă вăхăтра çакă çеç çителĕксĕр...

А. Лаптева, Шупуç ял старости.

Клуб юсав ыйтать

Ялсенче клубсем йĕркелеме пуçласан, çак ĕçе хисеплесе тата унăн малашлăхне шанса ăна "культура вучахĕ" тенĕ. Çак ĕç юлашки çулсенче рынок хутшăнăвĕсен хумĕ айне пулчĕ пулас. Ку вăл вырăнсенче çапла. ЧР Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Ен аталанăвĕн çăл куçне культура шайне ÿстернинче курать. Мĕн чăрмантарать-ха пире культурăллă пулма; Наянлăхпа юлхавлăх тесен тĕрĕсрех пуль. Н.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырура каланă тăрăх искусство вăрттăнлăхĕсене, тăван тавралăх илемне уçса малалла аталантарас, чун пуянлăхне ÿстерес вырăнне эпир хамăра кахалланма ирĕк паратпăр, телевизор умĕнче ларассине малти вырăна хуратпăр. Халăх çак çула суйласа илнинче ответлă çынсем  вĕсен канăвне пĕлмесĕр, яваплăхсăр йĕркеленинче, халăхăн культура ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕç пĕчĕк шайра пулнинче куратăр. Çакăнта пысăк улшăнусем кирлине паян пурнăç хăй ыйтать. Кунта ЧР Президенчĕн "Культура сферинче инвестици программисемпе мероприятисене реализацилесси çинчен" Указне те палăртмалла. Республикăри Культура тата национальноç ĕçĕсен министерствин коллегийĕнче палăртнă тăрăх паян инновацисене квалификациллĕ ертсе пырасси мала тухрĕ.

Клубри кану ĕçĕсене çĕнĕ шая çĕкленĕ çĕрте ял çыннисен интересĕсене мала хумалла: пĕрисене фольклор, теприсене театр кăсăклантарать, виççĕмĕшсем ташă каçĕсене кăмăллаççĕ. Çакăнти эффективлăх специалистсен профессионализмĕнчен килет.

Çынсен пурнăç условийĕсене çĕнетесси вĕсен ăс-тăнне тепĕр шая аталантарса çитерессинчен çăмăлрах. Анчах ăс-тăн аталанăвĕ те культура ĕçченĕсен çаврăнăçулăхĕпе, ял çыннисен культура ыйтăвĕсене вырăнсенче епле тивĕçтернипе çыхăннă. Çапла вара ăс-тăн культурин аталанăвĕ те культура вучахĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă.

Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Шупуçри клубра пулса курсан вара... халĕ çÿлерех калани сăмах купи кăна. Кунти ял клубĕнче - клуб тетпĕр пулин те - сĕтел-пукан та, чÿрече карисем те пысăк дефицит, музыка хатĕрĕсем пирки асăнмăпăр та. Хăмасенчен  тунă скамейкăсем "Культура вучахĕн" "хăчĕ". Ял старости Алевтина Никифоровна Лаптева сăмахĕсем: "Клуба хупатпăр теççĕ те ял ачисен вара сцена шыраса ăçта каймалла пулать;" Клубра электропроводасем пушар кăларас хăрушлăха упраççĕ. Çакăнтан пăрăнас тесе клуб заведующийĕ "культура вучахĕн" ĕçĕнчен тунă укçа-тенкĕпе электропровода туяннă, ăна вырнаçтарасси вара хальлĕхе уксахлать-ха. Ял старости çырнă тата асăннă 8 март концертĕнче виçĕ хутчен пробка сиксе кайнипе (ку вăл ăнсăртран мар, таçта замыкани пур ĕнтĕ) 7-9 класс ачисен концертне вăхăтлăх чарма тивнĕ.

Сăмах май, ачасем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ концерта ялти культура аталанăвне ырăпа пăхакан клуб заведующийĕ президиум валли килтен сĕтел-пукан илсе килнĕ. Çакна курса тата клуба пыракан çамрăксен дисциплинине çирĕплетнĕрен Валентина Геннадьевна Ершована ял çыннисем хисеплеççĕ. Унăн тăрăшулăхне тата ялта талантлă ачасем пуррине шута илсе çак хĕлхеме сÿнме парас мар тесе ял çыннисем пуçлăхсем клуб çине тимлĕх уйăрасса кĕтеççĕ.

Çакна та каласа хăвармалла. Ял çамрăкĕсем хăйсене клуб кирлех тесе шутлаççĕ. Пĕрлехи вăйпа тÿлевлĕ дискотека укçипе нумаях пулмасть 450 тенкĕлĕх электрокабель туяннă. Çĕршыв тапсен ялти çамрăк электрик ĕç укçисĕрех ăна монтаж тума килĕшнĕ. Ишĕлнĕ кăмакана юсама кирпĕч те илсе килнĕ. Çакна пăхсан юнашар газ пăрăхĕ иртсе кайни ку клуб чăнласах манăçа тухнă-ши текен ыйту çуратать. Çамрăксем çулталăк каялла хăйсем укçа пуçтарса 1300 тенкĕлĕх колонкăсем туяннă. "Юсама стройматериал парсан, çамрăксем юсав ĕçне хăйсен вăйĕпех тума хатĕр, анчах..." - терĕ ыйтуллăн клуб ертÿçи В. Ершова клубра тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшма депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Г. Мазиков укçа-тенкĕпе пулăшнине пĕлтерсе. - Пĕчĕк ачасем çитĕнеççĕ те вĕсене те, ял çыннисене те усăллă канма клуб кирлех. 80 çултан иртсе пыракан клуб хăйне юлашки хут хăçан юсанине астумасть те пулĕ".

Шупуçĕнчи клуб историйĕ малалла та çаплах юлать-ши;

А. Белов, райхаçат сотрудникĕ.

Пушартан хÿтĕленмесен

Ялсен социаллă аталанăвне "хĕрлĕ автан" пысăк сăтăр кÿнине кашниех пĕлетпĕр-ăнланатпăр, анчах хăшĕ-пĕрисен ĕçĕнче çан ăнланулăх курăнмасть. Тĕслĕх вырăнне Шупуç клубĕнчи лару-тăрăвах илер-ха. Кунта чрезвычайлă лару-тăру патне çитме çур утăм юлнă тесен те юрамалла. Клубра йĕркеллĕ электропроводка çук, пушарта клубри çынсен ăçталла тухмаллине кăтартакан план çук, çиçĕм çапасран хÿтĕленмелли устройство, пушар щичĕ, огнетушитель, çывăхра шыв ăçтан илмеллине кăтартакан паллă курăнмасть. Кĕскен каласан 200 кил ытлаллă ялта пурăнакансем пĕрремĕш çул мар асфальт çулпа, пăрăхпа килекен çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ пулин те, ял клубĕнче пулсан пурнăç пĕр-икĕ ĕмĕр каялла чакнăн курăнать. Кирпĕчрен купаласа тимĕр шăнăçпа çавăрса тунă иртнĕ ĕмĕрти 2 кăмакаран пĕрин ăш-чикки ишĕлсе аннă, маччарин шыв тумлать, чÿречесем унта та кунта çĕмрĕк. Мĕнле аçтахха çавăрттарнă ял клубне - хуравĕ çук. Пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснăран клуба хупас хăрушлăх тухса тăчĕ. Мĕн шутлать-ши çакăн пирки райадминистрацин культура пайĕ;

А. Изонов, 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн инспекторĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика