30 марта 2004 г.
Иртнĕ ĕмĕрте вуншар çулсем хушши пирĕн çĕршывра коммунистсен партийĕ пуç пулса тăнă пулсан, юлашки вунă çулта тĕрлĕрен партисем сахал мар çуралчĕç. Хăшĕ-пĕрисем нумаях тытăнса тăраймарĕç, пăчланчĕç. Теприсем вара аталанса, вăй илсе пыраççĕ.
"Единая Россия" - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Республикинчи регионти уйрăмне 2002 çулхи март уйăхĕнче туса хунă. Ун хыççăн - районсенче. Çак партие туса хунин тĕллевĕ: Раççейри граждансене обществăн политикăри пурнăçне, вĕсене суйлавĕсемпе референдумĕсене хутшăнма майсем туса пани, граждансен интересĕсене патшалăх влаçĕн тата вырăнти самоуправленин органĕсенче хÿтĕлесси.
Мартăн 23-мĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин ЧР регионти уйрăмĕн ертÿçи В.П. Мидуков хутшăнчĕ.
Конфеенцире вырăнти политсоветăн отчетлă тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вырăнти политсовет секретарĕ В.И. Вязов отчетлă доклад туса пачĕ.
Районта çак партин пуçламăш уйрăмĕсем 19. Вĕсен секретарĕсем хушшинче ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, учрежденисен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем пур. Хальхи вăхăтра вырăнти уйрăмра пĕтĕмпе 300 яхăн парти членĕ, отчетлă тапхăрта вĕсен йышне 100 çын хушăннă. Ку тĕлĕшпе Муркашри тата Ярославкăри пуçламăш уйрăмсем активлă ĕçлеççĕ. Çак пиртие майлисен хисепĕ те пур çĕрте те ÿссе пырать, 30 çула çитменнисем хушшинче унăн идейисене ырлакансем сахал мар.
Отчетлă тапхăрта вырăнти политсоветăн 5 ларăвне, вырăнти уйрăмăн икĕ конференцине ирттернĕ. Вĕсенче делегатсем нумай усăллă сĕнÿсем панă. Сăмахран, ял хуçалăхне пулăшасси, унăн производство хăватне ÿстересси, хуçалăхсен парăмĕсене пĕчĕклетмелли программăпа малалла ĕçлесси, продукци тирпейлекен промышленноç предприятийĕсене аталантарма çăмăллатнă условисем туса парасси т. ыт. те.
Пуçламăш уйрăмсен пухăвĕсенчен те партин суйлав умĕнчен программине ялсенче çулсем тăвассине, шыв пăрăхĕсене хурассине тата çĕнĕ урамсене электричество илсе пырассине патшалăх енчен пулăшас ыйтăва кĕртме сĕннĕ. Çавăн пекех пурнăç шайĕ пĕчĕк çынсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшассин, уйăхсерен паракан ача пособийĕсен виçине ÿстерессин, çурт лартакансене бюджетран процентсăр ссуда парассин ыйтăвĕсене те хускатнă. Партин вырăнти политсовечĕ тата ĕçтăвкомĕ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшне те сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Хорнуйĕсенчи, Шашкарти, Шетмĕпуçĕнчи, Юнкăри, Уйкас Янасалти суйлавçăсен 40 проценчĕ ытла "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партие майлă пулнă. Ку енĕпе Муркашри, Москакассинчи, Ярославкăри, Орининти пуçламăш уйрăмсем те лайăх ĕçленĕ. РФ Президенчĕн суйлавĕнче те Йÿçкассинчи, Юнкăри, Хорнуйĕнчи ял администрацийĕсенчи суйлавçăсем активлăх кăтартнă, кунти пуçламăш уйрăмсем те япăх мар ĕçлеççĕ. Партин вырăнти политсовечĕ тăрăшнипе спорт тата культура мероприятийĕсем те сахал мар иртнĕ. Вĕсен шутĕнче: концертсем, спорт уявĕсем, сывлăх кунĕсем. Ку енĕпе Шетмĕпуçĕнчи, Хорнуйĕнчи, Ярапайкассинчи, Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Шашкарти пуçламăш уйрăмсем лайăх ĕçленĕ.
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн вырăнти ĕçтăвкомĕ халăхпа тăтăшах тĕлпулусем ирттерет, партин ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарать, ноябрь-декабрьте кăна 48 тĕл пулу иртнĕ.
Вырăнти уйрăмăн малашне те хăййĕн речĕсене çирĕплетессипе, çак партие майлисен вырăнти канашĕн ĕçне лайăхлатассипе активлăрах тăрăшмалла, районта çак партин çамрăксен организацине те туса хумалла.
Конференцире тухса калаçакансем вырăнти политсоветăн ĕçне хак парса унăн ĕçне лайăхлатма кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. В.П. Мидуков, сăмахран, ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çыру, халăха паян уйрăмах мĕнле ыйтусем канăçсăрлантарни çинче чарăнчĕ, партин вырăнти уйрăмĕсен малашнехи задачисем пирки те каларĕ.
Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл çакна палăртрĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти Раççейшăн, халăхшăн. Пĕрле пулсан кăна эпир мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла кайма пултаратпăр.
Умра - çурхи ака-суха ĕçĕсем. Ю.А. Иванов ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене çак хĕрÿ ĕçсенчен аякра тăрса юлмалла маррине, ертÿçĕсемпе, специалистсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине, дисциплинăна çирĕплетмеллине каларĕ.
Конференцире отчета сÿтсе явнă хыççăн партин вырăнти уйрăмĕн ĕçне лайăхлатма тивĕçлĕ решени йышăнчĕç, вырăнти политсоветăн çĕнĕ составне 9 çынран сăласа хăварчĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн политсовечĕн секретарĕ пулма пĕрремĕш ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Н.П. Петрована суйларĕç. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"