Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах малти ретре пулнă

26 марта 2004 г.

Питĕ хăвăрт иртет-çке вăхăчĕ. Халь анчах çамрăкчĕ, тепре пăхатăн та, мăнуксем чупнине курса савăнатăн. Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар, теççĕ пулин те, кунĕсем вĕçнĕ пек иртсе пыраççĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпех тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем пирĕн районта сахал мар. Кăçал район юбилейне паллă тунă май вĕсем çинчен аса илмесĕр ниепле те иртме çук.

Çакăн пек пултаруллă та сăпайлă çынсенчен пĕри Тойкилтĕре çуралнă, халĕ Муркашра пурăнакан Г.А. Андреев. Герман Андреевич çут тĕнчене 1924 çулта килнĕ. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Чулхулара партин аслă шкулне пĕтернĕ. Унтан И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухса истори учителĕн дипломне алла илнĕ.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче Г.А. Андреева темле ĕçре те вăй хума тÿр килнĕ. Унăн ĕç биографийĕ Тойкилтĕри вулав çурчĕн ертÿçинче пуçланнă. Кунта нумаях та ĕçлеймест вăл, пултарулăхне кура ăна ял Совет секретарьне лартаççĕ.

Герман Андреевич мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ, апла-капла тесе тиркесе тăман, хăйĕнчен яланах çирĕп ыйтнă. Ку вара ăна ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пынă. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче вăл ВКП(б) членĕн кандидатне кĕрет, 1944 çултанпа парти членĕ. Çынсемпе ĕçлеме, вĕсене ăнланса, хавхалантарса тăма пĕлнине пула ертÿçĕре те нумай тăрăшнă вăл, парти райкомĕнче те чылай должноçсенче пулнă, Малтанах Етĕрне районĕнчи Советскинче, хыççăн - Муркашра вăй хунă.

1944-45 çулсенче - Пĕрремĕш Белорусси фронтĕнче, 89-мĕш стрелоксен дивизийĕн 267 стрелоксен полкĕн хĕрлĕ армеецĕ, Саратоври танк училищин курсанчĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тепĕр çулталăк ытла çак училищĕре писарь-коптенармус пулнă.

1947 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа вăл Муркашра парти райкомĕнче ĕçлеме тытăнать. Малтанах ВКП(б) Муркаш райкомĕн инструкторĕ, хыççăн пай ертÿçи, секретаре пулăшаканĕ, унтан тепĕр çичĕ çул парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн ертÿçи. Ун чухне вăхăчĕ те паянхи пулман. Вăрçа хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла, района йĕркеленĕ хыççăн та ĕçĕ сахал мар пулнă. Ялсене паянхи пек çăмăл машинăсемпе мар, ытларах чухне çуран çÿренĕ, тĕрлĕ ĕçсене йĕркелеме пулăшнă. Г.А. Андреевăн та пĕр канăç та пулман. Коммунистсенчен питĕ çирĕп ыйтнă, дисциплина та тивĕçлĕ шайра пулнă.

1959 çулта Герман Андреевич шкулта ĕçлеме пуçлать, малтан - аслă воспитатель, хыççăн учительте тăрăшать. 1964 çулта района тепĕр хут йĕркелесен ăна каллех парти ĕçне илсе каяççĕ. Унăн ку тĕлĕшри пуян опытне шута илмесĕр тăма пултарайман район ертÿçисем. Вĕсенчен нумайăшĕ паян та Г.А. Андреевпа пĕрле ĕçленине лайăх астăваççĕ, ăшшăн аса илеççĕ. Пĕр çулталăка яхăн идеологи пайĕнче ертÿçĕ пулнă хыççăн тепĕр вунă çул КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче тăрăшать. Район аталанăвĕнче та çак тапхăрта пысăк улшăнусем пулнă, кунта Герман Андреевичăн та тÿпи пур тесе калас килет.

Профсоюзсен районти Канашĕн ертÿçи, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн ертÿçи те пулать вăл, çынсене хавхалантарса хуçалăхсем хушшинче ăмăрту йĕркелесе пырать, ĕç тата йăла условийĕсем пур çĕрте те тивĕçлĕ шайра пулччăр тесе тăрăшать.

Тивĕçлĕ канăва вара "Çĕнтерÿ ялаваĕн" редакторĕнче çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн тухать. Ку тивĕç те питĕ яваплă, мĕншĕн тесен вырăнлă сăмахăн витĕмĕ те, пĕлтерĕшĕ те пысăк. Район пурнăçне, унăн аталанăвне пур енлĕн çутатма тăрăшнă журналистсем. Герман Андреевич хăй те актуаллă ыйтусемпе статьясем çине-çинех çырса пичетленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçрен уйрăлма васкамасть вăл, "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакторĕн заместителĕнче икĕ çул тимлет, хыççăн "Пĕлÿ" обществăн районти организацийĕн яваплă секретарĕ те пулать.

Герман Андреевичăн трăшуллă ĕçне патшалăх тивĕçлипех хакланă. Ăна "Хисеп палли" орденпа, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти модельсемпе наградăланă. Хисеп грамотисем те чылай унăн.

Ырă кăмăллă, сăпайлă, пултаруллă çын, кирек ăçта ĕçлесен те, вăл коллективра пысăк хисепре пулнă. Паянхи çамрăксемшĕн Г.А. Андреев чăннипех паха тĕслĕх пулса тăрать.

Ĕнер Герман Андревич 80 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламласа редакци коллективĕ ăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, тулăх пурнăç, вăрăм ĕмĕр сунать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика