26 марта 2004 г.
Район республикăра малтисен ретĕнче пыни пирĕн тăрăхра кашни ĕç çинех пысăк ответлăхпа пăхнинчен тухса тăрать. Çакна юлашки çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕсенче пулсан та яр уççăн курма пулать. Вăл иртнĕ ытлари кун та, мартăн 23-мĕшĕнче, иртрĕ. Кун йĕркинче Мичурин яч. хис. тата "Сеятель" ял хуçалăх производство кооперитвĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленни тата район территорийĕнче выльăхсемпе çынсемшĕн пĕр хăрушлăхлă чирсенчен профилактика тăвассипе 2003-2005 çулсем валли йышăннă тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçласа пыни çинчен ыйтусем пулчĕç.
Çур аки
Пирн район ял хуçалăх ĕçĕсемпе специализациленнĕрен тата пуш уйăхĕ вĕçленсе пынă май район ертÿçисемшĕн те, Муркаш Ен ĕçченĕсемшĕн те çывхаракан çур акине район епле хатĕрленни кăсăклантарать. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тени кашнин чунне вырнаçнă çав. Çавăнпа та коллеги членĕсем лару пуçланиччен çак ыйтупа çивĕч те ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç. Çакă каярах лару çине те тÿреммĕнех витĕм кÿчĕ. Коллеги членĕсем ларăва чĕннĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене вĕсем патĕнчи ĕçченсем те ĕçлессишĕн пурăннине мар, тивĕçлĕ пурăнассишĕн ĕçлени çинчен тĕслĕхсемпе ăнлантарчĕç, вăл е ку ĕçсене мĕн сăлтавпа туса çитерейменни тата çавна тума мĕн чăрмантарни çинчен çирĕп ыйтрĕç, хăйсен сăмахĕсене танлаштаруллă ÿкерчĕксемпе çирĕплетрĕç.
Коллеги членĕсене Мичурин яч. хис. тата "Сеятель" хуçалăхсенчи паянхи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа малтанах район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп агрономĕ А. Павлов паллаштарчĕ. Каламалла, пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк финанс лару-тăрăвĕнчен тухса тăрать. Кунта вара икĕ хуçалăхĕ те 2003 çула тăкаклă вĕçленĕ. Апла пулин те паян Шетмĕпуçсемпе Нискассисем ĕçлеме пултарайман, пакрут çулĕ çине тухнă хуçалăхсен шутне кĕмен-ха, иккĕшĕ те финанс сыватăвĕн программине кĕни хуçалăхсен финанс лару-тăрăвне ырă енне улăштарма çул уçса парать, анчах... Кăшт ĕлĕкрех ĕçĕсемпе палăрнă çак хуçалăхсем паян çур акине тухма пĕтĕмĕшле хатĕр марри - çурхи кун вăл çулталăк тăрантарать - çывăх малашлăхра ырă улшăнусем тăвас çула ура хурать. Хуçалăхсенче паян сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисем, ядохимикатсем, ака кондициллĕ вăрлăх, механизаторсем çитсе каймаççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакансен медицина тĕрĕслевĕ тăратасси те, вĕсене çĕнĕ ĕç кодексĕпе ĕç хăрушсăрлăхне вĕрентесси те уксахлать.
"Сеятель" хуçалăх
Кунта пĕтĕмĕшле лару-тăру ырринчен инçетре-ха. Хуçалăх ертÿçи Н. Антонов каласа панă тăрăх çурхи уй-хир ĕçĕсен планне тунă, ăна механизаторсемпе сÿтсе явнă, анчах правлени ларăвĕпе йышăнма ĕлкĕреймен. Нискассисен çывхаракан çур акире çурхи культурăсене пурĕ 760 гектар çинче акмалла-лартмалла. Интереслĕ, анчах факт: çак ĕçсене пурнăçлама хальлĕхе пĕр тракторист çеç çитмест-мĕн, техникăна юсама запас пайсемпе 80 процент тивĕçтернĕ.
- Трактористсем пурри ĕçлемеллине пĕлтерет. Сирĕн хуçалăхра вара çакă курăнмасть. Аш-какай туса илессипе пĕрлех тупăшлă шутланакан сĕт производстви те каялла кайнă. Ĕç укçи епле тÿлетĕр; - ыйтрĕ коллеги членĕ В. Краснов.
- 2002 çулта ĕç укçи тÿлесси 2 уйăх юлса пынă пулсан, пĕлтĕр вăл 4, 5 уйăха çитрĕ, - пулчĕ хурав.
- Çакă ĕçлеслĕх çине витĕм кÿни иккĕлентермест. Сенаж запасĕ çителĕклине курсах хуçалăхра сĕт сăвассине ытти хуçалăхсенчен те ытларах чакарни (пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне 8,7 кг сĕт сунă пулсан, кăçал 4 кг) наянлăхран урăхла ÿкерчĕк тăваймасть те, - хуçалăхри ĕç çине критикăлла пăхрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов. - Кунта хуçалăх ертÿçипе специалистсен ĕç тимлĕхĕ çитсе каяймасть.
Çур аки пахалăхĕн пĕр енĕ вăл - ака кондициллĕ вăрлăх. Паян кун пекки хуçалăхра 68 процент кăна. Вĕсенчен 10 проценчĕ çеç пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли.
- Мĕн акатпăр - çавă шăтать, тупăшĕ те çавăнтан пулать. Вăрлăх илнĕшĕн патшалăх укçа тÿленине шута илсе ака кондицийĕсĕр тырăна ака кондициллĕ тырăпа улăштармалла хăть, патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалла, тухăç валли çирĕп никĕс тумалла, - сĕнчĕ В. Краснов. - Гектартан 50 центнер çĕр улми илесси пур ăна лартма тăккаланмалла та мар.
Хуçалăхра çурхи культурăсене 760 гектар акмалла-лартмалла пулсан, иртнĕ кĕркунне 40 гектар çеç çĕртме сухи туса хăварнă. Çакă çум курăкне валли çул пани пулать те ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех çур аки ĕçĕсен калăпăшĕ те ÿсет. Анчах çакна валли паян хуçалăхри 20 трактортан 12-шĕ çеç юсавлă. Кĕркуннерен пуçласа кустăрмаллă тата гусеницăллă тракторсене пĕршер единица кăна юлса, ял хуçалăх машинисем патне вара алă çитеймен-ха. Çур аки валли 59 тонна дизель топливи, 18 тонна бензин, 3 тонна дизель çăвĕ кирлĕ пулсан, топливăпа дизель çăвĕ 100-400-шер кг кăна пур, бензин пачах çук. Хуçалăх ертÿçи Н. Антонов кунта çур акире сĕрмелли-çунтармалли материалсем çуккипе ĕç чарăнса лармасса, минераллă удобренисене вара мелсем çитнĕ чухлĕ хатĕрлесси пирки каларĕ-шантарчĕ. Çаксем сăмахра çеç ан юлччăрччĕ теес килет.
- Тырă пахалăхне клейковина урлă хакланине шутласа акнă тырăна минераллă удобренисемпе апатлантарасси пирки те шутламала, - терĕ коллеги членĕ К. Сретинский.
Мичурин яч. хис.
Март вĕçленет пулин те, Шетмĕпуçсем хĕлпе сывпуллашма васкамаççĕ: çурхи уй-хир ĕçĕсен планне паянччен те хатĕрлесе çитереймен. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕсен 1410 гектар çинче тумалла пулсан, иртнĕ кĕркунне çĕртме сухине сахал пурнăçланăран (105 гектар) çур аки ĕçĕсен калăпăшĕ ытти çулхисенчен те пысăкрах пуласси паянах куçкĕрет. Çавăнпах-тăр хуçалăх ертÿçи коллеги членĕсем умĕнче хайĕн шухăш-ĕмĕчĕсене туллинрех пĕлтерме тăрăшрĕ.
- Иртнĕ кĕркунне 300 гектара яхăн тырă-пулă пуçтарса кĕртмесĕрех юр айне юлчĕ. Çавна шута илсе кăçал çур аки планне хăйне евĕр улшăнусем кĕртес тетпĕр, хăш-пĕр лаптăксене хура пусă туса хăварма пăхатпăр. Паян çур аки валли пĕр миллион тенкĕ кредит илессипе ĕçлетпĕр. Тракторсене юсама запас пайсем 70-80 процент хатĕрлесе, анчах ку ĕç чарăнса ларман. Пур техника та çур акине тухĕ, - терĕ хуçалăх ертÿçи.
- Эсир март вĕçленнĕ тĕле кашни ĕнерен талăкра 8 кг сĕт сума шантарнăччĕ, анчах паян унăн çурри ытларах (4,8 кг) кăна. Кун пек ĕçлени ура айĕнче выртакан укçана татах та ытларах пылчăка çăрса лартни пулать. Умри çур аки - çĕр ĕçченĕн пысăк экзаменĕ. Çакăнта çав укçа питех те вырăнлă пулмаллаччĕ. Паян мĕнле вăрлăх акма шутлатăр-ха;- коллеги членĕсен шухăшне пĕлтерчĕ В. Краснов.
Кунта коллеги ларăвне пĕчченех килнĕ П. Серафимов паха вăрлăха "Свобода" тата Суворов яч. хис. хуçалăхсемпе улăштарма калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. Ĕç укçипе илсен, хуçалăх пĕлтĕр, виçĕмçулхипе танлаштарсан, 2 хута яхăн парăм авăрне чакнă: 2003 çул кăтартăвĕсемпе ĕç укçи парăмĕ 6,5 уйăха çитнĕ. Укçа çине куçарсан вăл 974 пин тенкĕ пулать. "Сеятель" хуçалăхра уйăхри вăтам ĕç укçи 686 тенкĕ пулсан, Шетмĕпуçсен вăл 566 тенкĕ кăна.
- 300 гектар çинчи тырă юр айне юлнă. Ансат шутласа кайсан та çухату пысăкки куçа курăнать. Гектартан 15 центнер тырă илнĕ пулсан тата çав тырăна 3 тенкĕпе сутсан, хуçалăх кассине миллион тенкĕне яхăн укçа кĕмеллеччĕ, - ансат арифметика шутлавĕ туса пачĕ В. Рубцов.
- Кунта "хам та илместĕп, çынна та памастăп" принцип хуçаланнă-тăр. Кÿршĕлле Элĕксемпе Красноармейскисем умĕнче паян пирĕн пит хĕрелет. Акă, кăçал та март вĕçленнĕ тĕле çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕ хатĕр мар. Апла пулсан мĕн акмалли-лартмалли тата ăна епле пуçтарса илмелли пирки те хуçалăхра шутлани курăнмасть. Çав 300 гектар çине курăк акнă пулсан, паян сĕт те, аш та пулатчĕ, - пĕлтерчĕ хăй шухăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов.
Сăмах май, Мичурин яч. хис. тата «Сеятель» хуçалăхсенче иккĕшĕнче те нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ çук. Апла пулсан хăварма пăхакан хура пусăсем те çум курăкĕ валли çеç пулĕç.
Мичурин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ 2002 çула 844 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕччĕ пулсан, пĕлтĕр тăкаклă пулнă: 1173 пин тенкĕлĕх. 2003 çулта, юр айне хăварнине шутламасăр, ÿсен-тăран отраслĕ тупăш панă. Пĕтĕм тăкак выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тухнă. Тупăшпа палăракан сĕте туса илесси те пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 2,3 хут чакнă.
Хуçалăх çур акине хатĕрленни пирки: Шетмĕпуçсен паян ака кондициллĕ вăрлăх пачах çук. Хуçалăхра тĕп инженер, агроном, трактор бригадин бригадирĕн ыйтăвĕсем çивĕч тăраççĕ. Çавăнпах та пулĕ техникăна çур акине хатĕрлессипе хальлĕхе мехпаркра шăплăх хуçаланать, медицина тĕрĕслевĕ патне те алă çитмест. Çур аки валли 108 тонна дизель топливи, 33 тонна бензин, 5 тонна дизель çăвĕ кирлĕ пулсан, паян вĕсенчен 4 тонна дизтопливăпа 1 тонна дизель çăвĕ çеç пур.
Пĕтĕмлетÿ
"Сеятель" тата Мичурин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленнине коллеги ларăвĕ "япăх" хак пачĕ, çитменлĕхсене кая хăвармасăр пĕтерме сĕнчĕ.
Сывлăх
Коллеги членĕсем хăйсен ларăвĕн иккĕмĕш ыйтăвĕнче район ттерриторийĕнче выльăхсемпе çынсемшĕн пĕр хăрушлăхлă чирсенчен профилактика тăвассипе 2003-2005 çулсем валли йышăннă тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пынине пăхса тухрĕç. Кунта пĕтĕмĕшле лару-тăрăва уçăмлатма районти патшалăх санитарипе эпидемиологи надзорĕн центрĕн тĕп врачĕ Г. Елькина тата районти тĕп госветинспектор Н. Яковлев калани-пĕлтернине итлерĕç. Лару-тăрăва тĕплĕ тишкерсе районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцие профилактика ĕçĕсене малашне те вăхăтра тума, ялсенчи йытăсене туллин регистрацилессине йĕркелеме, фермăсенче тата выльăх пусакан вырăнсенче, вилнĕ выьăхсене пуçтарас ĕçре, выльх çăвисене пăхса тăрассинче ветеринари надзорне вăйлатма сĕнчĕç. Асăннă программăна пурнăçлассишĕн йышăннине тĕрĕслесе тăма та районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцие хушрĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"