Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян районта 19 ял администрацийĕ тепĕр çулталăкран вĕсен йышĕ чакать

25 марта 2004 г.

2006 çултан çĕршывра "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" Федераллă саккун вăя кĕрет. Çавна май районти хăй тытăмлăхра та пысăк улшăнусем пулса иртмелле. Район шайĕнчи влаç тытăмĕ тĕпрен улшăнмалла. Ку питех те пĕлтерĕшлĕ. Çавна май калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Н.П. Петрована чĕнтĕмĕр.

- Нина Пантелеевна, çĕнĕ саккуна йышăннипе эсир мĕнле ăнлантаратăр; Тепĕр майлă каласан, унăн тĕллевĕпе тивĕçне мĕнре куратăр;

- Кĕскен каласан, патшалăх влаçĕпе вырăнти самоуправление çĕнĕ саккун пĕр-пĕринчен уçăмлăн уйăрать. Паллах, вырăнти пурнăçа Мускавран е Шупашкартан кăтартнипе кăна çĕнетме çук. Кунпа килĕшмелле. Вырăнти пурнăçа йĕркелесе пырасси ытларах граждансенчен хăйсенчен, вĕсен пуçарулăхĕнчен килмелле.

Уйрăм ялта е ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансем хăйсене мĕн кирлине пуринчен лайăхрах пĕлеççĕ. Кунта çул юсамалла-и, кĕпер тумалла-и, шыв кĕртмелле-и, чиркÿ уçмалла-и  - ял çыннисене çакă аванрах курăнать.

Паллах, çак ыйтăвăн тепĕр енĕ те пур - укçа-тенкĕ уйăрасси, вăл кирлĕ чухлĕ пулĕ-и;

- Саккун пирĕн районти самоуправлени тытăмне улшăнусем кĕртме хистет. Паян районта 19 ял администрацийĕ пулсан, тепĕр çулталăкран вĕсем миçе юлĕç;

- Кунта Федераллă Саккун икĕ вариант пăхать. (Палăртатăп, хальлĕхе Чăваш парламенчĕ пире валли çакăн йышши саккун йышăнман-ха).

Пĕрремĕшĕ, ял администрацийĕн территорийĕнче (саккунра "сельское население" тенĕ) 3 пин çынран кая пулмалла мар.

Иккĕмĕшĕ, кашни ял администрацийĕн территорийĕнче 1 пин çынран кая пулмалла мар. Кун пек чухне пирĕн Мăн Хураçкапа Ильинка, Ярапайпа Шурча, Шетмĕпуçпе Çатракасси ял администрацийĕсене пĕрлештерме тивет.

Пĕрремĕш варианчĕпе улшăнусем тата палăрăмлăрах пулмалла. Ун чухне 11 ял администрацийĕ юлать.

Эпир хăш çулпа каясси республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен килет. Хăш вариантне суйласа илĕç вĕсем.

- Çапла туни чиновниксен йышне чакарма пулăшассăн туйăнать.

- Чи кирли - халăхшăн меллĕ пултăр.

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Нина Пантелеевна, вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене малашне суйлавра халăхпа сасăласа суйламалла.

- Çапла. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене халăхпа суйламалла. Ку çеç те мар, малашне вырăнсенче те депутатсем пулаççĕ, вĕсене те халăхпа суйламалла.

- Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ вара.

- Кашни ял администрацийĕн хăйĕн бюджет пулать. Ял администрацийĕ территорийĕнчи предприятисем, граждансем тÿленинчен пуçланать вăл. Предприятисем, хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлесен кунти бюджета ытларах укçа-тенкĕ куçарса параççĕ.

- Пĕтĕмпех вырăнти ял бюджечĕ çине хума çук. Федераци, республика бюджечĕсем укçа-тенкĕ уйăрасси те юлать вĕт-ха.
- Паллах, педагогсене, медицина, культура ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлесси - асăннă бюджетсен тивĕçĕ.

- Нина Пантелеевна, эсир мĕнле шутлатăр. Çĕнĕ саккунпа вырăнти ял администрацисен пуçлăхĕсене халăх суйлать, вĕсен хăйсен бюджет пулать. Кун пек чухне район шайĕнчи влаç пĕлтерĕшĕ е унăн витĕмĕ чакмĕ-и;

- Кирек епле влаçа та халăхшăн ĕçлеме йĕркелеççĕ, суйлаççĕ. Пирĕн тивĕç - ял çыннисемшĕн ĕçлесси, вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тимлесси.

Çакна та палăртатăп: влаçпа халăхăн алла-аллăн тытăнса пĕрле ĕçлемелле. Çавăн чухне кăна курăмлă ÿсмсем пулаççĕ. Çавăн чухне çеç пурнăçа тĕпрен лайăхлатма пултарăпăр. Граждансен пуçарулăхне аталантармалла. Вĕсем çÿлти влаç органĕсем мĕн тунине аякран сивлесе е ырласа пăхса тăнипе малалла кайма çук. Юлашки çулсенчи пурнăç опычĕ çакна аван кăтартса пачĕ. Çĕнĕ саккун шăпах граждансене хăйсене вырăнти пурнăçшăн ответлă пулма хистет.

- Нина Пантелеевна, ыйтусем татах та нумай.

- Ку ыйтусемпе эпир малашне район хаçатĕнче пĕрре кăна мар тухса калаçăпăр. Çĕнĕ саккуна вăя кĕртессипе ĕçлемелли нумай. Кунта халăхпа канашлани те пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика