24 марта 2004 г.
Района иртнĕ кунсенче çакнашкал пĕлтерÿ-асăрхаттарусем килсе çитрĕç:
1. ЧР Министрсен Кабинечĕн республикăри автоçулсем çинче 2004 çулхи ейÿ вăхăтĕнче транспорт хатĕрĕсем çÿрессине чакарасси çинчен мартăн 17-мĕшĕнче тунă хушăвне пурнăçласа республикăри Строительство министерствин çул-йĕр хуçалăх Департаменчĕ çулсем çине тухма пропусксем парас ĕçе пуçарнă. Пĕлме, çав пропусксене илме çакнашкал документсене тăратмалла: ЧР Строительство министерствин çул-йĕр хуçалăх Департаменчĕн ертÿçи Л. Вячеславов ячĕпе транспорт хатĕрĕсен маркине, патшалăхăн регистраци паллисене, çÿрев маршручĕсене, çÿремелли вăхăта кăтартса заявка-çыру* çак тапхăрта тиев турттармасăр юраманнине çирĕплетни* автомашина харпăрлăхĕн докуменчĕсем.
2. ЧР Çĕр ресурсĕсем тата çут çанталăкпа усă курассин министерстви çурхи шыв-шур вăхăтне хатĕрленсе кĕперсене тата ытти гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварма тимлĕх уйăрма ыйтать. Строительство организацийĕсен те юсав ĕçĕсене тата ишĕлме пултаракан объектсене çĕнĕрен тума хатĕр пулмалла. Кунсăр пуçне вырăнсенчи пуçлăхсен çурхи шыв илекен ялсенчен халăха эвакуацилес, халăха суту-илÿ тата медицина ыйтăвĕсемпе тивĕçтерес, шыв илме пултаракан вырăнсенчен выльăх-чĕрлĕхе тата ял хуçалăх техникине илсе тухас ыйтусемпе ĕçлемелле.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"