23 марта 2004 г.
"Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăх парнелет" районти конкурса пирĕн шкулти 852 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕрентекенсем те айккинче тăрса юлмарĕç, ачасемпе юнашарах тата пĕрле пулчĕç. "Уют" шкул республикин парламенчĕпе пĕрле (президенчĕ Мария Тарасова, 9 класс) физкультура учителĕсем (РМО ертÿçи З.Г. Углева) интереслĕ программа хатĕрлерĕç. Ачасене уйрăмах "Хĕллехи савăнăçлă стартсем" кăмăла кайрĕç. Ăмăртусенчен никам та айккинче юлмарĕ: пĕрисем йĕлтĕрпе ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарса тăчĕç, ашшĕ амăшĕсем те хаваспах хутшăнчĕç. 2 "а", 3 "а", 4 "б", 5 "в", 6 "а", 7 "б", 8 "а" классем чи вăйлисем пулчĕç. Шкулти чи вăйлă йĕлтĕрçĕсен тупăшăвĕнче Дима Плечов, Алина Григорьева, Дима Григорьев, Лилия Иванова, Алексей Чижов, Алина Петрова, Дмитрий Александров тата Надежда Столбова çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç. Эстафетăсенче хăйсен ушкăнĕсенче 5 "в", 8 "г" тата 10 "в" классем çĕнтерчĕç.
Шкулти çамрăк спортсменсем районти, республикăри тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса та кăтартусене лайăхлатсах пыраççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те Е. Андреев ячĕллĕ кубока, ЧР чемпионĕн Ю. Федотовăн асăну кубокне çĕнсе илчĕç, хĕллехи полиатлонра, шкул ачисен хĕллехи спартакиадинче те пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
Çулсеренех шкулта "Улăп-паттăр", "Шкул пики" конкурссем иртеççĕ. Кăçал вĕсене 18 яшпа 25 хĕр хутшăнчĕç. Ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ятарлă комисси тĕрĕслесе хакларĕ. Çĕнтерÿçĕсем - 10 "б" класра вĕренекен Геннадий Любимовпа 11 "а" класри Надежда Васильева - дипломсемпе чыслă парнесене тивĕçрĕç.
Виçĕ уйăх хушшинче туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче шкулта "Çитрĕ ырă çуркунне" уяв иртрĕ. 1-4 классем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ирех хитре тумланса, илемлетнĕ çунашкасемпе шкул умне пуçтарăнчĕç. Кашни класс хăйĕн пултарулăхне юрă-ташăра кăтартрĕ. Килтепĕçерсе килнĕ икерчĕ куписен çÿллĕшне виçрĕç, тутансапăхрĕç, унтан каллех тĕрлĕ ăмăрту-вăйăсене хутшăнчĕç, юлашкичен пурте ятарласа капăрлатнă лашапа ярăнма кайрĕç. 5-8 классенче вĕренекенсем те уява кăмăла каймалла хавасланса ирттерчĕç. Уява ирттерессинчен ашшĕ-амăшĕсем те пăрăнмарĕç, вĕренекенсене хавхалантармашкăн кашни класа тенĕ пекех тортсем илсе пачĕç.
"Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăх парнелет" конкурсра вара пĕтĕмĕшле 4 "б", 6 "в", 10 "в" классем çĕнтерчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"