Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл ăсатăвĕ

23 марта 2004 г.

Мартăн 13-мĕшĕнче Оринин шкулĕ умне халăх йышлă пухăнчĕ. Мĕнле уяв-ши;

И. Курбановапа К. Ершова камитçăсем курма килнисене хĕл ăсатăвĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕç. Халĕ мĕнле уяв пулни паллă ĕнтĕ. Кун хыççăн кашни класс ачисем хĕлпе сывпуллашса çуркуннене чĕнсе йыхравларĕç. Хытă кăшкăрнипе хĕл те "хурланса" килсе çитрĕ, хăй ачисене мĕн чухлĕ савăнăç кÿнине аса илтерчĕ. Кун хыççăн шкул ертÿçи В. Иванов çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕ. Çуркунне чĕрĕлĕхпе çыхăннине шута илсе тата кăçал çамрăксемпе сывă пурнăç çулталăкĕ пулнă май спортпа ырă йăласемпе ытларах туслă пулмаллине палăртрĕ, кăçалхи спорт вăййисене пĕтĕмлетрĕ.

Уява пухăннисем аслă классенче вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕсен, учтельсен командисене пайланса вăй виçрĕç. "Чи пултаруллисем" ята вĕренекенсем тивĕçрĕç.

Çулталăк саккунĕ пекех хĕл кайнă хыççăн илемлетнĕ лаша çинче уява "Çуркунне" килсе çитрĕ. Ăна халалласа уявçăсем ташларĕç, юрларĕç, шÿтлерĕç.

Хĕл ăсатăвĕн уявĕнче илемлетсе кÿлнĕ лашасемпе катаччи чупни ачасен кăмăлне уйрăмах çĕклерĕ. Юлашкинчен ачасем хăйсен класĕсенче хĕле ăсатнине уявласа çуллă икерчĕсем çирĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика