23 марта 2004 г.
Çамрăксем - пирĕн пуласлăх, тетпĕр эпир. Çавăнпа та сывлăхлă ăру çитĕнтересси пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2004 çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.
Сывлăха сутăн илеймĕн, теççĕ халăхра. Хорнуйĕнчи пуçламăш шкулти учительсем те, унта вĕренекен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те çакна лайăх ăнланаççĕ.
Юлашки вăхăтра кунта сывлăха çирĕплетес енĕпе нумай ĕçсем туса ирттерчĕç. Ачасем сивĕ çанталăкра коридорта, ăшăрах чухне уçă сывлăшра ирхи зарядка тăваççĕ. Унсăр пуçне класс тулашĕнчи мероприятисем те сывлăха çирĕплетессипех çыхăннă.
Акă, иртнĕ уйăхра чăн-чăн сывлăх кунне ирттерчĕç. Тăвайкки кунĕпех ачасен сассипе янăраса тăчĕ. Кам йĕлтĕрпе, кам çунашкапа ярăнса киленчĕ унта. Ашшĕ-амăшĕсем те пулчĕç, вĕсем сывлăх уявне хаваспах пуçтарăнчĕç. Чи кĕçĕнни 4 çулта, чи асли, Лиди кинемей, 60 çулта пулчĕ. Каç пулттипе кăна пурте хавас кăмăлпа килĕсене таврăнчĕç.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн вара ăмăртусем пулчĕç. Унта ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнчĕç. Малтанах командăсем пăшалтан тĕл перессипе ăмăртрĕç, унтан алă вăйне виçрĕç. Чи интересли вара йĕлтĕрпе чупасси пулчĕ. Кунта Первомайская урам командине çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Школьная урам команди тухрĕ, виççĕмĕшĕнче – Чаканар урамĕн команди.
Мини-футболла вылясси те уявăн кĕтнĕ саманчĕ пулчĕ.
Çак «Зарничка» уяв пурин асĕнче те юлĕ. Ку уява ирттерме пулăшнă спонсорсене те тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем: А.А. Сидюшкин, С.А. Сорокин, С.М. Никитин, С.Н. Корольков тата А.И. Быков. Малашне те çак уява кашни çулах ирттерме палăртрĕç.
Унсăр пуçне шкулта «Атьăр-ха, арçын ачасем!» конкурс та пулчĕ. «Зарничка» вăййа вара ачасен ашшĕсемпе пиччĕшĕсем салтак тумĕсемпе пыни те кăмăллă пулчĕ.
Физкультура урокĕсенче те ачасем йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнаççĕ. Шкул умĕнче кашни каç футбол вăййисем иртеççĕ. Унта ашшĕсем те, аслăрах çулхи ачасем те хаваспах хутшăнаççĕ. Сывлăхлă ÿт-пÿре сывă ăс-тăн, теççĕ. Тунсăхласа ларма вăхăт çук кунти ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен. Çамрăксем вара А.А. Сидюшкинран тата В.Ф. Филипповран тĕслĕх илсе физкультурăпа спорт енне туртăнаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"