19 марта 2004 г.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса "Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн 2004 çулхи бюджечĕ çинчен" 166-Ф3 № Саккунĕ вăя кĕчĕ. Унта вăхăтлăх ĕçлеймен пирки тата ача амăшĕ пулма хатĕрленекен йывăр çын хĕрарăмсене, ача çуратнă хыççăн пособисем тÿленĕ чухне улшăнусем пур.
Конкретлă мĕнле улшăнусем пур, вĕсем камсене пырса тивеççĕ; Çаксем пирки каласа пама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. ЧЕРНОВА Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн Муркаш районĕнчи тĕп специалистĕнчен В.С. Савельеваран.
- Валентина Семеновна, çĕнĕ саккун вăя кĕни пособисем тÿлессине мĕнле улшăнусем кĕртрĕ;
- Çĕнĕ саккуна çирĕплетнĕ, вăл вăя кĕнĕ хыççăн вăхăтлăх ĕçлеймен тата йывăр çын хĕрарăмсене, ача çуратнă хыççăн тÿлемелли пособисен виçине палăртнă чух вăтам ĕç укçине урăхларах шутлаççĕ. Çав саккунăн 8 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, 2004 çулта çÿлерех асăннă пособисене тÿлеме вăтам ĕç укçине шутлама РФ Ĕç кодексĕн 139 статйинче палăртнă йĕркепе усă кураççĕ. Унпа килĕшллĕн, вăтам ĕç укçине шутланă чух, кирек епле режимпа ĕçленĕ пулсан та, юлашки 12 уйăхра вăй хунă вăхăта, çав уйăхсенче ăна шутласа панă ĕç укçине тĕпе хураççĕ. Кун пек чухне кирек епле предприятипе организаци те асăннă пособисене тÿлеме вăтам ĕç укçин виçине шутланă чух çак йĕркене улăштарма пултараймасть.
Вăтам ĕç укçине шутланă чухне мĕнле документсемпе усă кураççĕ;
- Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе законодательствăн икĕ акчĕ пур: РФ Правительствин 2003 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнчи "Вăтам ĕç укçине шутланă чухнехи йĕркери уйрăмлăхсем çинчен" 213 № Постановленийĕ тата РФ Ĕç тата социаллă аталану министерствин 2003 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнчи 89 № "Вăхăтлăх ĕçлеймен чухне, йывăр çын хĕрарăмсене тата ача çуратнă хыççăн пособисен виçине палăртнă чух вăтам ĕç укçине шутласси пирки" ăнлантарса панине çирĕплетесси çинчен" Постановленийĕ.
- Йывăр çын хĕрерăмсене, ача çуратнисене пособисене шутласа панă чухне ĕç стажĕ витĕм кÿмест-и;
- Çук. Вăхăтлăх ĕçлеймен чухне çын 5 çул таран ĕçленĕ пулсан, вăтам ĕç укçин 60 процентне, 5-8 çул пулсан - 80 процентне, 8 çултан ытларах пулсан вăтам ĕç укçин 100 процентне тÿлеççĕ. Йывăр çын хĕрарăмсене, ача çуратнисене малтанхи пекех вăтам ĕç укçин 100 проценчĕпех тÿлеççĕ, ĕç стажĕ витĕм кÿмест.
Анчах та кунта çĕнĕлĕхсем пур. Кăçалтан пуçласа, енчен те çын пособи иличчен иртнĕ 12 уйăх тапхăрта 3 уйăхран та сахалтарах вăхăт ĕçленĕ пулсан ăна пособие кашни уйăхшăн чи пĕчĕк ĕç укçи виçи чухлĕ кăна (2003 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса - 600 тенкĕ) тÿлеççĕ. Пособие шутличчен çын çав предприятире мĕн чухлĕ ĕçленине, унăн вăтам ĕç укçи виçипе пособи илме право пуррине пăхмалла.
Мĕн чухлĕ ĕçленĕ вăхăта палăртнă чухне çын ĕçлемен кунсене кăларса пăрахмалла (чирлени, черетлĕ отпускра пулни е ача пăхмалли отпускра ларни т. ыт. те). Ĕçленĕ кунсен шучĕ виçĕ уйăхран сахалтарах пулсан, пособие чи пĕчĕк ĕç укçи виçи чухлĕ шутласа памалла.
- Енчен те çын предприятие килсе виçĕ уйăх ĕçличченех чирлесе ÿкнĕ пулсан;
- Кун пек чухне, енчен те çын темиçе вырăнта ĕçленĕ пулсан, вăл юлашки 12 уйăхра ĕçленине палăртма ĕç кĕнекинче çырни е ĕç договорĕн копийĕ тăрăх малтанхи предприятире (организацире) ĕçленине те шута илеççĕ.
Акă, пĕр тĕслĕх. Çын предприятире январĕн 4-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă, март уйăхĕн пуçламăшĕнче чирленĕ. Ĕç кĕнекинче çырни тăрăх вăл августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 25-мĕшĕччен ĕçлени паллă. Пĕрле шутласан, вăл 3 уйăх ытла ĕçлени курăнать. Çавăнпа та ăна пособие вăтам ĕç укçинчен шутласа тÿлеççĕ.
- Медицина тата педагогика ĕçченĕсен вăтам ĕç укçине шутламалли йĕрки улшăнман-и;
- Малтан вĕсенне темиçе çĕрте ĕçленĕ ĕç укçине те шута илнĕ пулсан (тепĕр шкулта е медицина учрежденийĕнче ĕçлени т. ыт. те), çĕнĕ закондательствăпа тĕп ĕçри ĕç укçине кăна шута илеççĕ. Вăтам ĕç укçине палăртасси вĕсен пĕр пекех, ун пирки РФ Социаллă страховани фончĕн 2004 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче ăнлантарса панă 02-18-07-1037 Çырăвĕ пур, унта учительсемпе медицина ĕçченĕсене пособие епле шутласа парасси пирки уçăмлă каланă.
- Вăтам ĕç укçине шутланă çĕре премисемпе укçан пулăшу панисем кĕреççĕ-и;
- Маларах асăннă документсемпе килĕшÿллĕн, вăхăтлăх ĕçлеймен пирки, е йывăр çян хĕрарăм чухне, е ача çуратсан пособи тÿлеме вăтам ĕç укçине шутланă чухне организацире ĕçшĕн тÿлемелли системăра палăртнă, çав укçашăн пĕрлехи социаллă налук тата РФ Социаллă страховани фондне страхлакан взноссем тÿлеççĕ пулсан, çав тÿлевсене пурне те шута илеççĕ. Енчен те ĕçшĕн тÿлемелли положенипе пăхман е ĕç укçи шутне кĕмен ытти тÿлевсем, укçан пулăшу пани, е çав вăхăтрах тĕп ĕçсĕр пуçне урăх вырăнта ĕçлени (по совместительству) вăтам ĕç укçине шутланă çĕре кĕмеççĕ.
- Ытти пособисене тÿлессипе улшăнусем пур-и;
- Хальлĕхе вĕсен виçи малтанхи пекех. Вĕсем пирки тепĕр хут каласа хăваратăп. Ача çуралнă хыççăн пĕр хутчен паракан пособи виçи - 4500 тенкĕ. Ачана пăхнăшăн пĕр çулталăк çурăччен тÿлекен пособи хисепĕ - 500 тенкĕ. Çие юлсан хĕрарăмсен консультацине пĕчĕк срокра учета пырса тăрсан 300 тенкĕ тÿлеççĕ. Çын вилсен пытарма 1000 тенкĕ параççĕ.
- Тавтапуç, Валентина Семеновна, каласа ăнлантарнишĕн. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"