19 марта 2004 г.
Кăçех апрель. Асаннен пенси укçи илмелли кун çывхарать. Анчах вăл паянчченех СССР паспортне РФ тĕп докуменчĕпе улăштарман. Çакна тума кая юлнă-ши вăл е вăхăтра улăштарманшăн штраф тÿлеме тивĕ;
В.М.
Ыйту çине хурав тупма районти паспортпа виза службин инспекторĕпе З. Сорокинапа çыхăнтăмăр. Зоя Михайловна хуравĕ çапла пулчĕ:
- Паспорт режимне пăсакансен штраф тÿлемелле те пулĕ-ха, анчах ку тĕслĕх пирки çакнашкал лару-тăру. Раççей законодательствипе килĕшÿллĕн 1974 çулхи тĕслĕхлĕ СССР паспорчĕсене 2004 çулччен улăштарса пĕтермеллеччĕ. Районта пирĕн çак ĕç, тĕпрен илсен, вăхăтрах вĕçленнĕ темелле, анчах, тепĕр хут калатăп, тĕпрен илсен. Муркаш Енре кивĕ паспортсене алра тытакансем те çук мар-ха. Çак çитменлĕх Раççей пĕтĕмĕшле те лăпкăлăхра хăвармасть. Çакна шута илсе Раççей Федерацийĕн Правительствин кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн паспорт улăштарас ĕçе 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Апла пулсан паспорт улăштарассипе сирĕн вăхăт пур.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"