18 марта 2004 г.
Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ. Вăл пулăшнипех ĕнтĕ эпир тавракурăма анлăлатса нумай-нумай çĕнĕлĕхсене пĕлетпĕр.
Ачасем те мĕн пĕчĕкренех кĕнеке вуласа, учительсем пулăшнипе пĕлÿ тĕнчине утса пурнăç çулĕ çине тухаççĕ.
Шкулсенче виççĕмĕш чĕрĕк вĕçленсе пырать. Çуркуннехи каникул кунĕсенче пирĕн çĕршывра çулсеренех ачасен савăнăçлă уявĕ - Кĕнекесен эрни иртет. Кăçал вăл мартăн 22-27-мĕшĕсенче пулать. Кĕнеке эрнине ирттернин тĕп тĕллевĕ, яланхи пекех, ачасене кĕнеке вулама явăçтарасси, кĕнекесене пропагандăлама çĕнĕ меслетсем шырасси, çак ĕçе районти ытларах çынсене хутшăнтарса, библиотекăсен, кĕнеке вулавĕн пĕлтерĕшне ÿстересси.
Çак тапхăрта, кĕнеке эрнинче, пур библиотекăсенче те тĕрлĕрен мероприятисем нумай ирттереççĕ, ăна валли ятарласа план та туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Муркашри ача-пăча библиотекинче, сăмахран, мартăн 22-27-мĕшĕсенче Муркаш шкулĕнче утренник, район юбилейне халалланă выставка, юмахсенчен йĕркеленĕ вăйăсем, чĕр чунсен тĕнчине халалланă биологи урокĕ, кĕнекесен тĕнчине пĕлекенсене палăртма çемье конкурсĕ т. ыт. те ирттереççĕ. Кĕнеке эрни тунти кун Муркашри вăтам шкулăн актовăй залĕнче уçăлать.
Сосновкăри библиотекăра та (библиотекарĕ Т.З. Степанова) çитес эрнере нумай интереслĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Вăл шутра: "кĕнеке - пирĕн çывăх тус" ятпа çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштараççĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем, çемье уявĕсе ирттереççĕ т. ыт. те. Шурчари библиотекăра (В.М. Черкесов), Çатракассинче (В.П. Конузина), Шомикра (М.В. Филиппова) т. ыт. библиотекăсенче тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсем, экологи, информаци кунĕсем, вăйăсем нумай ирттереççĕ.
Çавăн пекех кĕнеке эрнине хутшăнакансем хăйсем юратнă писательсен юбилейсене те паллă тăваççĕ: И.И. Акимушкин 75 çул тултарнине, А.Г. Алексинăн 80 çулхи юбилейне, Ю.К. Олеша 105 çул тултарнине т. ыт. те.
Унсăр пуçне çак тапхăрта Муркаш районне йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине халалласа та пур çĕрте те тĕрлĕрен мероприятисем иртĕç.
Хальхи вăхăтра уй-хирте, пахчара ĕçсем пуçланман-ха. Çавăнпа та кĕнеке эрнине ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕсем те активлă хутшăнасса, ачисене мĕн пĕчĕкрен кĕнекене юратма хăнăхтарасса шанса тăратпăр. Сире кирек-хăш библиотекăра та хапăл тусах йышăнĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"