Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти яш-кĕрĕм малашлăхĕ тарăн пĕлÿре

18 марта 2004 г.

"Ялти яш-кĕрĕм малашлăхĕ тарăн пĕлÿре", -

терĕ паянхи яшсемпе хĕрсем ыранхи пурнăç тыткăчи пулни çинчен калаçнă май вĕсен малашлăхне шанса та ĕненсе И. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн Муркашри лицей директорĕ Николай Евгеньевич Смирнов лицеистсем кăçал предмет олимпиадисемпе конференцисене хутшăннине пĕтĕмлетнĕ май.

Ертÿçĕ çĕнĕ ĕçре пуçламăш утăмсем çеç тăвать пулин те, малтанхи ÿсĕмсем куçа курăнаççĕ ĕнтĕ. Директор лицеистсене вĕрентнĕ çĕрте хăй тĕслĕх пулса тăрать. Лицейри вĕрентÿ шайне кунта пĕлÿ пухакансем предмет олимпиадисенче тата наукăпа практика конференцийĕсенче тарăн пĕлÿпе малти вырăнсене йышăнни те кăтартса парать. Вăрттăнлăх мар, çак ен Муркашри лицейре ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр тĕллевпе тăрăшни ăна малалла туптать.

Кăçалхи вĕренÿ çулнех илер. Район олимпиадисенче, тĕслĕхрен, лицеистсем пысăк активлăхпа палăрнă, курăмлă кăтартусем тунă. Акă, хими олимпиадинче вуннăмĕш класри С.Семенов пĕрремĕш, Д. Малышев иккĕмĕш, А. Авдеев виççĕмĕш. Вунпĕрмĕш класри Д. Костин, А. Кольцова, В. Ермаков малти икĕ вырăна тивĕçнĕ.

Ют çĕршыв чĕлхине (акăлчан) лайăх пĕлнипе олимпиадăра Е. Степановапа Н. Микрякова (10 кл.), Н. Бакинапа В.Васильева (11 кл.) чи ыррипе палăрнă.

Вырăс чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăра гуманитари енĕпе пĕлÿ пухакан Н. Микрякова (10 кл.) тата А. Жижипина (11 кл.), географипе 10-мĕш класри П. Ильин иккĕмĕш, техника  класĕсенче пĕлÿ пухакан В. Ямутин, Д. Малышев, А. Никоноров физикăпа малти 3 вырăна та йышăннă, биологи пĕлĕвĕпе техника класĕсенчи В. Ермаков, Д. Костин, С. Семенов лицеистсем палăрнă.

Февральте ЧПУра ирттернĕ предмет олимпиадисенче те Муркаш лицеисчĕсем хăйсене ырă енчен çеç кăтартнă. Уйрăммăн илсен, П. Ильин истори олимпиадинче пĕрремĕш, Д. Малышев физика олимпиадинче иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Уйрăммăн К. Скворцовапа Н. Юркина пирки. Маттур хĕрсем конкурсра хутшăнса регионти 5531 ача хушшинче 14-15-мĕш вырăнсене йышăннă. Çакă лицейăн пĕрлехи ÿсĕмĕ пулни каламасăрах паллă.

Пĕтĕм Раççейри "Вырăс упи-2003" конкурсра вырăс чĕлхипе лицейре вĕренекен Л. Ивановапа А. Смирнова (10 кл.), К. Скворцовапа Н. Юркина (11кл.) малтисен шутĕнче пулнă.

Кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнче Муркаш лицеисчĕсем Çĕнĕ Шупашкарта регионсем хушшинче ирттернĕ "Наука. Творчество. Аталану" конференцие пуçласа хутшăннă. Унта тăратнă вунă тĕпчев ĕçĕнчен О. Платонова тĕпчевĕ (наука ертÿçи Ю. Ганин) 4-мĕш вырăн йышăннă.

Февралĕн 5-мĕшĕнче районта ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче унта лицейрен тăратнă 16 тĕпчев ĕçĕнчен 7-шĕ призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Д. Костина (наука ертÿçи Н. Казакова), О. Платонова (наука ертÿçи Ю. Ганин) лицеистсен ĕçĕсем хăйсен секцийĕсенче 1-мĕш вырăнсене тухнă. А. Васильевăн "Хуракасси ялĕн аваллăхĕ" (ертÿçи Н. Смирнов), А. Студенцован "Тăван ялăм - савнă ял" (ертÿçи Л. Степанова), М. Блинован "Чăвашри çемье аталанăвĕн тĕпчевĕ" (ертÿçи Н. Смирнов) тата Н. Кирилловпа Д. Яртеев ĕçĕсем те хăйсене ырă енчен, лицеистсен пĕлÿ шайĕ пĕр вырăнта тăманнине кăтартнă.

Лицеистсем хăйсен пĕлĕвĕ ялсен социаллă аталанăвĕ çине витĕм кÿрессе ăнланса пĕлÿ тĕнчине шаларах та шаларах кĕрессишĕн тăрăшаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика