Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăсене иртĕхме парар мар

17 марта 2004 г.

Юлашки вăхăтра ют пурлăха вăрланă, пурăнмалли çуртсене, ĕç кабинечĕсене кĕрсе çаратнă тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ. Акă, Мăн Сĕнтĕр больницинче кунта чиртен юсанма пынă пĕр арçыннăн сăран пиншакĕ, çĕлĕкĕ тата шарфĕ çухалнă. Юрать-ха, хуçи çухатăва çийĕнчех асăрханă, шырав ĕçĕсене вăхăтра кÿлĕнсе вăрлакансене тытнă. Шел пулин те, çакăн пек тĕслĕхсем кунта час-часах пулкалаççĕ. Апла пулсан, больница администрацийĕн те айăпĕ пурах-тăр. Мĕншĕн тесен Мăн Сĕнтĕр больницинче кăна çулталăк пуçланнăранпа кун пекки икĕ тĕслĕх пулчĕ.

Çавăнпа та вăрăсенчен сыхланас тĕлĕшпе хăш-пĕр сĕнÿсем парасшăн, вĕсем кулленхи пурнăçра кирлĕ те усăллă пулма пултараççĕ:

- килтен (хваттертен) ĕçе е ытти сăлтавпа тухса кайнă чухне хăвăр киле (хваттере) пăхса-асăрхаса тăмашкăн кÿршĕре пурăнакансене е пускилсене ыйтăр, питĕрсе хăварма ан манăр*

- килте пур телевизорсен, магнитофонсен, видео тата аудиоаппаратурăн, фотоаппаратăн, велосипедăн, хаклă хутсен номерĕсене хăвăра пĕлсе тăма çырса илĕр, çав списока тата заводран панă аппаратурăн докуменчĕсене хăвăр кăна пĕлекен вăрттăн çĕрте тытăр. Çапла туни япаласене вăрласа кайнă тĕслĕхсенче хăвăртрах тупма пулăшать*

- пÿрт-çурт чÿречисене, форточкăсене, балкон алăкĕсене лайăх питĕрсе хăварма ан манăр*

- алăксемпе вĕсен тăпсисене çирĕплетĕр, хулари пек тимĕр алăксем тусан вара тата шанчăклăрах*

- хваттере е килти çурта сыхлăх сигнализацийĕ вырнаçтарсан, милицин тĕп сыхлав пульчĕпе çыхăнтарсан шанчăклăрах. Çак майсемпе хальлĕхе хулара пурăнакансем çеç усă кураççĕ. Малашне пирĕн патра та вăл пулассине Шалти ĕçсен министерствин яваплă ĕçченĕсем шантараççĕ.

Унсăр пуçне, хваттерĕн е килти çуртăн çăра уççине алăк умĕнчи кавир айне, пăта çине, почта ещĕкне хурса хăварас йăларан та тахçанах хăтăлма вăхăт ĕнтĕ. Ку вăл вăрă-хурахсене "тархасшăн, вăрлăр!" тенĕ пекех пулать*

- çăраççи çухалсан ун пирки килтисемпе кÿршĕсене çийĕнчех пĕлтерме тăрăшăр, çăрана васкавлă майпа улăштарăр.

Ялсенче пурăнакансене çакăн пирки те асăрхаттарас килет. Юлашки вăхăтра килсем тăрăх çамрăк çынсем ултавлă майпа йăлара усă куракан электроприборсем сутса çÿреççĕ. Вĕсем çынсене ытти илĕртÿллĕ аппаратсем те сĕнеççĕ. Çав услапсемех хăйсене социаллă хÿтлĕх паракан ĕçченсем тесе пĕлтереççĕ, аппарат илсе килсе паратпăр тесе ватă çынсене улталаса укçа илсе тухса каяççĕ. Асăннă çамрăксем кил хуçин шанăçне питĕ хăвăрт кĕме пултараççĕ, вăл укçана ăçтан илнине е кăларнине çав тери хытă сăнаççĕ, меллĕ самант тупса хуçана укçасăр хăвараççĕ, ал айне лекнĕ ытти хаклă япаласене те йăкăртса тухаççĕ.

Çавăнпа та пĕччен пурăнакан çынсене панă çак сĕнÿсем кирлех тесе шутлатпăр:

- тархасшăн, килте пĕччен чух палламан çынсене ан кĕртĕр*

- укçа тÿлемелле пулсан ăна ăçтан илнине кăтартмалла мар*

- палламан çынсене пÿрте кĕртме тăрăшмалла мар.

Хăшĕ-пĕрисем япала çухалнине е кам та пулин вăрланине курсан та милицине пĕлтермеççĕ. Питех те шел, вăрăсене ун пек чухне çул ытларах уçăлать кăна. Преступлени тума хатĕрленни çинчен пĕлетĕр пулсан, тархасшăн, çийĕнчех милицине çак телефонпа шăнкăравлăр: 02 е 2-16-67. Кам шăнкăравланине пĕлтермесен те пултаратăр (пĕлтерсен те вăрттăнлăх сыхланать). Тĕплĕ те кирлĕ хыпаршăн укçан е парне парса та хавхалантарапăр. Эсир пулăшнипе кăна эпир преступленисен шутне чакарма пултарăпăр. Айтăр-ха, вăрăсене ашкăнса пурăнма парар мар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика