Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арманçăсем ĕçсĕр лармаççĕ

18 марта 2004 г.

ЧР Президенчĕн "Ялта пурăнакан халăха ĕçпе тивĕçтерессин хушма мерисем тата ял хуçалăхĕнчи ĕç эффективлăхне ÿстересси" Указĕ ĕçлеме çеç пуçларĕ темелле. Анчах малашлăхпа пурăнакансем çак çул çине маларах та тăнă ĕнтĕ. Акă, Йÿçкассинче 2001 çулта шурă çăнăх арманĕ хута янинех илер. Паян кунта арманçăра ĕçлекен Петр Николаевич Степанов çак армана никĕсрен пуçласах тума хутшăннă, хăш агрегат ăçта епле ĕçленине вăл алă тупанĕ çинчи пекех курса тăрать.

-         Ĕçчен ял халăхĕ армансăр пурăнаймасть. Çакна тăватă çул каялла хуçалăх дирекцийĕ те шута илчĕ. Çапла вара паян арман эрнере 6 кун çăнăх авăртать. Вырсарни - кану кунĕ. Пирĕн патăмăра тырă илсе килекенсем кунтан пысăк (высший), пĕрремĕш сортлă çăнăх илсе каяççĕ. Арман ĕçĕ халăх ыйтăвне туллин тивĕçтернине пирĕн патăмăра Муркашсем районĕпех тата Элĕк районĕнчен те çынсем килни çирĕплетсе парать,- терĕ кĕске калаçура Петр Николаевич Степанов арманçă. Ăна çак ĕçре çур çула яхăн ĕнтĕ Сергей Николаевич Григорьев пулăшса пырать, ĕçе лайăх вĕренсе çитнипе тырă авăртма килнĕ çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет, армана юсавлă тытассишĕн тăрăшать.

  Арманçăсем уйăхсерен 40-50 тонна тырă авăртаççĕ. Çак кăтарту вĕсен икĕ хут пысăкрах пулни те пулман мар. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе тунăран арманçăсемпе клиентсем те кăмăллă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика