10 марта 2004 г.
Мартăн 8-мĕшĕнче пур çĕрте те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне паллă тăваççĕ. Эпир те халăхран юлас темерĕмĕр, ялти хĕрарăмсем валли уяв йĕркелеме шутларăмăр. Уява ялти хĕрарăмсемпе пĕрле хатĕрлентĕмĕр. Ытти çулсенчипе танлаштарсан, мартăн 8-мĕшĕ пирĕн патра та савăнăçлă, асра юлмалла иртрĕ.
Çак кун, кăнтăрла иртсен, Калайкассинчи вăтам шкулăн спорт залне пĕрин хыççăн тепри, мăшăрсем пухăнма пуçларĕç, хăшĕсем ачисемпе пĕрлех килнĕ. Хăйсем пурте савăнăçлă, кашнин сăн-питĕнче хаваслă кулă шевли вăй вылять, кашниех спорт костюмне тăхăннă.
Кунта паян волейбол вăййин ăмăртăвĕ иртмелле-çке. Арăмсем - пĕр команда, вĕсен мăшăрюсем - тепĕр команда.
Пурте пухăнса çитсен чи малтанах хĕрарăмсене уяв ячĕпе Калайкассинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ В.В. Люцев саламласа сăмах каларĕ, ун хыççăн вăйă йĕркипе паллаштарчĕ. Волейбол вăййи питĕ хĕрÿ кĕрешÿре, çивĕч иртрĕ. Арçынсем те, хĕрарăмсем те маххă парасшăн мар, мечĕке çĕре ÿкме памаççĕ, сетка урлă çапа-çапа каçараççĕ. Зала пухăннă ачасем те ашш-амăшĕсене хавхалантарса тăчĕç. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ. Маттур иккен пирĕн мăшăрсем. Вĕсен шутĕнче Люцевсене, Вострейкинсене, Горшковсене, Григорьевсене, Горлановсене, Сивковсене, Лисицинсене асăнмалла.
Вăйă вĕçленнĕ хыççăн пурте уяв сĕтелĕ хушшине ларса чейпе вĕри кукăль çирĕç.
Пухăннисем В.В. Люцева тата ăна пулăшаканне, унăн мăшăрне Москакассинчи ясли-сад воспитательницине В.Д. Люцевана хаваслă уяв йĕркелеме пултарнăшăн чĕререн тав турĕç.
Кăçал çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ пулнă май пурте спортпа ытларах туслашма кирлине палăртрĕç. Уявсенче те, ытти чухне те тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене ирттерме калаçса татăлчĕç мăшăрсем.
Сывă пурнăç йĕркине нимĕн те çитмест. Физкультурăпа спорт вара сывлăха çирĕплетменумай пулăшаççĕ. Çакна ăнланса ирттерчĕç те ĕнтĕ ăмăртăва Калайкассисем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"