03 марта 2004 г.
Кашмаш ялĕнче ырă кăмăллă, ĕçчен хĕрарăмсем сахал мар. Акă, сăмахран, Т.А. Скворцованах илер-ха. Вăл Кашмашри фельдшерпа акушар пуктĕнче фельдшер пулса ĕçлет. Халăхра каланă пек - ялти врач. Татьяна Аркадьевнан пĕлĕвĕ те, опычĕ те пысăк. Вăл анчах та мар-ха. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхипе Т. Скворцова çынсене чиртен сипленме пулăшать. Кирек мĕнле çанталăкра та, çумăр-и, пыльчăк-и е çил-тăман ахăрать, чĕннĕ пулсан яланах вăхăтра çитсе пулăшу парать, чирсенчен сиплет.
Манăн мăшăрăм 5 çул ĕнтĕ утаймасăр ларать. Çак пилĕк çул хушшинче Татьяна Аркадьевна пирĕн киле миçе çĕр хут килмен-ши. Пулăшу та, ырă канаш та нумай парать вăл пире. Вăл ялти çынсемпе анчах мар, кил-йышра хуньамăшĕпе те питĕ килĕштерсе пурăнать.
Пирĕн ялти выльăх тухтăрĕ те питĕ пултаруллăскер. Вăл - Августина Кирилловна Нодыкова. Ăна ялти çынсем яланах ырăпа кăна асăнаççĕ. Ферма ĕçченĕсем те ăна питĕ хисеплеççĕ. Пирĕн ялĕ те, ферми те пысăк. Апла пулин те, А. Нодыкова пур çĕре те ĕлкĕрет, кирек кам чĕнсен те, яланах вăхăтра çитсе пирĕн выльăхсене пулăшу парать. Унăн та ĕç опычĕ питĕ пысăк.
Манăн кăçал ĕне питĕ йывăр чирлерĕ. Вăл вара ирĕн-каçăн килсе ĕнене вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Пысăк тав сана уншăн Августина.
Татьяна Аркадьевна тата Августина Кирилловна! Сире мартăн 8-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Эсир нихăçан та ан ватăлăр, пире яланах пулăшса тăрăр, аллу-урусем таса пулччăр.Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"