01 марта 2004 г.
Унăн пиччĕшĕ Алексей Андреевич çинчен очерк çырса пичетленĕччĕ иртнĕ вăхăтра, халĕ Варсонофий Андреевич пирки хăйĕн çинчен.Чăвашсен паллă композиторĕ, Андреевсен чăн-чăн тăванĕ Ф.С. Васильев пĕррехинче аса илсе тĕлĕнтернĕччĕ мана: "Ю.А. Илюхин музыковедпа Уçăпкассинче Андреевсем патне хăнана кайрăмăр. Кĕтмен çĕртен, сĕтел хушшинче Варсун шăллăм "Ши-ши, ши-вара" юрăна шăрантарса ячĕ. "Итле-ха, Хĕветĕр, ку юрăна илемлетсе чăн-чăн чăваш юрри тума пулать", - терĕ Юрий Александрович. Çапла çуралчĕ халĕ хутран-ситрен радиопа янăракан "Ши, ши, ши вара" юрă. Чăваш юррисен репертуарне кĕрсе юлчĕ вăл.
1924 çулти ноябрьте чухăн хресчен çемйинче çуралнă та ÿсерехпе Панклири тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ Варсун. Пурнăç йывăр пулнă - урăх вĕренеймен. "Колхозсем тума пуçласанах аттепе анне пĕрлешÿллĕ хуçалăх членĕсем пулса тăчĕç", - аса илет Варсонофий. Вун икĕ çултах колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă вăл. Вăрçă пуçлансан, 1942 çулта Совет çарĕн ретне тăрать, Мари АССРĕнчи Суслонгер поселокĕнче кăштах пулсан анăçалла, Елец хули еннелле çул тытать унăн чаçĕ. Çакăнтах полк шкулĕнче вĕренет, отделени командирĕ пулса тăрать. Çак стрелоксен пысăк чаçĕнче 45 миллиметрлă тупăсем те пур-çке. Çамрăк боецăн тупăсене туртса пыракан лашасен коновочĕ пулма лекет. Малалла - Украина çĕрĕ. "Лашасемпе туппине вăрман хÿтлĕхне кĕртсе тăратрăм кăна - фашистсен виçĕ снарячĕ пырса хаплаттарчĕ, иккĕмĕшĕн вăнчăкĕсем урасене, алăсене амантрĕç", - каласа парать ветеран. Кăштах лазаретра сипленсен, 2 Украина фрончĕн йышĕнче Каменец-Подольск хули патне çывхартăмăр. Кунта та лăпкă пулмарĕ - ăнсăртран мина килсе кĕрслетрĕ, ванчăкĕсем сылтăм хулпуççие аркатрĕç, пĕри ÿпке варринех кĕрсе ларчĕ..."
Паян куна хăйĕн ÿпкинче йăтса çÿрет çав тимĕр татăкне вăл. Ренгтен ÿкерчĕкне туртса кăларса кăтартрĕ Варсонофий Андреевич.
Госпитальтен сипленсе тухсан каллех хаяр çапăçусем. Çĕнтерÿ кунне Чехословаки территорийĕнче кĕтсе илет Варсонофий.
Çак саманта аса илер. Хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче чăваш каччи ДП пулеметăн иккĕмĕш номерĕ. Пĕрремĕш номер - вырăс каччи, тăшман снарячĕн ванчăкĕпе вилмеллех аманать, Варсонофий ун вырăнне йышăнать. Наступление ыткăнсан пулемета пăрахмасть, меллĕ вырăн йышăнса фашистсене çак хĕç пăшалпа çунтарма тытăнать. Çак паттăрлăха командир асăрхать, çамрăк боеца награда пама тăратать. Чылай çулсем иртсен, 1954 çулта 3 степеньлĕ "Мухтав" орденĕ Варсонофие шыраса тупать те унăн кăкри çинче ялкăшма пуçлать.
1947 çулхи февральте яла таврăнать вăрçăра пиçнĕ салтак. Тĕрлĕ ĕç колхозра. 1963-1967 çулсенче колхоз председателĕ. Тăватă ял - Уçăпкасси, Тури Панкли, Анатри Панкли тата Хурăнкасси пĕр колхоза пĕрлешсен - ертÿçĕ çумĕ. 9 çул ферма заведующийĕ. Унтан бригадăри тĕрлĕ рабочи, лаша пăхакан, ферма заведующийĕ тата ытти ĕç.
Çак статьяна çырнă вăхăтра Илле Яковлев пенсионер килсе кĕчĕ музее. В. Андреев çинчен çырнине асăрхарĕ та çакна аса илчĕ: "Варсонофий Андреев агитатор ĕçне те сахал мар туса пычĕ. Эпир çурлапа тырă вырнă чух уя транзисторлă радиоприемник илсе тухатчĕ те ĕçлекенсене çĕршыв пурнăçĕ çинчен, тĕнчери лару-тăру çинчен итлеттерсе ăнлантаратчĕ. Час-часах хаçат-журнал, кĕнекесем илсе тухса вуласа паратчĕ. Мĕн чухлĕ ăш кăмăллă калаçуччĕ унăн уйра ĕçлекенсемпе!"
Варсонофий Андреевичăн ырă кăмăлĕ, çынлăхĕ çинчен унпа пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсемпе арçынсем каласа панине час-часах илтетĕн пирĕн Панкли таврашĕнче.
Икĕ маттур ывăл ÿстерчĕç мăшăрĕпе. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлни чылай вăхăт ĕнтĕ, анчах урăх никампа та пĕрлешме шутламарĕ. Халĕ мăнукĕсене пăхать, вĕсем пурришĕн савăнать. Кил-картинчи выльăх-чĕрлĕхе пăхать.
Çапла пулчĕ хисеплĕ ветеранăн мухтава тивĕçлĕ пурнăç çулĕ. Татах нумай пурăнма ырă сывлăх сунас килет ăна.