09 января 2004 г.
Çĕр чăмăрĕ çинче йывăçсем тĕрлĕрен, пин-пин ытла шутланаççĕ. Чăваш Республикинче вара вĕсем 600 ытла. Нумай йывăçсен ĕмĕрĕ вăрăм. Хăшĕ-пĕри, сăмахран, секвоя (тăван çĕршывĕ – Америка) 6 пин çула çити ÿсме пултарать. Пирĕн республикăра 500-600 çул ытла ÿсекен юман, 300 çул ытла ÿсекен хыр, 100-150 çул ÿсекен хурăнсемпе хурамасем тĕл пулаççĕ.
Хăйсен ĕмĕрĕнче йывăçсем ерекен тĕрлĕ чир-чĕрпе (бактериллĕ, вируслă), ермен чир-чĕрпе (аманни, сиенленни, шыв е сывлăш çитменнипе пăчăланни) е хутăш чир-чĕрпе (хурт-кăпшанкăсемпе, тĕрлĕ инфекци тивнипе) чирлеме пултараççĕ.
Йывăçсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкă нумай сиен кÿрет. Вĕсенчен пĕрисем - ĕмекен кăпшанкăсем (щитовка, пыйтă, медяница, сăвăс), вĕсем çулçăпа лăсăри туратсемпе йывăç тунин сĕткенне ĕмсе пĕтереççĕ. Пурçăн хурчĕн гусеницисем, листовертка тата ыттисем çулçăпа лăсса кăшлаççĕ. Тепĕр йышшисем вара (панулми плодожорки, йĕкел вăрăмсăмси) йывăçсен çимĕçĕсене çисе яраççĕ.
Чирлĕ йывăç хăрать. Енчен те ăна вăхăтра пулăшу парсан, вăл сывалма пултарать.
Шел, этем хăйне хупăрласа тăракан ешĕл тусне пур чухне те пулăшмасть-ха. Уйрăмах çакна çынсем йышлă канакан вырăнта пулнă хыççăн асăрхама пулать.
Йывăçсем пире иртни çинчен те нумай каласа пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсем ĕлĕк-авал çут çанталăк, тавралăх мĕнлерех пулни çинчен пĕлме пулăшаççĕ. Ун чухне метеорологи станцийĕсем те, çанталăка сăнаса тăракансем те пулман-ха.
Пирĕн республика условийĕсенче йывăçсем çуркуннепе çулла кăна ÿсеççĕ, хĕле хирĕç вĕсем çулçăпа лăсă тăкса «çывăрса каяççĕ». Çуркунне тăпрара нÿрĕк нумай, хĕвел ăшăтма тытăннă чух йывăçсем хăвăрт ÿсеççĕ. Вĕсен тунинче ку вăхăтра çÿхе хупăллă шултра клеткăсем пулаççĕ. Çу вĕçнелле, çĕрте нÿрĕк чакнă май, хĕвел хĕртме пăрахсан, йывăçсем вăрах ÿсме пуçлаççĕ. Ку вăхăтра вуллинче вĕтĕ, типĕ, хытă клеткăллă сий пухăнать. Çулсерен йывăçсем çавăн пек ÿссе пыраççĕ: çу пуçламăшĕнче хăвăрт, ун вĕçĕнче - вăрах. Кашни çулах йывăç вуллинче малтан кăшт çутăрах, тачка та çемçе, каярахпа тĕксĕм те çинçе, хытă сий пулса юлать.
Енчен те йывăçа касса пăрахас пулсан ун вуллинчи йĕрсене шутласа вăл миçе çултине пĕлме пултаратăр. Тропик условийĕсенче, пачах хĕл пулман вырăнсенче, йывăçсем çулталăк тăршшĕпех ÿсеççĕ. Вĕсен вуллинче вара çаврака йĕрсем пухăнса пымаççĕ. Пирĕн республикăра ÿсекен йывăçсен пурин те çаврака йĕрсем пур. Вĕсене тин каснă йывăç тункати çинче лайăх курма пулать.
Ăшă, нÿрĕк çитмесен, йывăç япăх аталанать. Çу ăшă тата çумăрлă çулсенче йывăç аван ÿсет, ун вуллинче шултра йывăç сийĕ пухăнать, вăл начар çулсенче ÿснĕ сийрен уйрăлса тăрать. Специалистсем каснă йывăçа пăхса, ун "биографине", вăл миçе çул ÿснине, çав вăхăтра мĕнле çанталăк тăнине пĕлме пултараççĕ.
Америкăра ÿсекен Калифорни секвойин тункатинче, тĕслĕхрен, пурăнмалли çурт е темиçе автомашина вырнаçмалăх гараж тума пулать.
Ватă секвойяна касса, пин е ытларах çул каялла çанталăк мĕнле пулнине пĕлтерейретпĕр.
Ученăйсем каснă секвоя тункатине тинкерсе, йывăç сийĕ кашни 11 çулта ÿссе пынине палăртнă. Танлаштарса пăхнă хыççăн çакă паллă пулнă, кашни 11 çулта хĕвелĕн активлăхĕ ÿсет. Çак икĕ тапхăр пĕр пек пулни (хĕвел активлăхĕпе йывăç сийĕ ÿсни) ученăйсене нÿрĕк мĕн чухлĕ ÿкесси, температура мĕнле пуласси хĕвелтен нумай килнине çирĕплетме май панă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"