Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи шкул - ялти вĕрентÿпе культура центр.

09 января 2004 г.

 

Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсен пуçламăшĕ предприятисем умне те, уйрăм çынсем умне те пысăк тĕрĕслев кăларса тăратрĕ. Обществăри пăтрашăнусем, талонсемпе таварсем илни, ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерменни никама та лăпкă усрамарĕ.Нумай йывăрлăхсем пулчĕç çав çулсенче.

Анчах та ĕçлеме ÿркенменни, çирĕп кăмăллă пулни, малашлăха пăхса тăрăшни çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех.

Ытти çĕрти пекех пирĕн республикăра та влаç тытăмĕнче улшăнусем пулса иртрĕç. Республикăра Президент институтне туса хунăранпа вунă çул çитрĕ. Паянхи пурнăçа вунă çул каяллахипе ниепле те танлаштараймастăн. Нумай улшăнусем пулса иртрĕç унтанпа. Çав шутрах сывлăха сыхлас, вĕрентÿпе культура ĕçĕнче, ялсен социаллă аталанăвĕнче те.

Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова нумаях пулмасть Юнкăри вĕрентÿпе культура комплексĕн директорĕпе В.Г. Федоровпа тĕл пулнă, хальхи вăхăтри вĕрентÿ ĕçĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма ыйтнă.

- Владимир Геннадьевич, эсир паян çĕнĕ вĕрентÿпе культура комплексĕнче ĕçлетĕр. Малтанхи шкултан çĕнĕ шкул хута ярасси мĕнрен пуçланчĕ;

- Çак ыйту çине хуравлас тесен кăштах историе аса илмелле. Юнкă шкулне 1878 çулта уçнă, нумаях пулмасть унăн юбилейне - 125 çул çитнине паллă турăмăр. 1934 çулта - тулли мар шкул, 1962 çулта вăтам пĕлÿ паракан шкул туса хураççĕ. Тепĕр тăватă çултан ăна чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ, географĕ С.М. Михайлов (Янтуш) ятне параççĕ.

Малтанхи кивĕ шкул 5 çуртра вырнаçнăччĕ. Ку ачасемшĕн те педагогсемшĕн те питĕ кансĕрччĕ, вырăнтан вырăна уроксене чупса çÿремелле. Вăл анчах та мар, хăш-пĕр çурчĕсем çав тери кивелсе çитнĕччĕ, халь-халь ишĕлсе анас пек ларатчĕç. Паллах вăл шкулпа паянхине танлашатараймастăн ĕнтĕ.

- Çĕнĕ шкул тума тытăнасси ăçтан пуçланчĕ;

- Юлашки çулсенче районта вĕрентÿ ĕçне аталантарасси, унăн пурлăх базине пуянлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн пата та черет çитрĕ. Район администрацийĕ тата республика бюджечĕ укçа уйăрнипе Культура çурчĕ çумне çĕнĕ çурт лартса кĕске срокрах вĕрентÿпе культура комплексне туса пĕтертĕмĕр, ăна 2001 çулхи ноябрь уйăхĕнче хута ятăмăр. Савăнăçлă митинга ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров та хутшăнчĕ, шкула компьютерсем парнелерĕ. Сăмах май каласан, çак шкула кĕске срокра хута яма ĕнтĕ республика бюджетĕнчен 5,5 млн. тенкĕ хушма укçа та уйăрнăччĕ.

- Вĕрентÿпе культура комплексне хута яни сире мĕн пачĕ;

- 21-мĕш ĕмĕр - информатика ĕмĕрĕ. Халĕ вĕрентÿ содержанине  паянхи пурнăçпа майлаштарса пымалла, ачасене информатикăпа экономикăна вĕрентмелле, право пĕлĕвĕсене памалла. Çак тĕллевсене пурнăçлас тесен, вĕрентÿ ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлама çителĕклĕ условисем кирлĕ. Пирĕн вĕрентÿпе культура комплексĕнче хальхи вăхăтра  учительсене ĕçлеме те, ачасене тарăн пĕлÿ илме те условисем çителĕклĕ. Кабинетсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерессипе те тимлетпĕр. Çĕр участокĕнче ĕçлесе илнĕ укçапа çав тĕллевпе усă куратпăр.

Пирĕн комплекс шутне шкул, Культура çурчĕ, библиотека, ясли-сад кĕреççĕ. Ялти тата шкулти библиотекăсене пĕрлештерни кĕнеке фондне пуянлатма пай пачĕ. Кунтах вулав залĕ те пур. Компьютерсемпе ĕçлесе ачасемнумай çĕнĕ информаци илме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра библиотекăра 24000 экземпляр кĕнеке.

- Ачасене хушма вĕрентÿ парассине мĕнле йĕркелетĕр;

- Вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен ăс-тăнне, тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарас, çитĕнекен çамрăк ăрăва ĕçе хăнăхтарса пурнăç çулĕ çине кăларас енĕпе те нумай тимлетпĕр. Ку тĕлĕшпе те вĕрентÿпе культура комплексĕнче условисем пур, тĕрлĕ кружоксемпе секцисем пĕтĕмпе 25 ĕçлеççĕ, хореографи залĕ те пур. Хушма вĕрентÿ парассипе районти çамрăк техниксен станцийĕпе* ачасен пултарулăх çурчĕпе тата искусствăсен шкулĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Ачасем тĕрлĕ кружоксенче çĕлеме, улăм пĕрчинчен тĕрлĕ япаласем тума, çыхма, йывăçран эрешлесе касса тĕрлĕ изделисем хатĕрлеме, ташлама-юрлама, музыка инструменчĕсем çинче выляма, авиаоракета моделĕсене ăсталама т. ыт. те вĕренеççĕ. Кружоксене хăйсен ĕçне чунтан парăннă, опытлă педагогсем ертсе пыраççĕ.

Нумаях пулмасть пирĕн шкулта чăваш телевиденийĕ "Шевле" передача ÿкерчĕ, вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене кăтартса тĕрлĕ енлĕ  пултарулăхне палăртма пултарчĕç. Çавăн пекех пирĕн шкулта 2000 çултанпа искусство шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Унта çÿрекен ачасем "Заветный час" программăна та хутшăнчĕç.

Хальхи вăхăтра физкультура урокĕсене актовăй залра, урамра та ирттеретпĕр. Анчах та йĕпе-сапа вăхăтĕнче физкультура урокĕсене ирттерме вырăн сахалтарах. Спорт залĕ кирлĕ. Путвалта çамрăксемпе тренажер залĕ уçма хатĕрленетпĕр. Унра электричество кĕртмелле тата сăрламалла.

- Хальхи вăхăтра вĕрентÿ системинче ялти шкулсен тытăмне улăштарас ĕç пырать. Ку тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр;

- Шкулсен тытăмне улăштарасси те паянхи пунăç ыйтнипех çыхăннă. Пĕр харăсах пур шкулта та (уйрăмах пĕчĕк комплектлисенче) ачасене тарăн пĕлÿ илме кирлĕ условисем туса пама йывăр 2001 çултан пуçласа Кăпасри тĕп шкулти  60 яхăн ача Юнкă шкулне çÿреме пуçларĕ. Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче пире шкул автобусне уйăрса пачĕç. Вăл 4 ялти ачасене турттарать. Малтан В.П. Пигачев водительте тăрăшрĕ, халĕ Н.Л. Москалев ĕçлет, иккĕшĕ те пултаруллăскерсем. Ытти ялсене çÿреме автобус валли çулсем пур. Трасса çинче Юнкăна кĕмелли çул япăх, çитес вăхăтра ăна юсаса çĕнетессе шанатпăр. Кашни ял пуçĕнчех автобуссене çаврăнма ятарлă лаптăксем пур.

- Вĕрентÿ ĕçĕнче хальхи вăхăтра мĕне тĕпе хуратăр;

- Çакна та каласа хăварас килет. Хальхи вăхăтра пирĕн шкулта  253 ача вĕренет. Вĕрентÿпе культура комплексĕнче 19 компьютер, 3 принтер, модем, сканер пур. Столовăйĕнче пĕр харăсах 100 ача апатланма пултарать. Вĕренекенсене иккĕмĕш  çул апат тÿлевсĕр çитеретпĕр. 32 педагогран 28-шĕн категорисем пур, вĕсем пурте пысăк опытлăскерсем.

Вĕрентÿ ĕçне аталантарма, ачасене тарăн пĕлÿ пама тĕрлĕ программăсене хутшăнатпăр. Ялти шкул тытăмне улăштарас ыйтупа нумаях пулмасть Мускавра Раççейри конференцире те пултăм. Вĕрентÿ ĕçĕнче профиллĕ вĕрентÿ çине куçассине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку тĕлĕшпе 4 çул-йĕре тытса пыратпăр: физикăпа математика, гуманитари, биологи тата техникăна вĕрентессине. Çакна тĕрĕс çул тесе шутлатпăр. Хальхи вăхăтра шкул пĕтерекенсене тракторист тата çĕвĕç профессийĕсене илни çинчен документсем паратпăр.

- Вĕрентÿпе культура комплексĕ ялти культура центрĕ ĕнтĕ.

- Çапла. Малтанхи вăхăтра Культура çурчĕ пушă ларнă пулсан, халĕ унта кăнтăрла ачасем, каçхине çамрăксем тĕрлĕ кружоксене çÿреççĕ, усăллă канаççĕ. Çамрăксем анчах мар, аслăрах çулхисем те унта хаваспах çÿреççĕ. Библиотека та, вулав залĕ те вĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелени, концертсем кăтартни те çынсене клуба йыхăрать.

Пĕтĕмлетсе каласан, вĕрентÿпе культура комплексĕ хальхи вăхăтра хăйĕн пĕлтерĕшне чăннипех пурнăçласа, тÿрре кăларса пырать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика