Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи центрсем пулĕç

05 января 2004 г.

 

Пĕлтĕрхи раштавăн 27-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ  "Чăваш Республикинчи граждансемпе юридицисăпачĕсен ыйтăвĕсене "пĕр чÿрече" принциппа тытса паракан тытăма ĕçе кĕртесси çинчен" Указ кăларчĕ. Кăрлач вĕçĕнче асăннă Указа пурнăçа кĕртмелли мерăсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ятарлă постановленийĕ тухрĕ.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ программăн тĕп тĕллевĕ - юридици сăпачĕсен фирмăсемпе пĕчĕк предприятисен тата уйрăм çынсен харпăрлăха (вăл шутра - çĕр лаптăкĕсене  те) регистраци е приватизаци тăвас ĕçе хăвăртлатасси тата çăмăллатасси. Вăрттăнлăх мар: тепĕр чухне регистраци палатипе, Кадастр палатипе, техника инвентаризацийĕн бюровĕпе тата ытти учрежденисемпе çыхăннă процедура сахалран та 5-6 уйăхах тăсăлать. Паллă ĕнтĕ, ăна ансатлама районсемпе хуласенче "пĕр чÿрече" принциппа йĕркеленĕ пĕрлехи центрсем çеç пулăшма пултараççĕ.

Çак тĕллевпе Ведомствăсен хушшинчи комисси членĕсем (комиссие Чăваш Республикин юстици министрĕ В. Петров ертсе пырать) кăçал питĕ тĕплĕ, çине тăрса ĕçлерĕç. Халăх ырлăхĕшĕн тунă пархатарлă пуçарăва кĕртмеллех.

Нумаях пулмасть ЧР Юстици министерствинче çÿлерех асăннă комиссинчеретлĕларăвĕпулчĕ.УнтаВалерийПавлович пухăннисене ку таранччен тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ: Çĕмĕрле хулинче пĕрлехи центр ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Хальхи пысăк задача - республикăри ытти районсенче хута ямалли пĕрлехи центрсен графикне хатĕрлесе çитересси. Шупашкарпа Канаш хулисенче ку ĕç уйрăмах ăнăçлă пырать.  Черетре - Муркашпа Сĕнтĕрвăрри районĕсем. "Пĕр Чÿречепе" ĕçлекен организацисемпе учрежденисен ĕç-пулăмне, Указпа постановленире палăртнипе килĕшÿллĕн, малалла вăйлатмалла. Шел те, хăш-пĕр йывăрлăхсем, татса паман ыйтусем тĕл пулаççĕ-ха. Чылай чухне çакă муниципалитет ертÿçисенчен килет. Пурин те пĕр чĕлхе тупмалла яваплă тапхăрта. Кун пирки ларура уçăмлă, çивĕч калаçу пычĕ, сĕнÿсем те чылай пулчĕç.

Графика комисси членĕсен çитес эрне валли хатĕрлесе Правительство ертÿçи патне çитермелле. Тĕплĕ тишкерÿ хыççăн пирĕн вулакансем Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ постановленийĕпе тата çирĕплетнĕ графикпа паллашĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика