Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полигон ыйтăвĕ чăннипех те çивĕч

11 ноября 2009 г.

image #1123Çын пурăнакан вырăнта, производство предприятийĕсенче йăлари хытă каяшсем пухăнаççех. Ăна муниципалитет территорийĕнчен турттарса тухас, упрас ĕçе йĕркелеме вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хушнă. Çакна вĕсем республикăра экологи хăрушсăрлăхне ÿстермелли тĕллевлĕ программăпа пурнăçлаççĕ. Шел те, хальлĕхе вăл тивĕçлĕ шайра мар.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессине вырăнти влаç çине “тиени” ĕç-пуçа пушшех кăткăслатрĕ. Ăна пурнăçлама муниципалитетсен вăй-хал çителĕксĕр. Çÿп-çапа пĕр çĕре пухса тирпейлемелли полигон тăвасси питĕ хаклă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ полигон тăвас ыйту тахçанах çивĕчленнĕ. Бюджет тĕлĕшпе чухăнах мар икĕ хула çакна татса парассипе чылайранпа тăрмашать пулин те вăл хăвăртах татăласшăн мар. Вырăнне суйласа илнĕ ĕнтĕ, анчах инвестор тупаймаççĕ.

Каяшсене пухса тирпейлесси Муркашсене те канăç памасть. Районта çÿп-çап упрамалли вырăн пур темелле: Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шоккăн ялĕ çывăхĕнчи тарăн варта йĕркеленĕскер, полигон мар пулин те, паян кун та йышăнать. Анчах та ăна, тулса ларнăскере, хупма тахçанах вăхăт çитнĕ. Çÿп-çапа тепĕр çĕрте пуçтарма районта вырăн тупайманни чăрмав кÿрет.

- Кÿршĕсенчен пулăшу ыйтрăмăр. Хăйсен те лару-тăру ку енĕпе çăмăл маррине пула пулăшаймарĕç, - тет Муркаш район пуçлăхĕ Юрий Иванов.

Нуша кулач çитернĕ теççĕ. Çĕршыври экономика кризисне пăхмасăрах Муркашсен çирĕп шухăш тĕвĕленет: йăлари каяшсене пухса упрамалли çĕнĕ полигон тумаллах.

Ĕçе кÿлĕнеççĕ, проект хатĕрлеççĕ. Шел, пирвайхи ăнăçсăр: хатĕрлесе çитернĕскерех пăрахăçлама тивет. Нормативсен виçи улшăннăран çÿп-çап упрамалли полигона халăх пурăнакан вырăнтан пĕр çухрăм таран çывăха вырнаçтарма юрамасть-мĕн.

Çĕнĕ проект... Каллех чăрмав: полигона ăçта тумалла? Муркаш тăрăхĕ ялсен йышĕпе республикăра чи пысăкки. Пулас полигон экономика тĕлĕшĕпе, санитарипе эпидемиологи нормативĕсемпе района тивĕçтертĕр, пур çĕртен те кунта çÿп-çап турттарма меллĕ пултăр тесе тăрăшмалла.

Тĕпченĕ-тишкернĕ хыççăн çакнашкал вырăн тупаççех: вăл Ивановка ял таврашĕ. Виçĕ енчен вăрман картлать. Халăх пурăнакан вырăнтан çухрăм çурăра.

Авăн уйăхĕнче строительство пуçланнă. Тăватă вашмăкран тăракан полигонăн пирвайхине чавса çитернĕ. Унта монтаж ĕçĕсем пыраççĕ. Çак кунсенче Муркаш районĕнчи строительствăна ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Дринев çитсе курчĕ, ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ.

Строительство площадкинчи ĕçсене “Чăвашавтоçул” акционерсен уçă обществи пурнăçлать. Унăн представителĕ Виктор Разумов каланă тăрăх, полигон тăвасси предприятишĕн çĕнĕ ĕç. Кунта усă куракан технологи Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх. Апла пулин те ĕç ăнăçлă аталанать.

Çĕнĕ полигон 12 гектар йышăнĕ. 100 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Пĕрремĕш котлована /3 гектар/ раштав уйăхĕнче хута ярасшăн. Унăн тĕпне тăмпа хытарнă. Самар хулинчен илсе килнĕ каучукпа пысăк молекулярлă энтеропластик полимерсен хутăшĕсенчен хатĕрленĕ 2 миллиметр хулăнăш пленкăна çыпăçтарса сарма тытăннă. Пленка çÿхе пулин те çав тери çирĕп. Каяша çĕре сăрхăнма памĕ. Дренаж тытăмĕ шанчăклă. Унта пухăнакан шĕвеке насуспа уçласа çÿп-çап çинех сапĕç. Полигон санитарипе эпидемиологи тата экологи ыйтăвĕсене тивĕçтерĕ. Унпа 30 çул усă курĕç.

Вашмăксене черетпе тултарса пырĕç. Çакнашкал технологипе пурнăçлĕç: çÿхе пленка çине 50 сантиметр хулăнăш тăм сарса хытарĕç, ун çине 2 метр çÿллĕш çÿп-çап купалĕç, çиелтен каллех тăм хурĕç. Çак йĕркепе черетленсе пырса полигонăн хулăнăшĕ 30 çултан 12 метра çитмелле. Тулса çитсен тăпрапа лайăх хуплĕç, курăк акĕç.

Çĕнĕ объект тăвас ĕçре федераци тата вырăнти бюджет укçипе усă курĕç. Паллах, республика та айккинче юлмĕ, кредитпа пулăшĕ.

Полигон район варринче вырнаçнăран унта пур ялтан та каяшсене турттарма меллĕ. Çĕнĕ техника туяннă: икĕ КамАЗ тата экскаватор. Çÿп-çапа харпăр хăй территорийĕнчен турттарса тухас тĕллевпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕпе килĕшÿ хатĕрлеме тытăннă.

Муркашсен пуçарăвĕпе тата ĕçĕпе Сергей Дринев министр кăмăллă. Ун шучĕпе, йăлари каяшсене пухса упрас нуша кашни район пуçлăхĕ умне питех те çивĕччĕн тухса тăма пултарать. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен йăлари хытă каяшсене ирĕк панă вырăна тăкма чараççĕ. Ăна валли ятарлă полигон кирлĕ. Итлеменнисене штрафлĕç. Çавăнпа Муркашсен опычĕпе васкавлăн усă курмалла.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика