Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмлисене каçару çук

15 декабря 2003 г.

Декабрь уйăхне кĕтĕмĕр. Хĕл кунĕсем кунран-кун çирĕпленсе, вăй илсе пыраççĕ. Çавна май хваттерсенче те ăшă, хăтлă пулни çынсен кăмăлне тивĕçтерет. Пурте йĕркеллĕ пулсан чуна та лайăх. Хваттерсенче пурăнакансене тĕрлĕ пулăшусемпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх служби тивĕçтерет, юсав ĕçĕсем ирттерет т. ыт. те. Çулталăк вĕçленнĕ май пур çĕрте те кăçалхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ, умри задачăсене палăртаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх службинче ĕçлекенсем мĕнле вĕçлеççĕ 2003 çула, мĕн пăшăрхантарать вĕсене паян; Çакăн çинчен каласа пама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçинчен Н.В. Любимовран. - Николай Валентинович, пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи çула мĕнле вĕçлетĕр; - Пĕлетĕр ĕнтĕ, пирĕн тĕп тивĕç çынсене ăшăпа, шывпа тивĕçтересси, юсав ĕçĕсем ирттересси, сасартăк сиксе тухакан пăтăрмахсене пĕтересси. Район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн балансĕ çинче 1300 ытла хваттер шутланать. Вĕсене тытса тăма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Кăçал, сăмахран, 1841 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Унсăр пуçне, вак-тĕвек юсав ĕçĕсем ирттерме кăна 750 пин тенкĕ тăкакланă. Пурнăç урапи ялан пĕр йĕрпе кусмасть. Пĕр çĕрте çуртăн çивиттийĕ шăтса каять, е ăна вăйлă çил сÿсе илет, тепĕр çуртра хутса ăшăтмалли система пăрăхĕсене улăштармалла т. ыт. те. Çавна шута илсе ĕнтĕ техобслуживани ĕçне пурнăçлама ятарласа аварисене пĕтерекен бригада йĕркеленĕ. Вăл та кăçал 351 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсем тунă. Çавăн пекех кăçал нумай хваттерлĕ икĕ çуртăн лаптак çивиттине улăштарса шифер витнĕ. Çак ĕçе тепĕр çул та малалла тăсасшăн, 1-2 çуртăн çивиттине тĕпрен улăштармалла. Кунта эпĕ çакна та палăртасшăн, кăçал татах та ытларах ĕçсем пурнăçлама майсем пулнă, çакна валли условисем çителĕклĕ. Анчах та, хваттерсенче пурăнакансенчен хăш-пĕрисем тĕрлĕ пулăшусемшĕн укçана вăхăтра тÿлеменни ура хурать. - Ун пек çынсем нумай-и вара; - Пур çав, сахал мар. Вĕсен чунри лăпкăлăхĕ пире çав тери тĕлĕнтерет. Мĕн шутласа пурăнаççĕ вĕсем ыранхи кун пирки; Сакунĕсем те хытсах, çирĕпленсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра тÿлевсĕр нимĕн те çук. Кăçал пĕтĕмпе ăшăпа, шывпа, канализаци пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн хваттерсенче пурăнакансем 7133 пин тенкĕ тÿленĕ пулсан, 467 пин тенкĕ тÿлесе çитереймен. Пысăк парăмлисене те сахал мар вĕсен хушшинче. - Çапла, ку сирĕн ĕçе чылай йывăрлатать. Вĕсем пирки конкретлăрах калăр-ха; - Пĕрисем тĕрлĕ пулăшусемшĕн укçана вăхăтра, кашни уйăхра пырса тÿлеççĕ. Теприсем вара нимĕн те шутламаççĕ, хăйсене ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче пурăннă пекех шутлаççĕ пулас. Чылай вăхăт тÿлеменнисене паян ятранах асăнса хăваратăп. Урăхла май çук. Акă, Москакассинчи Молодежная урамри 3-мĕш çуртри 1-мĕш хваттерте пурăнакан В.А. Васильев 25 уйăх тÿлемен пирки парăмĕ 18431 тенке çитнĕ. Çак ялтах Зеленая урамри 3-мĕш çуртри 17-мĕш хваттерте пурăнакан В.К. Евимовăн та парăмĕ 17516 тенкĕ (28 уйăх тÿлемен). Çак çуртрах 12-мĕш хваттерте пурăнакан Е.М. Алексеева 15 уйăх тÿлеменнине пула парăма 16108 тенкĕне çитернĕ. Çак çуртрах 4-мĕш хваттерте пурăнакан Р.М. Яковлеван та 26 уйăхри парăмĕ - 16031 тенкĕ. Зеленая урамрах 2-мĕш çуртри 8-мĕш хваттерти Е.М. Шатрова та 26 уйăх тÿлемен, унăн та парăмĕ - 17707 тенкĕ. Мăн Сĕнтĕрти Заводская урамри 22-мĕш çуртри 13-мĕш хваттерти Н. Никитинан парăмĕ татах та пысăкрах, 29 уйăхшăн - 23341 тенкĕ. Çак çуртрах 19-мĕш хваттерте пурăнакан А.А. Миронов та 24 уйăх тÿлемесĕр пурăннă, унăн парăмĕ - 15114 тенкĕ. Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 34-мĕш çуртри 36-мĕш хваттерти В.А. Трофимов та вăхăтра тÿлемен пирки парăмне 12043 тенке çитернĕ. Çак урамрах 1-мĕш çуртри 2-мĕш хваттерте пурăнакан Т.И. Кудрашован та парăмĕ 11683 пин тенкĕ (15 уйăх тÿлемен). Советская урамри 13-мĕш çуртри 24-мĕш хваттерте пурăнакан Г.В. Колесникован та 15 уйăхшăн 10392 тенкĕ тÿлемелле. Тренккăри 3-мĕш çуртри 9-мĕш хваттерти Н.В. Ивановăн та 17 уйăхри парăмĕ 10029 тенкĕне çитнĕ. Муркашра та нумай вăхăт тÿлеменнисем сахал мар. Ленин урамĕнчи 38-мĕш çуртри 19-мĕш хваттерти Г.П. Гордееван 28 уйăхри парăмĕ - 15527 тенкĕ. Октябре 50 çул урамри 10-мĕш çуртри 17-мĕш хваттерти Р.И. Фролован 18 уйăх тÿлемен пирки парăм 12652 тенке çитнĕ. Çак урамрах 42-мĕш çуртри 3-мĕш хваттерте пурăнакан А. Федькинăн та 22 уйăхшăн 12435 тенкĕ тÿлемелле. Парковăй урамри çĕнĕ çуртри В.И. Систейкинăн та парăмĕ 11496 тенке çитнĕ, вăл 18 уйăх тÿлемесĕр пурăннă. Октябре 50 çул урамри 12-мĕш çуртри 2-мĕш хваттерти Н.Г. Зуеван та парăмĕ - 9151 тенкĕ. Çак урамри 28-мĕш çуртри 7-мĕш хваттерти В.Н. Афанасьеван 11 уйăхри парăмĕ 7178 тенкĕне çитнĕ. Ярославкăри Центральная урамри 1-мĕш çуртри 17-мĕш хваттерти З.Н. Николаева та 28 уйăх пачах тÿлемен, унăн та парăмĕ - 16139 тенкĕ чухлĕ. Çак çуртрах 25-мĕш хваттерте пурăнакан Е.Н. Кудряшовăн 16 уйăхшăн 12897 тенкĕ тÿлемелле* 2-мĕш çуртри 3-иĕш хваттерти Ю. Запольский те 18 уйăх тÿлемен, парăмĕ - 10555 тенкĕ. Ку списока татах тăсма пулать. Унран пĕчĕкрех парăмлисем те чылаййăн. - Вĕсем пирки мĕнле мерăсем йышăнма шутлатăр; - Вĕрене тем чуль явсан та вĕçĕ пулатех. Кун пек тăршшĕпех пулса пыраймасть. Çавăнпа та эпир тивĕçлĕ мерăсем йышăнса парăмсене пĕтерессишĕн тимлетпĕр. Парăмĕ пысăк çынсенчен çав укçана судпа шыраса илме 6 çемье валли документсем хатĕрлерĕмĕр. Вĕсем çакна пĕлнĕ хыççăн парăма тÿленĕ пирки çав ĕçсене суда çитермерĕмĕр. Кăçалхи майăн 6-мĕшĕнче "РФ пурăнмалли çурт-йĕрĕн федераллă политикин никĕсĕсем çинчен" федераллă саккуна тата законодательствăн ытти акчĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли системăна лайăхлатма улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен" 52-Ф3 № федераллă саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, енчен те хваттерте пурăнакансем хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн 6 уйăх таран тÿлемеççĕ пулсан, вĕсене хваттертен кăларса ямалла. Пысăк парăмлисене пурне те çакăн пек шăпа кĕтет. Вĕсене ирĕксĕрех хваттерсенчен кăларса общежити типлă пÿлĕмсене вырнаçтармалла пулать. Кун пек тĕслĕх Муркашри пулчĕ ĕнтĕ. Нумай вăхăт тÿлеменшĕн тата хваттерне япăхтарса янăшăн П.П. Трехина хваттертен кăларса янă. Малашне тÿлеменнисен списокне кашни уйăхрах хаçатра пичетлетпĕр. Хальхи вăхăтра çурт лартма йывăр, укçи те питĕ нумай кирлĕ. Хваттершĕн парăма вара тăрăшсан тÿлесе татма пулатех. - Пурне те тăруках тÿлеме йывăр пулĕ. - Ăна ăнланатпăр, çавăнпа та субсиди нумай тÿлетпĕр. Кăçал декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1371 пин тенкĕ субсиди тÿленĕ, ветерансем, тĕрлĕ категорири специалистсем 1782 пин тенкĕлĕх çăмăллăхсемпе усă курнă. Субсиди илес тесен парăмсене татмалла, хыççăн кирлĕ документсене тăратмалла. Çемьере ниçта та ĕçлемен çын пур, вăл ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăмасть пулсан, вĕсене субсиди тÿлемеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика