15 декабря 2003 г.
Юнкăри "Пилеш" ача садĕнче чи пĕчĕккисене тĕрĕс воспитани парса шкула кайма хатĕрлессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех нумай мероприятисем, утренниксем ирттереççĕ.
Çак кунсенче унта Амăшĕсен кунне халалласа утренник ирттерчĕç. Кашни ушкăнри воспитательсем ачасене çак уява тĕплĕн хатĕрленĕ. Утренникра чи малтанах пухăннисене ача сачĕн заведующийĕ Е.О. Михайлова саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, телей сунчĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем тата аслă ушкăнри ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Кунти коллектив куракансене асамлă юмах тĕнчине çитсе курма пулăшрĕ. Е. Михайлова, Н. Орлова, Р. Моторкина хăйсен ролĕсене ăта вылярĕç. Л.И. Илугина музыка ертÿçи те ырă сăмаха тивĕçлĕ, вăл И.А. Ильина, Н.А. Салдакеева воспитательсемпе ачасене илемлĕ юрă-ташăсене нумай вĕрентнĕ.
Пирĕн ачасене тĕрĕс воспитани панăшăн вĕсене пурне те чĕререн тав тăватпăр. Эсир чăннипех пирĕн ачасен иккĕмĕш амăшĕсем. Малашне те сирĕн ĕçре яланах ăнăçусем, пурнăçра телей пултăр.