15 декабря 2003 г.
Хресчен çĕршыва тăрантарни пурнăç чăнлăхĕ, анчах мĕнле пурăнть-ха çĕр хуçи, унăн малалла аталанаслăхĕ пысăк-и; Çак ыйту влаç умĕнче тăнă, тăрать те.
Патшалăх юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене аталанма нумай майсем туса пани, укçа-тенкĕпе пулăшни çинчен эпĕ пĕрре мар каланă. Акă, çĕнĕ çултан патшалăх хресчене çĕнĕ пулăшу сĕнет: пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ. Çак çĕнĕ Федераллă Саккун ял хуçалăх продукцине туса илсе сутассипе ĕçлекен предприятисене малалла хăвăрт аталанма çул уçса парать. Çĕнĕлĕх çине тишкеререх пăхсан, çывăх малашлăхрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх кĕтĕвне, техника паркне, строительство ĕçĕсене çĕнетсе вăй илме майсем уçăлса пырасса уçăмлăнах курма пулать. Конкретлăрах илсен, çĕнĕ саккун хуçалăхсен тĕп пурлăхне çĕнетме, хуçалăх вăйĕпе çĕнĕ производство çурчĕсем тума тата пуррисене тĕпрен юсама, ĕç укçи ÿстерме, производствăна аталантарма, нумай вăхăтлăха крдит илме, продукци хакне НДС (хушма хак налукĕ) виçи чухлĕ йÿнетсе сутма т. ыт. те майсем туса парать. Ан ÿркен кăна. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнче 4 тĕрлĕ налук пĕтет е сахалланать: хушма хак çине хуракан налук (НДС) пĕтет* пурлăх налукĕ ял хуçалăхĕн пулман та* таса тупăш налукĕ урăхларах пулать, пĕрлехи социаллă налук вăтамран 60 процент пĕчĕкленет.
Çиелтен пăхсан, патшалăх НДС çеç пĕтерет. Çапла вара çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн продукцин сутас хакне эпир НДС виçи чухлĕ йÿнетейретпĕр. Ку май продукци туянакана хамăртан сивĕтмест. Чи кирли вара, ял хуçалăх продукцине туса илме туяннă таварăн хакĕ пĕтĕмпех налук базине кĕрет, пысăк виçе налук сумминчен тухса ÿкет.
Пурлăхран илекен налук ял хуçалăхĕнче ахаль те пулманччĕ-ха. Çĕнĕ саккунра вара тĕп пурлăх (основные средства) туянни, хуçалăх вăйĕпе строительство туни е капиталлă юсаса çĕнетни, пĕчĕк юсав ĕçĕсем пурнăçлани пĕтĕмпех тăкак шутне кĕреççĕ. Ку тăкаксем паянччен тĕп производство тăкакĕ çине амортизаци виçипе кăна пĕчĕккĕн кĕнĕччĕ. Çапла вара малашне хуçалăхра мĕн чухлĕ нумайрах строительство ĕçĕсем тăватпăр, тухника туянатпăр, çавăн чухлĕ налук сумми пĕчĕкленет. Кĕскен каласан, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çывăх çулсенчех тĕп пурлăха çĕнетсе, çĕнĕ техника туянса малалла аталанма майсем уçăлаççĕ.
Паян таса тупăш налукĕ ял хуçалăх продукцийĕ шутне кĕмен тавара сутнинчен тата вак-тăвек тупăшсенчен пуçтарăннă таса тупăш виçинчен килет, вăл пысăк сумма мар. 2002 çулта, тĕслĕхрен, çак налук виçи районĕпе 250 пин тенкĕ пулнă. Халĕ йышăннă саккунпа çулталăкра пухăннă пĕтĕм тупăшран пур тăкаксене те кăларнă хыççăн юлакан виçерен 6 процентне çеç налук тÿлемелле. Çак налука çур çул кăтартăвĕсемпе аванс шучĕпе, çулталăк иртсен пĕтĕмпех тÿлесе татмалла.
Çĕнĕ саккунпа пĕрлехи социаллă налук виçи вăтамран 60 процент чакать, Пенси фондне 20,6 процентран 10,3 процентне çеç тÿлемелле пулать, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ытти социаллă налуксене (медстрах, соцстрах) тÿлемелле мар. Социаллă налуксене тÿлеиенни кăна пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕçлекенсен ĕç укçине 15 процент таран хăпартма пулăшать: районти ял хуçалăхĕн 2002 çулхи ĕç укçипе пăхсан вăл 8 миллион тенкĕ пулать. Ял хуçалăх ĕçченĕсене пырса тивекен çак ырă улшăну район бюджечĕшĕн те меллĕ пулĕ, мĕншĕн тесен çав ĕç укçине ÿстернĕ май ĕçлекенсен тупăшĕнчен илекен налук район бюджетне 520 пин тенкĕ ытларах килĕ. (Шутлав: 8 млн. тенкĕрен ĕçлекенсен тупăшшăн налук тÿлемелли виçи (13 процент) 1040000 тенкĕ пулать. Унăн 50 проценчĕ (520 пин тенкĕ) района юлать). Район бюджетне ÿстерни хамăр халăхăн социаллă условийĕсене татах лайăхлатма пулăшĕ. Çакна та каламалла, çÿлерех асăннă налуксене пĕтерни е пĕчĕклетни район бюджетне пачах та чухăнлатмасть, мĕншĕн тесен вĕсем пурте федераллă налуксем.
Маларах каланинчен курăнать ĕнтĕ, район бюджетне ÿстерме ĕç укçине пысăклатмалла. Пĕрлехи ял хуçалăх налукĕнчен 30 проценчĕ район бюджетне килмелле, анчах та çитес 2-3 çул хушшинче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тăкаксене кура çĕнĕ Саккунпа килĕшÿллĕн пĕрлехи ял хуçалăх налукне тÿлемелле мар пулать. Çавăнпа та çак налук район бюджетне килеймест. Анчах куншăн хăрамалла мар. Ман шутпа ĕçлекенсен тупăшĕнчен тÿлемелли налук район бюджетне укçа ытларах хывма пулăшать. Пурнăç кăтартать, ял хуçалăхĕнче ĕç укçине ÿстермеллех, темиçе хут ÿстермелле. Çĕнĕ Саккун çавна валли çулсем уçать.
Çывăх çулсенче ял хуçалăхĕн пĕчĕк налук тÿлесе (çĕр налукĕ тата ытти вак налуксем) пĕтĕм финанс вăйне тĕп пурлăха (основные средства) тата ĕç укçине ÿстерме ирĕк пур. Çапла тума тăрăшмалла та. Çĕнĕ Саккун вăя кĕнĕ хыççăн малтанхи виçĕ çулта хуçалăхсен паянхи тĕп пурлăхăн (остаточная стоимость основных средств) 80-90 проценчĕ пĕтĕмпех тăкака кĕрсе ларать, унпа хуçалăхăн тупăшĕ хупланать е тăкак пысăкрах та пулать. Тăкак пысăкрах пулчĕ пулсан, ăна патшалăх тепĕр çул шута илсе тупăш тÿпинчен 30 процентран ытла мар кăларса парать. Çапла майпа налук сумми пĕчĕкленет е пачах та юлмасть.
Çĕнĕ Саккунпа тĕплĕ паллашнă хыççăн çапла калайратăп: çĕршывра ял экономикине вăйлатма, финанс енчен пуянлатма, ял ĕçченĕсен ĕç укçине хăпартма условисем шыраса тупрĕçех. Ÿркенмелле мар çеç, çиччĕ виçсе пăхса кашни тăкака шута илсе пырсан тата çĕнĕ Саккун условийĕсемпе тĕрĕс усă курсан, ял хуçалăхĕ çĕкленетех, аталанса-вăйланса ял ĕçченне савăнтаратех.
Çак Саккунпа ĕçлесси тата ун çине куçасси ирĕклĕ. Унпа ĕçлес пулсан бухгалтери ĕçченĕсен ĕç нумайланать. Вĕсен çĕннине нумай вĕренмелле пулать. Анчах çак çултан пăрăнсан, ĕç укçине ÿстерейместпĕр, производствăна аталантараймастпăр. 2006 çултан çак налук çине куçманнисен те ăна тÿлемелле пулать тата вăл çулсерен ÿссе пырĕ. Кирлĕ-и вăл пире;