02 декабря 2003 г.
Вăхăт сисĕнмесĕрех çав тери хăвăрт иртет. Унпа пĕрлех пурнăç та улшăнса пырать. Вунă çул каяллахипе паянхи пурнăçа ниепле те танлаштараймастăн. Район та çак тапхăрта нумай аталанчĕ, ырă еннелле улшăнусем сахал мар пулчĕç.
Çак кунсенче район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.И. Вязовпа тĕл пулнă, район аталанăвĕпе кăсăкланнă.
- Валерий Иванович, эсир хăвăрăн кулленхи ĕçре мĕне тĕпе хуратăр;
- ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă: "Енчен те çынсем хăйсен пурнăçĕпе кăмăллă, вĕсен çемйисем телейлĕ пулсан, вĕсем ĕçлекен предприятисем конкуренцие чăтса малалла аталанса пыраççĕ". Çак сăмахсем пире кулленхи ĕçре çул кăтартса пыраççĕ. Юлашки вунă çула илес пулсан, çак тапхăрта пирĕн районта сахал мар улшăнусем пулса иртрĕç. Çакна районта пурăнакансем лайăх курса-пĕлсе тăраççĕ. Районти çынсен тăрăшуллă ĕçĕ, патшалăх пулăшăвĕ пĕтĕмпех ялсене аталантарассипе, çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă.
- Мал ĕмĕтлĕ, йĕркеллĕ хуçа кунне пĕр пăта çапмасан лăпланаймасть. Пирĕн районта та строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ, ялсем аталанса, илемленсе пыраççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр;
- Тĕрĕсех калатăр. Пурăнакан çын малаллах пăхать. Анчах та аталану çулĕ çăмăл пулмарĕ. Илер-ха вунă çул каяллахи пурнăçа. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрне куçнă вăхăтра ĕç укçине, пенсисемпе пособисене те уйăхсерен илсе тăман. Çынсем çак нушаллă вăхăт хăçан иртсе каясса кĕтсе пурăннă. Паян вара ĕç укçи, пенсисемпе пособисем тĕлĕшпе ыйтусем çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, вăхăтра пулса пырать. Вăл анчах та мар, çынсем мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ, çурт-йĕр çавăраççĕ т. ыт. те. Кăçал 148 çурт урăхла каласан 16 пин ытла тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута кайнă.
Юлашки çулсенче ЧР Правительстви ялсен аталанăвĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна хамăрах ялсенчи пурнăç улшăнни çинче лайăх курса тăратпăр. Строительство ĕçĕсене илес пулсан, вĕсем пирĕн районта чарăнман. Газ кĕртни, çулсем туни, социаллă культура объекчĕсем хута кайни пурте район малашлăхпа пурăннине çирĕплетеççĕ. Кăçал 0,7 км çул тунă, 3,47 км юсаса çĕнетнĕ.
- Конкретлăрах каласан;
- Район "Ялсене 2010 çулччен аталантарасси" программăна активлă хутшăнать. Пурăнмалли çурт-йĕр ытти объектсем районта çулсеренех хута каяççĕ. Кăçал та тĕрлĕрен инвестици программисене хутшăнса сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Çав шутра 35,07 километр газ пăрăхĕсем хунă, 521 киле çут çанталăк газĕ çитнĕ, Муркашри Чапаев тата Парковая урамсене пурăнмалли çуртсем 800 тăваткал метра яхăн хута каймалла, халĕ унта ĕçсем пыраççĕ. Кăçал август уйăхĕнче Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕ хута кайрĕ, халĕ унта спорт залне тăваççĕ. Сăмах май каласан, районта кашни çулах пĕрер çĕнĕ шкул хута кайнă. Хальхи вăхăтра Йÿçкассинче ватă çынсен çуртне тата участок больницине тăвас ĕçсем пыраççĕ.
- Социаллă культура объекчĕсем те çĕнелсех пыраççĕ ĕнтĕ.
- Çапла. Вĕрентÿ, культура, сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем нумай программăсене хутшăнса аталанса пыраççĕ.
Сăмахран, хальхи вăхăтра сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем 14 программăна хутшăнаççĕ, çавна май хушма укçа 1 млн та 103 пин тенкĕ килнĕ. Вĕсем пурте халăх сывлăхне çирĕплетессипе, тĕрлĕ чирсенчен сыхлассипе çыхăннă. Пĕрлехи практика врачĕн офисĕсене Ярапайкассинче тата Нискассинче уçнă. Унта ятарласа вĕреннĕ пысăк квалификациллĕ врачсем ĕçлеççĕ.
Культура учрежденийĕсем те 5 программăна хутшăнса 446 пин тенкĕне тивĕçнĕ, пурлăх базине çирĕплетсе, аталанса пыраççĕ. Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче тĕслĕх библиотека уçма май килчĕ.
Район малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Çавăнпа та вĕрентÿ ĕçĕ çине район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Чи лайăх вĕренекен, пултаруллă ачасене район администрацийĕ 5 çул ятарлă стипенди парса хавхалантарать.
ЧР Президенчĕ тата республика правительстви пулăшнипе вĕрентÿпе культура комплексĕсене хута яни, шкулсен тытăмне улăштарни вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма нумай пулăшать. "Ялти вĕрентÿ центрĕ", "Ялти база шкулĕ", "Пуçламăш шкул - ача сачĕ", "Шкулсен ассоциацийĕ" программăсемпе усă курни вĕрентÿпе культура учрежденийĕсен ĕçпе лайăхлатма май параççĕ. Шкулсенче профиллĕ вĕрентÿ çине куçни вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетме ыйтать, ăна валли укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Нумай инвестици программисене хутшăнни федераци тата республика бюджечĕсенчен 7628 пин тенкĕ укçа илме май пачĕ, вăл çак тĕллевсене пурнăçлама пулăшать. Шкул автобусĕсем пурри те ял ачисемшĕн пысăк пулăшу. Хальхи вăхăтра районта шкул автобусĕсем 6. 13 шкулта кĕске вăхăтлăх садик ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Шкул çулне çитмен ачасен 64 проценчĕ садиксене çÿрет.
- Пирĕн район ял хуçалăх ĕçĕпе пурăнать. Районти хуçалăхсем те тĕллевлĕ программăсене хутшăнаççĕ пулĕ;
- Ял хуçалăхĕ районшăн тĕп отрасль шутланать. Малашлăха пăхакан хуçалăхсем паян та ура çинче çирĕп тăраççĕ. Патшалăх хуçалăхсене ăратлă выльăх ĕрчетнĕшĕн, элита вăрлăх хатĕрленĕшĕн, тăпра пулăхне ÿстернĕшĕн, минераллă удобренисем илнĕшĕн укçа-тенкĕ парса пулашать. Кăçал та района çак тĕллевсемпе 15 млн тенкĕ ытла килнĕ.
- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр;
- Паян ялти кашни çын пурнăç çĕнелсе улшăннине лайăх курса тăрать. Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма район строительство енĕпе 4 программăна хутшăнать. Çав программăсемпе района федераци тата республика бюджетĕнчен 14 млн тенкĕ килет. Патшалăх çурт-йĕр лартакансене те пулăшать. Кăçал 17 çын 5197 пин тенкĕ социаллă пурăнмалли çурт-йĕр валли субсиди илчĕç, 18 çын ипотека кредитне 2428 пин тенкĕ чухлĕ, 15 çамрăк çемье республика бюджетĕнчен çурт-йĕр лартма 2204 пин тенкĕ илнĕ. "Ялсене 2010 çулччен социаллă аталантарасси" проограммăпа 23 çын 3003 пин тенкĕ субсиди илнĕ.
Хальхи вăхăтра районти ялсен 75 проценчĕ газпа усă курать. Çитес çул çак ĕçе вĕçлемелле. Шыв колонкисемпе районти халăхăн 87 проценчĕ усă курать. Çитес çулсенче кашни ял патне асфальт сарнă çулсем туса çитермелле.
Татса паман ыйтусем те çук мар. Ялсене асфальт çулсем çитересси, шыв пăрăхĕсене юсаса çĕнетесси, çĕнĕ урамсене электричество çуттипе тивĕçтересси тата ытти ыйтусем те паян пирĕн умра çивĕч тăраççĕ. Çак ыйтусене татса парасси малашне те тĕрлĕ программăсене хутшăннинчен, район инвестици илĕртÿлĕхне ÿстернинчен, эпир пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пынинчен нумай килет.
Умра - суйлав. Декабрĕн 7-мĕшĕнче пирĕн РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалла. Эпир кама суйланинчен пирĕн малашнех пурнăç мĕнле пуласси нумай килет. Çавăнпа та кашнинех сасăлава каиччен тĕплĕн шутласа тĕрĕс йышăнусем тума ыйтатăп. Район çыннисем гражданла тивĕçе пурнăçласа суйлава активлă хутшăнасса шанса тăратăп.