03 декабря 2003 г.
Виçмине - СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Çак проблемăна тĕнчери пур çынсене те ăша хывтарас тĕллевпе, асăннă куна ООН Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвĕпе 1988 çултанпа çулленех ирттереççĕ. Кашни çулах çак кун массăллă информацин мĕн пур хатĕрĕсем çак чир пирки кашни çынна тепĕр хут аса илтереççĕ. Мĕншĕн тесен чир пирки пĕлсе тăракан кăна унран асăрханма тата сипленме пултарать вĕт. Кăçал, сăмахран, профилактика ĕçĕ "Пурăн, ыттисем те пурăнччăр" девизпа иртет. Мĕншĕн тесен ВИЧ-СПИДпа чирлисене час-часах хăйсен чирĕсене парăнтарма хăйсене пĕчченех пăрахса хăвараççĕ, чирленĕшĕн хăйсене кăна айăплаççĕ. Анчах та СПИДа хирĕç кĕрешесси обществошăн асăннă проблема çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илсен кăна ăша хывăнать.
Çак чир, "20 ĕмĕрти чума" тесе ят панăскер, паян пĕтĕм тĕнчешĕн çав тери хăрушă пулса тăчĕ. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче 1981 çулта 5 çамрăк гомосексуалист чирлесе вилнĕ хыççăн калаçма тытăннă ун пирки, СПИД тесе ят панă. Сиплев ĕçĕнче ку таранччен темĕн те пĕр курнă медицина ăсчахĕсем те аптăраса ÿкнĕ. Ара, чума, чечче (оспа), холера чирĕсем тĕнчере пиншер çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă, анчах чирлисем хушшинче сывалакансем те сахал мар пулнă-çке. СПИД вара пурне те çавапа çулнă евĕрех тăкăнтарать, чĕрĕ юлакансем çук. Сăлтавĕ уçăмлă та паллă: асăннă чиртен сипленме хальлĕхе эффективлă нимĕнле эмел те, вакцина та, сыворотка та çук. Пурнăçа кăштах та пулин тăсас тесен çав тери хаклă эмелсем ĕçсе пурăнмалла, вĕсем вара пиншер доллар тăраççĕ.
Пурăн! - тени ВИЧ-инфекциллĕ чирлисем хăйсен чирĕсене пăхмасăрах пурăнма кăмăллă пулнине пĕлтерни. "Ыттисем те пурăнччăр! - тени тĕнчере пурăнакансене вируспа чирлисем тĕлĕшпе ыркăмăллă пулма тата вĕсене обществăн тулли праваллă членĕсем пулмашкăн йыхравлани.
Эпир пурăнакан çĕршыв - тĕнчен уйрăлми пайĕ. СПИДпа чирлĕ пĕрремĕш çынна Раççейре 1987 çулта тупса палăртнă пулсан, малашнехи çулсенче вĕсен хисепĕ çав тери пысăк хăвăртлăхпа ÿссе-сарăлса пырать. Сăмахран, 1999 çулта Раççей Федерацийĕнче СПИДпа чирлĕ 15908 çынна регистрациленĕ (вĕсенчен 96 ача) пулсан, 2000 çулта чирлисен хисепĕ 46438 çынна çитнĕ (çав шутра 14 çула çитмен ачасем 240).
Хăрушă чир пирĕн тăрăхра та тымар ярсах пырать. Енчен те Чăваш Республикинче СПИДпа чирлисене 1994-99 çулсенче 11 çынна тупса палăртнă пулсан, 2002 çулта чирлисен хисепĕ 113 çынна çитнĕ, кăçалхи вунă уйăхра 67 çынна çак чир вирусĕ ернĕ. Шел пулин те, вирус пирĕн тăрăхра тымарланас хăрушлăх та пур. Муркаш районĕнче чирлĕ икĕ çынна тупса палăртнă, вĕсенчен пĕри 2002 çулта вилнĕ. Иккĕшĕ те кунти çынсем мар, урăх хуларан пурăнма куçса килнĕскерсем.
СПИДпа пĕрремĕш хут чирленисене 1981 çулта палăртнă хыççăн вăл тĕнчери пур çĕршывсене те сарăлнă. Хальхи вăхăтра çак чирпе 22 миллион ытла çын вилнĕ ĕнтĕ. ВИЧ-чирлисем тĕнчере 40 ытла миллион çын. Раççейре ун пеккисем 250 пин ытла çын. Чăваш Республикинче ун пеккисене 432 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 67-шĕ кăçал кăна. "Кăтăкланса тăракан район-хуласем": Шупашкар хули - 135 çын, Çĕнĕ Шупашкар хули - 52 çын, Канаш хули - 139 çын, Куславкка хули - 26 çын, Улатăр хули - 10 çын, Элĕк районĕ - 1 çын, Канаш районĕ - 10 çын, Сĕнтĕрвăрри районĕ - 4 çын, Пăрачкав районĕ - 2 çын, Етĕрне районĕ - 3 çын, Вăрнар районĕ - 10 çын, Елчĕк районĕ - 2 çын, Йĕпреç районĕ - 2 çын, Çĕрпÿ районĕ - 2 çын, Муркаш районĕ - 2 çын, Шупашкар районĕ - 4 çын, Комсомольски районĕ - 2 çын. Чир уйрăмах çамрăксем хушшинче сарăлать.
СПИДа хирĕç кĕрешмеллипе кашни ăнланса тăни - чи кирли. Иммунодефицит вирусĕ никама та хĕрхенменнине тата ырă сунманнине кашни çыннăнах ăнланасчĕ. Чир вирусĕ пĕр çынран теприне 3 майпа кăна ерме пултарать.
Пĕрремĕшĕ - ар çыхăнăвĕсем. Хĕрарăм арçынран, арçын хĕрарăмран ар çыхăнăвĕсене хутшăнсан кирек епле лару-тăрура та чире ертме пултараççĕ. Сăмах май, кăçал республикăра ар çыхăнăвĕсем урлă вируспа чирлисем 52,2 процент чухлĕ.
Иккĕмĕшĕ - юн урлă ерни. Наркотиксене юна янăран: таса мар, юн юлнă шприцсемпе темиçе çын усă курни т. ыт. те. Çав тери хăрушă. Çĕршывра ытларах чухне çак мелпе наркомансем шар кураççĕ, уйрăмах 14 çултан пуçласа 25 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче. Асăннă ушкăна кĕрекен яш-кĕрĕм вара шăпах ар çыхăнăвне кĕрсе ача-пăча çуратакансем-çке. Шутлатăн та - хăрушă!
Виççĕмĕшĕ - СПИДпа чирлĕ хĕрарăмсен 30 проценчĕ таран ачисене чирлĕ çуратса çут тĕнчене кăларни. Пирĕн республикăра 21 хĕрарăм ВИЧ чирĕпе чирлĕ виçĕ ача çуратнă ĕнтĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, СПИД вирусĕпе ачасем тата çул çитмен çамрăксем чирлессин хăрушлăхĕ кунсеренех ÿссе пырать. Пĕтĕмлетсе каласан - ку вăл тĕнче кисренсе каясла шайри лару-тăру. Шкул ачисен, çул çитмен çамрăксемпе ытти тăрăмри яшсен пушă вăхăтне кирлĕ пек йĕркелемесен, воспитани ĕçне çĕклемесен эпир пулас ăрăва çухататпăр.
СПИД - пирĕнпе юнашар, кашнине çăварлăхлама пултаракан чир. Айтăр-ха, ăна хирĕç пĕрле кĕрешĕве тухар, çĕнтерер.