Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри йывăрлăхсем хăратман

10 декабря 2003 г.

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн тепĕр чухне чăваш хĕрарăмне пăхсан. Мĕн тери сăпайлă, ĕçчен вăл. Çав вăхăтрах çирĕп кăмăлĕпе тÿсĕмлĕхĕ унăн такама валли те çитет. Ялти хĕрарăмăн тивĕçĕ çав тери нумай. Апла пулин те, пур çĕре те ĕлкĕрет вăл, нăйкăшса лармасть. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем ĕлĕкех "хĕрарăм çуртăн виçĕ кĕтесне тытса тăрать", тенĕ. Кил ăшши, çемье тыткăчи пулма та хĕрарăма туррипех пилленĕ пулĕ. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ: çынсем те, кайăксем те, ытти чĕрчунсем те мăшăрпа пурăнаççĕ. Пурте телее ĕмĕтленсе çемье çавăраççĕ, мăшăр çине пысăк шанчăк хураççĕ. Анчах тепĕр чухне пĕр кĕтмен çĕртенех шăпи çав ĕмĕтсене шелсĕррĕн таптать. Муркашра О.В. Соколована лайăх пĕлеççĕ. Пензăра училище, хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Димитровградра ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ вăл. 29 çул хушши сĕт заводĕнче тăрăшать Ольга Всеволодовна, малтанах лаборанткăра, халĕ вара - лаборатори ертÿçинче. Виçĕ ача çуралать вĕсен. Анчах та телей нумая пымасть. О. Соколован, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Çăмăл мар ачасене пĕччен ÿстерме. Пурăнсан-пурăнсан унăн пурнăç çулĕ çинче арăмĕ чирленипе вăхăтсăр куçне хупнă пирки тăватă ачапа тăрса юлнă арçын тĕл пулать. С.Г. Николаевпа иккĕшĕ ачисемпе пĕрле пурăнма килĕшеççĕ. Вĕсен иккĕшĕн те пĕр тĕллев пулнă: ачасене ашшĕ те, амăшĕ те кирлĕ. Халĕ вара çемьере çичĕ ача ĕнтĕ. Амăшĕн те, ашшĕн те кашнин патне çул тупмалла, вĕсене ăнланма пĕлмелле. Йышлă çемьере ачасем пĕр-пĕрине пулăшса ÿсеççĕ, кĕçĕннисем аслисенчен ĕçе вĕренсе, хăнăхса пыраççĕ Аякран пăхсан калама, тиркеме лайăх. Харпăр хăй пурнăçĕ çинче туйса курсан кăна 7 ача пăхса ÿстерме йывăр е çăмăл пулнине ăнланса илетĕн. Кунта вара - икĕ çемьери ачасем. Вĕсене тумлантарма, çитерме сахал кирлĕ-и тата. Вĕсем вара ачисене пурне те ытларах ĕçе явăçтарма тăрăшнă. Итлеменнине е урăх сăлтава пула хытăрах сăмах каламалла пулсан, кашнинех пĕр пекех лекнĕ. Ку сан ача, ку ман ача тесе тиркесе, уйăрса, хĕрхенсе тăман. Тĕрĕслĕх, тÿрĕ кăмăл яланах малти вырăнта пулнă çемьере. Ачисене аслисене хисеплеме, хăйсенчен кĕçĕннисене вăйсăррисене пулăшма, хĕрхенме вĕрентнĕ вĕсем. Пĕрле пурăнма тытăннăранпа 10 çул иртнĕ ĕнтĕ. Çемье ăшши, килти йĕркелĕх хăйĕн витĕмне кÿнех. Ачисем çиччĕшĕ те "атте", "анне" тесе калани те вĕсене воспитани парасси тĕрĕс çул-йĕрпе пулса пынине çирĕплетет. Ачисем вара пĕрин хыççăн тепри вĕренсе алла специальноç илеççĕ, çунат сарса килтен вĕçсе тухса каяççĕ, халĕ вĕренекенсем те пур. Вĕсене те пулăшу кирлĕ. Зина амăшĕн çулĕпех кайнă. Вăл та Ульяновск облаçĕнчи Димитровоградри техникума пĕтернĕ хыççăн Муркашри сĕт заводĕнче лаборанткăра ĕçлет, çав вăхăтрах ял хуçалăх академийĕнче 5 курсра вĕренет. Алина педуниверситетăн химипе биологи факультетне пĕтернĕ хыççăн иккĕмĕш çул Панклири тĕп шкулта ачасене вĕрентет. Андрей медучилище хыççăн тÿрех педуниверситетăн физвоспитани факультетне кĕнĕ, халĕ иккĕмĕш курсра ĕнтĕ. Наташăпа Татьяна строитель специальноçне суйласа илнĕ, иккĕшĕ те мăшăрланнĕ. Алексей çарта икĕ çул службăра пулнă хыççăн тепĕр çулталăклăх контрактпа юлнă. Альбина парикмахер ĕçне килĕштернĕ, халĕ ăна Канашра вĕренет. Ачисем пурте Муркашри вăтам шкулта вĕреннĕ, вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ашшĕ, Сергей Геннадьевич та, яланах мăшăрне ăнланса пулăшма тăрăшнă. Ĕçрен пушă вăхăтра яланах мăшăрĕпе пĕрле аппаланма юратать вăл. Çемьере хирĕçÿ пулманни, ăнланулăх пулни ачисем çине те ырă витĕм кÿнĕ. Паллах хĕвел пăхни те, çумăрĕ те пулнă пулĕ. Урапа та ялан пĕр йĕрпе кусмасть. Чун-чĕрепе пуян пулсан, ырă кăмăлпа ыттисене пулăшсан çакна йĕри-таврари çынсем курмасăр тăма пултараймаççех. Ольга Всеволодовна сĕт заводĕнче хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Тивĕçĕсем çителĕклех пулин те, обществăлла ĕçрен те пăрăнмасть вăл. Çавăнпах ĕнтĕ хастар чăваш хĕрарăмĕ сăпайлăхĕпе, ăшпиллĕхĕпе ыттисене вăй-хăват парса тăрать те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика