15 декабря 2003 г.
Çут çанталăк хăйне евĕр питĕ интереслĕ. Унта кунсерен тĕлĕнмелле пулăмсем пулса иртеççĕ. Вĕсене курса сăнанă чух эпир ирĕксĕрех шкулта биологи, хими предмечĕсене вĕреннине аса илетпĕр. Шкулта тарăн пĕлÿ илни вара пурнăçра çав тери пулăшать. Çавăнпах пулĕ эпир хамăра çирĕп ăс-тăн пама чунтан тăрăшнă ырă вĕрентекенĕмĕрсене паян та ăшшăн аса илетпĕр, ырă сăмахсемпе тав тăватпăр.
Хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентессине халалланă, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парассишĕн вуншар çул хушши ырми-канми тăрăшнă учительсем вара пирĕн районта сахал мар.
Вĕсенчен пĕри - Муркашра пурăнакан В.П. Анисов, ĕç ветеранĕ.
Кĕске справка: Венедикт Прокопьевич 1928 çулта, ноябрĕн 10-мĕшĕнче Çатракасси ялĕнче çуралнă. Кунтах пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 5-мĕш класа Кашмашри 7 çул вĕренмелли шкула çÿреме пуçланă. Çатракассинче 5-мĕш класа 1940 çулта кăна уçнă пулнă. Кунтан вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр çултан Муркашри вăтам шкула çÿреме тытăннă, ăна 1946 çулта пĕтернĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн тухтăр пулас килнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăл çав çулах Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах та вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă пурнăç пĕрре те çăмăл пулман. Çирĕпленсе çитмен çамрăкăн чирленĕ пирки пĕрремĕш семестр хыççăнах Хусанта вĕренме пăрахма тивнĕ.
Анчах та вĕренес ĕмĕт ăна канăç паман. Çавăнпа та вăл 1947 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтерсе химипе биологи учителĕ пулса тăрать.
Ун хыççăн вара В.П. Анисовăн ĕç биографийĕ пуçланать. Малтанах ăна, диплом илнĕ хыççăн, Чăваш АССР Çутĕç министерстви Муркашри вăтам шкула ĕçлеме ярать.
Çамрăк вăй-халпа, хĕрÿллĕн тытăнать вăл учитель ĕçне. Тăватă çул тăрăшнă хыççăн зоотехник-пчеловодсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра вĕренет. Çав вăхăтрах хурт-хăмăр ĕрчетекен специалистсем хатĕрлекен заочнăй уйрăмĕн пай ертÿçи пулса та ĕçлет (вăл хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен институтăн наукăпка тĕпчев инситутчĕ çумĕнче малтан - Мускавра, кайран Рязань облаçĕнче пулнă). Унта вăл ученăй-пчеловодăн чи аслă категорине илет. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ку специальноçпа ĕçлемест.
1955 çул вĕçĕнче Муркаш районĕн халăха вĕрентес пайĕн (РОНО) инспекторĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта та яваплăхĕ пĕчĕк мар, ачасене вĕрентсе тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парасси, методика ĕçĕ çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла, шкулсене те çак ыйтупа нумай çÿремелле.
Кунта та, хăйĕнчен çирĕп ыйтма хăнăхнă Венедикт Прокопьевич, тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Анчах та чунĕ шкула, ачасем патнех туртăнать, тепĕр икĕ çултан шкула ĕçлеме куçать. Уроксене кашнине хăйнеевăр интереслĕ ирттерме тăрăшать вăл, малтисен ырă опытне, наукăри çĕнĕлĕхсене алла илсе тăрать, вырăнти тĕслĕхсемпе усă курать.
Пултарулăхне кура В.П. Анисова Муркашри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. Тÿрре кăларать вăл шанăçа, шкулти вĕрентÿпе воспитани ĕçне йĕркелессишĕн, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатассишĕн нумай тăрăшать, методика енĕпе те чылай тимлет.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та В.П. Анисов тепĕр 7 çул хушши ачасене химипе биологие вĕрентет, юратнă ĕçрен уйрăлма васкамасть. Кашни ачапа, унăн туртăмне кура, уйрăмшаррăн ĕçлет, вĕсене аслă пĕлÿ илме вĕренме кĕме хатĕрлет. Чи пултаруллисем тĕрлĕрен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Венедикт Прокопьевичăн педагог стажĕ - 44 çул. Хăйĕн пуян опытне çамрăк учительсене нумай панă вăл. Вĕсем çулран çул унран вĕренса ачасем пĕлÿ шайне ÿстерсе пынă. Хăйĕн вырăнне шанчăклă учительсем пуррипе кăмăллă вăл паян.
Тăван çĕршыв вара унăн сумлă, пархатарлă ĕçĕсене манман, тивĕçлипе хакланă. Ăна хастарлăхĕшĕн ултă медальпе, тĕрлĕ шайри вуншар грамотăпа наградăланă. В.П. Анисов вĕсене çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн, методика ĕçне лайăх туса пынăшăн тивĕçнĕ.
Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, учитель-методист ятсемпе чысланă ăна. Венедикт Прокопьевич нумаях пулмасть 75 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламласа хисеплĕ ветерана вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, канлă ватлăх сунар.