01 декабря 2003 г.
Аталану çул-йĕрĕ нихăçан та çăмăл пулман. Тăвалла хăпарма пысăк чăтăмлăх, пуçаруллă ĕçлени, производствăна аталантарни кирлĕ. Ĕçшĕн хавхалантарни те кайри вырăнта мар.
Юбилей ирттерни вăл чи малтанах - иртсе кайнă çулсенчи ĕçсене тишкерни, малашлăх задачисене, тĕллевĕсене палăртни. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ-и вăл, е ÿсен-тăран отраслĕ - пурпĕрех, вĕсем 30 çул хушшинче пĕр вырăнта тăман, малалла аталанса вăй илсе пынă. Ку вара производствăна ÿстерсе пыма çĕнĕ техника, оборудовани туянма, ĕç укçи шайне ÿстерме май панă та. Çакă хуçалăх ертÿçин П.П. Давыдовăн тата тата тухса калаçакан хăнасен сăмахĕнчен те лайăх палăрчĕ.
Хăнасем тенĕрен, вĕсем кунта чылаййăн пухăннă. Çакна ăнланма пулать, мĕншĕн тесен "Ударник" сăнавпа производство хуçалăхĕ нумай министерствăсемпе, ведомствăсемпе, тĕрлĕ предприятисемпе, организацисемпе туслăн килĕштерсе ĕçлет. Тĕрлĕрен ыйтусене татса пама та нумай çĕре çитме тивет. Ĕçлĕ çыхăну вара туслăха çирĕплетет, аталану енĕпе те пулăшса пырать - икĕ енĕшĕн те усăллă.
Хăнасен йышĕнче "Рассемкартофель" Ассоциацин генеральнăй директорĕ В.М. Радугин пулни те çак хуçалăх ура çинче çирĕп тăнине, вăл Раççей шайĕнче те малтисен ретĕнче пулнине çирĕплетет.
Ÿсен-тăран, çĕр улми ытларах туса илни выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах туса илессипе тÿреммĕнех çыхăннă. Мĕн чухлĕ выльăх апачĕ ытларах - продукци çавăн чухлĕ нумайрах. Уйрăмах сĕт сăвассипе хуçалăх районта анчах мар, республикăра та малта пырать. Çавăнпа та савăнăçлă пухура механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, уй-хир ĕçченĕсемпе специалистсене, чылай çулсем хушши вăй хунă ветерансене чысларĕç, вĕсен ячĕпе нумай сăвă-юрă янăрарĕ. Ырлăх-пурлăх тăвакан, тыр-пул çитĕнтерекен яланах хисепре. Чăн та, маттур, пултаруллă çынсем сахал мар хуçалăхра. Вĕсем ырă ĕçĕпе ĕнтĕ хуçалăх чапĕ çĕкленсе пырать.
Сăмах май каласан, кунта ноябрĕн 14-мĕшĕнче юбилейпе пĕрлех Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем кунне те паллă турĕç. Çавна май чи пултаруллисем Хисеп грамотине, Тав çырăвĕсене, укçан парнене, чĕрĕ чечек çыххисене тивĕçрĕç.
Хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов хăйĕн сăмахĕнче хуçалăх ĕçне кăтартусемпе çирĕплетрĕ, ăна йĕркеленин историйĕпе те кĕскен паллаштарчĕ. "Ударник" совхоза 1973 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Унта "Знамя коммунизма", "Труд", "Ударник", "Ленинец" колхозсем (председателĕсем - Г.Г. Скворцов, А.М. Михайлов, З.М. Кутузов, Г.И. Иванов) кĕнĕ. 1976 çулччен совхоз "Свинопром", "Овощепром", "Производственное объединение совхозов" пĕрлешÿсене пăхăнса тăнă. Ун хыççăн вăл РСФСР Ял хуçалăх министерствин çĕр улми вăрлăхне туса илекен "Россемкартофель" Пĕтĕм Раççейри производствăпа наука пĕрлешĕвĕн тытăмĕнче пулнă. 1978 çулта хуçалăхра çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕн (НИИКХ) лабораторийĕ ĕçлеме пуçлать.
1991 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче "Ударник" совхозран "Ударник" сăнавпа производство хуçалăхĕ туса хунă, унтанпа вăл Раççейри Ял хуçалăх академийĕн "Семкартофель" НПО шутне кĕрет. Хуçалăхăн малтанхи ертÿçи А.М. Михайлов пулнă.
П.П. Давыдов хуçалăхăн 30 çул хушшинчи аталанăвĕпе, кăçалхи ĕçсемпе, малашлăх задачисемпе паллаштарчĕ. Производствăна ÿстерес, продукци хăйхаклăхне чакарас, ĕç укçине ÿстерсе пырас тесен перекетлĕх режимне çирĕп тытса пымалла. Çакă, паллах, çăмăл мар. Анчах та, пурте пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, мĕн палăртнине пурнăçлама пулатех.
- Хальхи вăхăтра та "Ударник" хуçалăхăн савăнмалăх ĕçĕсем пур, ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен ырă опычĕпе паллашма Раççей шайĕнчен тĕрлĕ отрасльсен представителĕсем килсех тăраççĕ. Кăçал кăна кунта РФ Правительствин Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ А.В. Гордеев, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Г.Н. Карелова, Белорçри "Минскри трактор завочĕ" производство пĕрлешĕвĕн делегацийĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Н.Ю. Партасова, унăн пĕрремĕш заместителĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев т. ыт. нумай министрсемпе тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем пулчĕç. Малалла пăхса ĕçлени, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, суту-илÿ центрĕ уçăлни, ялсем аталанни, опытлă специалистсем ĕçлени - çаксем пурте хуçалăхăн малашлăхĕ пурри çинчен калаççĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламласа ырă ĕçĕсемшĕн тав турĕ, малта пыракансене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, хуçалăха хаклă парне пачĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.И. Васильев та Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ертÿçи А.С. Иванов, Мускав хăни В.М. Радугин ял ĕçченĕсене саламларĕç, Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем пачĕç.
Розăпа Геннадий Яковлевсем хăйсен сăмахне тытнăшăн, иртнĕ çулта кашни ĕнерен 7 пин кг ытла сĕт суса илнĕшĕн хаклă парнене - тĕслĕ телевизора тивĕçрĕç.
Уява пынă ытти хăнасем те юбилейпе саламласа хуçалăха хаклă парнесемпе чысларĕç.
Этем пурнăçне унăн ырă ĕçĕпе хаклаççĕ. Кунта вара ĕç çынни яланах хисепре, дисциплина та тивĕçлĕ шайра. Çавăнпа та ÿсĕмсем те çук мар.
Ял ĕçченĕсене, пухăннă хăнасене уяв ячĕпе кунти искусство шкулĕнче вĕренекенсем, Вăрманкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕнче вара пухăннисене Шупашкарти артистсем - хамăр ентеш В. Гордеев, А. Шадриков, С. Яковлева, А. Лебедева, К. Евруков, "Авангард" ушкăн концерт лартса пачĕç, илемлĕ юрăсем нумай шăрантарчĕç.
"Ударник" хуçалăхра ĕçлеме те, канма та пултараççĕ. Çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ иртнĕ эрне кунхи уяв.