28 ноября 2003 г.
Муркаш районĕн çыннисем кирек ăçта та, кирек хăçан та хастар ĕçĕсемпе, паттăрлăхĕпе палăрнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра районтан кайнă 5 çын "Совет Союзĕн Геройĕ" ята илме тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕри - Борис Михайлович Васильев. Вăл Муркаш районĕнчи Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче 1913 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1930 çулта Етĕрнери 8 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Института кĕме хатĕрленÿ курсĕнче вĕреннĕ, Кашмашри шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1935-1937 çулсенче Борис Михайлович Хусанти авиаци институтĕнче вĕреннĕ. Çав çулах Хĕрлĕ Çара кайнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çарта та малалла вĕреннĕ - çар летчикĕсен Борисоглебскри шкулне (1938 ç.), Качинкăри çарпа авиаци шкулĕ çумĕнчи комиссар-летчиксен курсне пĕтернĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Б.М. Васильев Кăнтăр-Хĕвеланăç, Сталинград, 1-мĕш Белоруси фрончĕсенче çапăçнă. Истребительсен авиаци дивизийĕн 44-мĕш эскадрилйин комиссарĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята 1941 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче тăшманпа çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. Вăл вăрçăна Берлин хули çинчи тÿпере вĕçленĕ.
Пирĕн мухтавлă ентеше вăрçăри çапăçусенчи паттăрлăхшăн Ленин, Аслă Отечественнй вăрçă 1 тата 2 степень, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр Александр Невский орденĕсемпе, нумай медальсемпе наградăланă.