Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перепиç итогĕсем

28 ноября 2003 г.

Раççеă патшалăх статистика комитечĕ 2002 çулта Пĕтĕм Раççейри перепиçе ирттернин малтанхи тĕп итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсенче çĕршывра пурăнакансемшĕн кăсăклă самантсем сахал мар. Раççей Федерацийĕнче ялан пурăнакан халăх йышĕ 145,2 миллион çын чухлĕ. Халăх йышĕпе Раççей тĕнчере çиччĕмĕш вырăн йышăнать: Китай (1285 миллион çын), Инди (1025 миллион), Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем (286 миллион), Индонези (215 миллион), Бразили (173 миллион), Пакистан (146 миллион) хыççăн. Юлашки перепиç пулнă хыççăн (1989 çулта) çĕршыври халăх йышĕ 1,8 миллион çын чухлĕ сахалланнă. Перепиç вăхăтĕнче пĕрремĕш хут хăйсене чăн-чăн Раççей Федерацийĕн гражданĕсем тесе 142,5 миллион çын (çĕршыври пĕтĕм халăхăн 98 проценчĕ) йышăннă. 1,0 миллион çын ытти çĕршывсен гражданĕсем пулнине, 0,4 миллион çын вăл е ку çĕршывăн гражданинĕ пулманнине кăтартнă. Раççей Федерацийĕ - тĕнчере чи нумай наци халăхĕсем пурăнакан çĕршывсенчен пĕри - 160 ытла национальноç. Раççейре пурăнакан çичĕ наци çыннисен хисепĕ 1 миллион çынран ытларах: вырăссем, тутарсем, украинецсем, пушкăртсем, чăвашсем, чеченсем тата эрменсем. Хуласенче тата ялсенче пурăнакансен йышĕ унчченхи перепиç шайĕнчех сыхланса юлнă: 73 процент (106,4 миллион çын) - хуласенче, 27 процент (38,8 миллион çын) - ялсенче. Халăхăн пиллĕкмĕш пайĕ халăх йышĕ миллион çынран иртекен вун виçĕ хулара пурăнать. Раççей Федерацийĕн тĕп хули Мускав (10,4 миллион çын) тĕнчери чи пысăк çирĕм хула шутне кĕрет. Çĕршывра хĕрарăмсен шучĕ арçынсенче 10 миллион çын ытларах. Европăри çĕршывсенчен ытларахăшĕнчи пекех, Раççейри халăх ватăлса пырать. Иртнĕ перепиçпе танлаштарсан, çĕршывра пурăнакан çыннăн вăтам çулĕ 37,7 çулпа танлашать (виçĕ çул пысăкланнă). Мăшăрсен шучĕ çĕршывĕпе - 34 миллион (1989 çулта - 36 миллион), çав вăхăтрах официаллă çырăнман мăшăрсем 3 миллион таранах иккен. Çĕршыври халăхăн вĕренÿ (пĕлÿ) шайĕ ÿснĕ. 15 çула çитнĕ тата аслăрах кашни 1000 çын пуçне 902 çын пĕтĕмĕшле е аслăрах пĕлÿ илнĕ (иртнĕ перепиçре çак кăтарту 806 çынпа танлашнă). Перепиç вăхăтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хĕрарăмсен йышĕ пĕрремĕш хут арçынсенчен нумайрах пулни палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика