31 октября 2003 г.
Пирĕн çĕршывра октябрь уйăхĕнче çулсеренех Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Çак професси уявĕ икĕ эрне каялла пулчĕ. Районта тепĕр ырă йăла çирĕпленчĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен Муркашра Тыр-пул уявне ирттереççĕ. Çанталăк кашни çулах ял ĕçченĕ умне çирĕп тĕрĕслев кăларса тăратать. Кăçалхи çул та çăмăлах пулмарĕ уй-хирте вăй хуракансемшĕн. Çулла ăшă, нÿрĕк çителĕклĕ пулнă пирки тĕш тырă культурисен тухăçĕ япăх пулмарĕ. Ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕме вара çăмăлах килмерĕ. Тăтăш çăвакан çумăрсене пула кĕрхи ĕçсем вăрăма кайрĕç.
Апла пулин те, районти хуçалăхсем хăйсен тăрăшулăхĕ тыр-пула пухса кĕртсе кĕлете хывма ĕлкĕрчĕç, ытти ĕçсене те вĕçлерĕç. Çавăнпа та Тыр-пул уявне ирттерме те кăмăллă пкулчĕ. Вăл октябрĕн 25-мĕшĕнче Муркашри суту-илÿ çурчĕ умĕнчи лаптăкра иртрĕ.
Уявпа пĕрлех район çыннисене çак кун урамра шап-шурă юр кĕтсе илчĕ. "Çитет сире ĕçлесе, кăштах канма вăхăт", - терĕ пулмалла çанталăкĕ. Анчах та ку уяв хăшне пĕрре те пăсмарĕ. Урамра Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен магазинĕсем, уйрăм предпринимательсем тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. кунтах хуçалăхсем те пахча çимĕç, тыр-пул аш-какай сутаççĕ. Чăх-чĕп фабрики те чăх ашĕ, çăмарта илсе килнĕ. "Моргаушкорм" предприятин те ассортименчĕ пуян. Унтан та халăх татăлма пĕлмерĕ кунĕпех.
Епле уяв-ха хăнасемсĕр. Кăçал та йышлăн пухăннă вĕсем. Ара, йыхравласан епле килмĕн. Пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе ĕçлесенпĕрле савăнма та аван-çке.
Тыр-пул явне кăçал ЧР пичетпе информаци политикин министрĕн çумĕ Т.Л. Евдокимова, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В. Макарова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашхлебопродукт" РГУП генеральнăй директорĕ А.И. Федотов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ К.Л. Валицкая, "Чебоксарский бройлер" ОАО генеральнăй директорĕ Ю.А. Иванов, тĕрлĕ предпритисен ертÿçисем, тĕрлĕ районсен делегацийĕсем килнĕ. Вĕсем малтанах шкул ачисен ĕçĕнчен вĕрентÿ пайĕн методика кабинетĕнче йĕркеленĕ выставкăпа, çамрăк техниксен станцийĕнчи картингистсен пултарулăхĕпе, районти историпе краеведени музейĕпе паллашрĕç. "Маттур, иртнине, хăвăрăн историне манмастăр. Иртнине упракансен вара малашлăх та пур", - тесе кăмăллăн палăртрĕç хăнасем музейра пулса курнă хыççăн.
Суту-илÿ çурчĕ патĕнче вара уяв хĕрсех пырать. Кунта пултарулăх ушкăнĕсем юрласа-ташласа уява килнĕ халăха савăнтараççĕ, сцена çинче вара тулăх кĕркуннене мухтаса театрализациленĕ представлени пырать. Çуркунне ака уйăхĕнчен пуçласа пукравчченех тимленĕ çĕр ĕçченĕсене мухтаса сăвă-юрă янăрать.
Акă, уява ертсе пыраканĕ, вăлах ылтăн кĕркунне те (Н. Ильина) сцена çине район ертÿçисене, хăнасене, хуçалăхсен ертÿçисене чĕнет, район администрацийĕн пуçлăхне В.И. Вязова сăмах парать.
Валерий Иванович пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, килнĕ хăнасемпе, уяв телеграммисемпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах ял ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул çитĕнтерчĕç, пухса кĕртрĕç. Вăл пурне те ырă ĕçĕсемшĕн ăшшăн тав турĕ, малашнехи ĕçсенче ăнăçусем сунчĕ. Кĕрхи тулăх кĕрекере ларма паян никама та намăс мар.
Çак чăнлăх район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕн И.В. Николаеван сăмахĕнче те лайăх палăрчĕ. Игорь Васильевич ял ĕçченĕсен кĕрхи ĕçĕсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, малтисене ятранах асăнчĕ. Тыр-пул тухăçĕ "Ударник", "Свобода", "Герой", "Сундырский", "Сеятель" хуçалăхсенче уйрăмах пысăк пулнă. Пысăк репродукциллĕ тĕш тырăсен сорчĕсем уйрăмах пысăк тухăç панă. "Свобода", "Ударник", "Чемеево" хуçалăхсенчи çĕр улмин хăш-пĕр сорчĕсен тухăçĕсем те пысăк пулнă.
И.В. Николаев вырма ĕçĕнче уйрăмах хастарлăх кăтартнă комбайнерсен экипажĕсене ятран асăнса тав турĕ, выльăхчĕрлĕх отраслĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ, ял ĕçченĕсен малашнехи задачисем çинче те чарăнчĕ. Юлашкинчен пурне те уяв ячĕпе саламласа малашне те лайăх ĕçлесе ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.
Уявра хăнасем пирĕн район ĕçне хакласа сăмах каларĕç. ЧР пичетпа информаци министрĕн çумĕ Т.Л. Евдокимова ЧР Президенчĕ ячĕпе саламласа Муркашсем ĕçлеме пултарнине палăртрĕ. Респулбликăри районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче 9 уйăх итогĕсемпе Муркаш районĕ пĕрремĕш вырăн йышăнни çинчен пĕлтерсен уява пухăннă халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ. Ара, ĕçлеме пĕлни çинчен калать-çке малти вырăн. Çак çитĕнÿре кашнин пĕчĕк тÿпи пур.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ К.Л. Валицкая район хулана пулăшнăшăн тав турĕ "Муркашсен маттур ĕçĕсемпе чăннипех мăнаçланма, мухтанма пулать, малашне те яланах малтисен ретĕнче пулăр", - терĕ вăл.
Тĕрлĕ районсен представителĕсем те уяв ячĕпе саламласа сăмах каларĕç.
Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Е. Александров кÿршĕллĕ Муркаш районĕ лайăх ĕçлесе пыни вĕсене савăнтарнине, вĕсен пирĕнтен вĕренмелли нумай пулнине палăртрĕ. Етĕрнесем нумаях пулмасть "Ударник" хуçалăхра пулса унти ÿсĕмлĕ ĕçсемпе паллашнă. Муркаш районне тĕнче, Раççей шайĕнчен делегацисем килсех тăни, тĕрлĕ отрасльсен ĕçĕсемпе паллашни те район çирĕппĕн аталанса пынине пĕлтерет. Вăл Етĕрне районĕнчи ĕçсем çинчен те каларĕ, Муркаш районĕн ырă тĕслĕхĕ вĕсене хавхалантарса тăнине палăртрĕ.
Муркашсен ентешлĕхĕ ячĕпе саламласа ентешлĕх ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашхлебопродукт" РГУП генеральнăй директорĕ А.И. Федотов сăмах каларĕ. Ĕçре уйрăмах маттуррисем Хисеп грамотисемпе укçан пернесене тивĕçрĕç.
Суту-илÿ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче "Çăкăртан асли çук" ятпа выставка-ярмарка ĕçлерĕ. Ăна ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тата вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Выставкăна йĕркелес ĕçе шкул ачисем те активлă хутшăннă. Вĕсем улма-çырласемпе, пахча çимĕçсемпе, чечексемпе усă курса юмахри персонажсен сăнарĕсене кăсăклă янтăлама пултарнă. Хуçалăхсемпе предприяттисем те выставкăна лайăх хатĕрленсе килнĕ.
Хăнасене выставка хуçи - чăваш тумне тăхăннă "хĕрарăм" тырă кĕлтипе, пахча çимĕçсемпе чечексем кĕтсе илчĕ.
Выставкăна тĕрлĕ тематикăпа усă курса хатĕрленĕ: "хăмла плантацийĕ", "утарта" (Ленин яч. хис. хуçалăх), "тухăçлă тыр-пул" ("Восток"), "пирĕн кроликсем - чи лайăххисем" ("Передовик"), "арманта" ("Чемеево"), "çĕр улми уйĕнче" ("Ударник"), "тулăх кĕреке" ("Сундырский") т. ыт. те.
"Моргаушская" чăх-чĕп фабрики те хăйĕн продукцин рекламине лайăх йĕркелеме пултарнă. Кунта çăмартапа помидортан хатĕрленĕ кăмпасем, ăшаланă чăх какайĕ, кукăлĕ - тем те пур.
Муркашри сĕт завочĕ вара пурне те хăймапа, кефирпа, тăпăрчпа, çупа хăналарĕ.
"Моргаушкорм" предприятин вĕри чейĕпе икерчĕ те тултан шăнса кĕнĕ çынсемшĕн ытлашши пулмарĕ. Атăл хĕрринче вырнаçнă "Хлебороб", "Волга" хуçалăхсем вара ракпа тата ăшаланă пулăпа хăналарĕç.
Тĕрлĕрен кукăлĕ, пылĕ, сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ чейĕ ("Солнышко" ясли-сад) тем те пулчĕ выставкăра. Кашниех хăйĕн пултарулăхне пур енлĕн кăтартма тăрăшрĕ. Пĕрин тепринчен илĕртÿллĕрех çимĕçĕсем, астивсе пăхмасăр та чăтаймастăн.
"Тематикăпа чи ăста хатĕрлекенсем" номинаципе пĕрремĕш вырăна "Сундырский" хуçалăх тивĕçрĕ. "Передовик" хуçалăх иккĕмĕш пулчĕ, "Восток" хуçалăх виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
"Чи лайăх реклама" номинаципе пĕрремĕш вырăнта - Муркашри чăх-чĕп фабрики, "Моргаушкорм" предприятипе Муркашри сĕт завочĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Выставкăна йĕркелекен комисси спонсорла пулăшу панă "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикипе "Моргаушкорм" предприятие тав тăвать.
Урамра, сцена çинче, художество пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе уяв хăнисене савăнтараççĕ. Малтанах Москакассисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Коллектив хыççăн коллектив улшăнсах тăчĕ. Кашниех пуян программăпа, савăк кăмăлпа килнĕ уява. Анаткассисем, Токшиксем, Вăрманкассисем (Йÿçкасси администрацийĕ), Калайкассисемпе Юнкăсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе уява хăт кĕртсе пычĕç. Сцена çывăхĕнченнумайччен саланмарĕç куракансем.
Çав вăхăтрах Муркаш шкулĕнче, Спорт çуртĕнче, Спорт -урчĕ умĕнчи лаптăкра тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Мини футболла, армреслингпа, кире пуканĕ çĕклессипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вăй виçрĕç çав кун.
Мини футбол вăййине 4 команда хутшăннă пулсан, пĕрремĕш вырăна "Оринино" хуçалăх команди çĕнсе илнĕ. "ЧП Никитин" команда иккĕмĕш вырăнта, Ильич яч. хис. команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Армреслингпа Муркашри кирпĕч заводĕнче ĕçлекен Г. Кондратьев чи пултарулли пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ çĕре Москакассинчи, Нискассинчи тата Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă.
Çак кунах район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче шкул ачисен ĕç пĕрлешĕвĕсен слечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем çу каçипе тĕрлĕрен ĕç пĕрлешĕвĕсенче тăрăшнă, сахал мар улма-çырла, пахча çимĕç ÿстернĕ. Хĕл тутă пулĕ ачасемшĕн, мĕншĕн тесен столовйăсем валли кирлĕ пахча çимĕç çителĕклех хатĕрленĕ. Кашни тĕрлĕ лагерь ĕçĕсен итогĕсене пĕтĕмлетсе чи маттуррисене палăртнă ачасен çуллахи ĕçпе канăвне йĕркелекен комисси ларăвĕнче.
Ĕç пĕрлешĕвĕнче çĕнтернĕ Калайкасси, Шетмĕпуç, Оринин, Шатракасси, Йÿçкасси, Атапай, Ильинка шкулĕсене Павел Семенов ертсе пыракан Социаллă программăсен центрĕн представителĕ укçан парнесем парса чысланă.
Шкул ачтсен ĕç пĕрлешĕвĕн слечĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов, унăн çумĕсем И.В. Николаев, Н.П. Петрова, В.А. Иванова, Чр сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В. Макарова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ К.Л. Валицкая, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Т.А. Антонова хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов ачасене тăрăшуллă ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Ĕçлемесĕр пурнăçра нимĕн те пулмасть. Вăл районта ачасене вĕренме условисем çителĕклĕ пулнине палăртса вĕрентÿ ĕçĕн аталанăвĕ çинче чарăнчĕ. Районти вĕрентÿ ĕçĕпе паллашма Пĕтĕм тĕечери аталанупа çĕнетÿ банкĕнчен те килсе кайрĕç. Вĕсем районта база шкулĕсем йĕркелеме пулăшаççĕ.
Вăл ачасене уяв ячĕпе саламларĕ, тăрăшса ĕçлени вĕренÿре те пулăшнине палăртрĕ.
ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В. Макарова ачасене саламласа сывлăха упрамаллине, сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине, сиенлĕ йăласенчен пăрăнмаллине палăртрĕ, пурне те район аталанăвĕшĕн малалла та лайăх вĕренме, тăрăшса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ К.Л. Валицкая ялти шкулти ачасене валли волейбол, баскетбол, футбол мечĕкĕсене парнелерĕ.
Юсав бригадисен конкурсĕнче çĕнтернĕ Калайкасси тата Москакасси шкулĕсене ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Т.А. Антонова укçан парнесем пачĕ.
Ĕç пĕрлешĕвĕн слетне хутшăннисене тĕрлĕ шкулсенчи ачасем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Шкул ачисем суту-илÿ центрĕнче выставкăна хăйсен ĕçĕсене нумай тăратнă. кунта 7 номанаципе выставка-конкурссем иртнĕ: "2003 çулхи кĕрхи букет", "2003 çулхи çăкăр", "Тухăç кунĕ", "кĕрхи сăнсем", "ах, ку тĕлĕнтермĕш" т. ыт. те. Шкулсенчи воспитани енĕпе ĕçлекен организаторсем тата аслă вожатăйсем Тыр-пул уявне ирттерме сценарисем хатĕрленĕ. Ку енĕпе чи пултаруллисем Шомиксем пулнă, вĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Пуян программăпа, савăк кăмăлпа ирттерчĕç районта Тыр-пул уявне. Ял ĕçченĕсен выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарса çитес çур акине хатĕрленме вăй-хăват хушăнчĕ.