31 октября 2003 г.
Пирĕн çĕршывра октябрь уйăхĕнче çулсеренех Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Çак професси уявĕ икĕ эрне каялла пулчĕ. Районта тепĕр ырă йăла çирĕпленчĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен Муркашра Тыр-пул уявне ирттереççĕ. Çанталăк кашни çулах ял ĕçченĕ умне çирĕп тĕрĕслев кăларса тăратать. Кăçалхи çул та çăмăлах пулмарĕ уй-хирте вăй хуракансемшĕн. Çулла ăшă, нÿрĕк çителĕклĕ пулнă пирки тĕш тырă культурисен тухăçĕ япăх пулмарĕ. Ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕме вара çăмăлах килмерĕ. Тăтăш çăвакан çумăрсене пула кĕрхи ĕçсем вăрăма кайрĕç.
Апла пулин те, районти хуçалăхсем хăйсен тăрăшулăхĕ тыр-пула пухса кĕртсе кĕлете хывма ĕлкĕрчĕç, ытти ĕçсене те вĕçлерĕç. Çавăнпа та Тыр-пул уявне ирттерме те кăмăллă пкулчĕ. Вăл октябрĕн 25-мĕшĕнче Муркашри суту-илÿ çурчĕ умĕнчи лаптăкра иртрĕ.
Уявпа пĕрлех район çыннисене çак кун урамра шап-шурă юр кĕтсе илчĕ. "Çитет сире ĕçлесе, кăштах канма вăхăт", - терĕ пулмалла çанталăкĕ. Анчах та ку уяв хăшне пĕрре те пăсмарĕ. Урамра Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен магазинĕсем, уйрăм предпринимательсем тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. кунтах хуçалăхсем те пахча çимĕç, тыр-пул аш-какай сутаççĕ. Чăх-чĕп фабрики те чăх ашĕ, çăмарта илсе килнĕ. "Моргаушкорм" предприятин те ассортименчĕ пуян. Унтан та халăх татăлма пĕлмерĕ кунĕпех.
Епле уяв-ха хăнасемсĕр. Кăçал та йышлăн пухăннă вĕсем. Ара, йыхравласан епле килмĕн. Пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе ĕçлесенпĕрле савăнма та аван-çке.
Тыр-пул явне кăçал ЧР пичетпе информаци политикин министрĕн çумĕ Т.Л. Евдокимова, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В. Макарова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашхлебопродукт" РГУП генеральнăй директорĕ А.И. Федотов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ К.Л. Валицкая, "Чебоксарский бройлер" ОАО генеральнăй директорĕ Ю.А. Иванов, тĕрлĕ предпритисен ертÿçисем, тĕрлĕ районсен делегацийĕсем килнĕ. Вĕсем малтанах шкул ачисен ĕçĕнчен вĕрентÿ пайĕн методика кабинетĕнче йĕркеленĕ выставкăпа, çамрăк техниксен станцийĕнчи картингистсен пултарулăхĕпе, районти историпе краеведени музейĕпе паллашрĕç. "Маттур, иртнине, хăвăрăн историне манмастăр. Иртнине упракансен вара малашлăх та пур", - тесе кăмăллăн палăртрĕç хăнасем музейра пулса курнă хыççăн.
Суту-илÿ çурчĕ патĕнче вара уяв хĕрсех пырать. Кунта пултарулăх ушкăнĕсем юрласа-ташласа уява килнĕ халăха савăнтараççĕ, сцена çинче вара тулăх кĕркуннене мухтаса театрализациленĕ представлени пырать. Çуркунне ака уйăхĕнчен пуçласа пукравчченех тимленĕ çĕр ĕçченĕсене мухтаса сăвă-юрă янăрать.
Акă, уява ертсе пыраканĕ, вăлах ылтăн кĕркунне те (Н. Ильина) сцена çине район ертÿçисене, хăнасене, хуçалăхсен ертÿçисене чĕнет, район администрацийĕн пуçлăхне В.И. Вязова сăмах парать.
Валерий Иванович пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, килнĕ хăнасемпе, уяв телеграммисемпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах ял ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул çитĕнтерчĕç, пухса кĕртрĕç. Вăл пурне те ырă ĕçĕсемшĕн ăшшăн тав турĕ, малашнехи ĕçсенче ăнăçусем сунчĕ. Кĕрхи тулăх кĕрекере ларма паян никама та намăс мар.
Çак чăнлăх район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕн И.В. Николаеван сăмахĕнче те лайăх палăрчĕ. Игорь Васильевич ял ĕçченĕсен кĕрхи ĕçĕсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ, малтисене ятранах асăнчĕ. Тыр-пул тухăçĕ "Ударник", "Свобода", "Герой", "Сундырский", "Сеятель" хуçалăхсенче уйрăмах пысăк пулнă. Пысăк репродукциллĕ тĕш