27 октября 2003 г.
Юлашки вăхăтра пурнăçĕнче палăрăмлă улшăнусем сахал мар пулса иртеççĕ. Çав шутра халăх сывлăхне сыхлас ĕç те маллалах аталанса пырать Акă, халĕ Вырăнсече пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлма тытăнчĕç. Кун пек офиссем хальхи вăхăтрах вĕсене татах уçма палăртнă. Çакă халăх сывлăхне сыхлас ĕçе лайăхлатассипе тÿреммĕнех çыхăннă. Чирлекенсем пур чухне те больницăна район центрне пысăк квалификациллĕ специалистсем пулнин пĕлтерĕшĕ пысăк.Сывлăха пĕлтерессине лайăхлатмалли Раççей проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра сывлăха сыхлас ĕçре татăклă улшăнусем тума пăхнă. Ку вăл çак тĕллевпе Чăваш Республикипе Канада хушшинче тунă проектпа килĕшсе тăрать. Нискассинчи офис валли кирлĕ оборудовани туянма та ун урлă куçарса панă.
Анчах уйăрса панă укçа – тенкĕпе тĕллевлĕ усă кураççĕ-и-ха, оборудовани усăсăр лармаст-и; Çак ыйтусем çине хурав тупас тесе Канада делегицийĕ октябрĕн 13-мĕшĕнче Нискассинчи пĕтĕмĕшлĕ практика врачĕн офисĕнче пулчĕ. Сумлă делегаци шутĕнче Пĕтĕм Тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн генеральнăй директорĕн Раççейри аслă представителĕ Микко Виенонен,Пĕтĕм Тĕнчери Сывлăха сыхлассин сывлăх сыхлав политикин проекчĕн Раççейри советникĕ Мери Коллинз, Канада проекчĕсен менеджерĕ Стив Подесто, Канада проекчĕсен техникăлла çыхăнусен Раççейри советникĕ Альберто Паласиос - Харди, Канадăри Пĕтĕм Тĕнче аталану агентствин проечĕсен аслă специалисчĕ Максим Трубников пулчĕ. Çавăн пекех унта республика сывлăхĕ сыхлас ĕç министрĕ Н.В. Сулонова та хутшăнчĕ.
Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пĕтĕмĕшлĕ практика врачĕ В.М. Басяев тĕплĕн паллаштарчĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов районти ялсенче çакăн пек офиссем уçни епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ку вăл халăх сывлăхне ĕçе татах лайăхлатма ытларах майсем туса пани çинче чарăнса тăчĕ.
Çакна палăртмалла. Хăнасем Нискассинчи офис ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕç, çынсен сывлăхне сыхлама, чирлисене чир-чĕртен сиплеме кунта майсем çителĕклине палăртрĕç.