Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакĕ “ирĕклĕ ишевре”

27 октября 2003 г.

Лару-тăру паянхи пек пулассине аналитиксем çу пуçламăшĕнчех, Европăри 40 градуса çитекен шăрăх çанталăк унти тырра чилай пĕтернĕ чухнех, асăрхаттарнăччĕ. Европа çĕршывĕсем çак пăтăрмах мĕнлерех вĕçленессе кĕтсе лармарĕç: чи малтан пур тырра хăйсен территорийĕнчен кăлармалла марри çинчен йышăнчĕç. Потребитель ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулчĕç. Раççей вара мĕн çинчен шухăшларĕ; Çăкăр хакĕ ÿссех пырать. Правительство çăкăр пĕçерекенсемпе нумай пулмасть çеç хаксем пирки калаçса татăлни те ÿсĕме тытса чараймарĕ. Çак эрнере çеç унăн хакĕ 20 процент чухлĕ ÿснĕ. “Паян республикăра çăкăр хакĕ ытти регионсемпе танлаштарсан йÿнĕреххи ниме те пĕлтермест, Раççей рынокĕ ăна çитес вăхăтрах улăштарĕ”, - çак сăмахсемпе пуçларĕ Наталия Партасова премьер-министр эрне кунхи канашлăва. Унăн ĕçне çăкăр пĕçерекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем тытса пыракан хак политикине Правительство хистесе улăштарма пултараймасть, çавăнпа премьер-министр хальхинче те çăкăр пĕçерекенсене “совĕçе пĕлме” ыйтрĕ. Экономика министерстви хаксем мĕншĕн ÿснине тĕплĕн тишкернĕ хыççăн çăкăр хакĕ тырă тата çăнăх хакĕсемпе çеç мар çыхăннине палăртнă. Ахăртнех, переработчиксем рынок тăнăçлăха çухатнипе усă курса юлма тăрăшнă. Юлашки эрнере хаксем 20 процент ÿсни, экономика министрĕ Марина Илларионова каланă тăрăх, тырă хакĕпе те, электроэнерги хакĕпе те çыхăнман. Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ Юрий Кислов çăкăр-булка туса кăларасси тăкаклă производство шутĕнче тесе хÿтĕленчĕ, оборудовани кивĕ, энерготарифсем ÿссех пыраççĕ-мĕн. Кăçал предприяти çăкăр пĕçерсе 3 миллион тенкĕ “çухатнă” иккен. Апла пулин те çăкăр социаллă продукт пулнине çăкăр пĕçерекенсем ăнланнине пĕлтерчĕ, “çăнăх хакĕ ÿсмесен çăкăр хакне те ÿстерместпĕр” терĕ, юлашкинчен. Анчах çăкăр, ахăртнех, татах хакланать. Çакна экономика министерстви Раççей рынокне тишкерни тата республикăри лару-тăру та çирĕплетеççĕ. Тырă хакĕ кунсерен ÿссех пырать. Хăш-пĕр регионсем ăна сутассине йĕркелеме пăхаççĕ. Регионтан хăйсен тыррине кăларасшăн мар. Анчах паянхи ял хуçалăх предприятийĕсем рынокра ирĕклĕ. Вĕсем хăйсен продукцине хаклăрах сутма тăрăшаççĕ. Ăна складсенче упрама та майсем çукрах. Тырă йышăнакансен хакĕсем те ытти регонсенчен килекен посредниксем сĕнекен хаксенчен самай пĕчĕк. Лару-тăру “Чăваштырăпродукт” РПУП хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçламаннипе те çыхăннă. Çу уйăхĕнче кредит тавăрайманшăн унăн счечĕсене арестленĕ пулнă, çавăнпа патшалăх паракан çăмăллатнă кредита вăл илме пултарайман. Паян предприяти тырă туянасси çинчен çĕнĕ килĕшÿсем тăвать, Новосибирск облаçĕнчен тоннăшăн 4800 тенкĕ парса тырă туянать. Çăкăр пĕçермелли тыррăн 80 процентне эпир яланах ытти регионсенчен туяннă. Тырă кăçал хаклă пуласси вара çу пуçламăшĕнчех паллă пулнă. Анчах аналитиксем çакăн çинчен мĕн чухлĕ аса илтерсен те республикăри тырă операторĕсем ăна маларах, йÿнĕрех хаксемпе туянса хатĕрлесе хăварасси çинчен шухăшламан. Çакăншăн ларура ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕн те явап тытма тиврĕ. Министр, эпир пĕлнĕ тăрăх, ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне паллă тума республикăри ытти паллă çĕр ĕçченĕсемпе Мускава кайнă. Владимир Григорьев каланă тăрăх, министерство 100 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитпа тивĕçтерме пултарать. Ку сумма министерство хыснинче тахçанах выртать иккен, анчах “Чăваштырăпродукт” та, çăкăр завочĕсем те унпа усă курас темен. Халĕ чавса çывăх та... Тырă хакĕ вара хăвăрт ÿсет. Экономика министрĕн çумĕ Альбина Васильева пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтрах унăн пĕр тонни 5800 тенкĕ пулмалла. Халăх паян çăкăр хакĕ ÿснипе кăмăлсăр. Уйрăмах булкăсем хакланчĕç. Хура çăкăр та паянхи хаксемпех юласси иккĕленÿллĕ. Авăн уйăхĕнче ырашăн пĕр тонни 2 пин тенкĕрен иртмен, юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче уншăн 800 тенкĕ ытларах тÿлеме тивнĕ. Юлашки уйăхра çăкăр туянма çеç халăх унчченхинчен вăтамран 3 миллион тенкĕ ытларах тăкакланă. Сахал тупăшлă çемьесемшĕн пурăнма кирлĕ чи кирлĕ продукт туянасси йывăрлансах пырать. Премьер-министр çак ыйтăва çăмăллатас шутпа хулари ветерансен лавккисенче сутакан апат-çимĕç шутне çăкăра кĕртесси çинчен паянах шухăшлама хушрĕ. Ял хуçалăх министерствинче “ахаль выртакан” кредита вара паянах пайлама пуçламалла, паянхи хаксемпе те пулин тырă туянса юлма килĕшÿсем тумалла. Ял халăхне тырă хакĕ ÿсни савăнтарать, паллах. Тинех ял ĕçченĕ çăмăллăн сывласа ячĕ теме те пулать, анчах патак икĕ вĕçлĕ. Вăл вара хресчене хытах лекме пултарать. Ялсенче çăкăр сутаканни паян - Чăвашпотребсоюз тытăмĕ. Халиччен вĕсем пĕçерекен çăкăр хакне хуларинчен 50 пус йÿнĕрех тытса тăнă, анчах çитес вăхăтрах вĕсем хуларипе танлашĕç. Сăлтавĕ - “Чăваштырăпродукт” çăнăха хулари çăкăр завочĕсене пĕр хакпа, потребсоюз тытăмне вара тепĕр хакпа сутнинче. Уйрăмлăх - 1 тенкĕ. Наталия Партасова çăкăр хакĕ çитес вăхăтрах пĕр пус та ÿсмелле мар, унсăрăн хăшĕ-пĕри должноçсăр юлĕ тесе хытах каларĕ пулин те, хака ÿсме чарасси питĕ иккĕленÿллĕ. Резерв фондĕнче паян тырă пурĕ те 15 пин тонна çеç. Саккунпа килĕшÿллĕн вара 55 пин тонна пулмалла. Премьер палăртнă тепĕр самант пĕртте иккĕлентермест. Хăшĕ-пĕрин халь йышăнакан çÿллĕ вырăнпа, ахăртнех, сыв пуллашма тивĕ... Çăкăр ыйтăвĕ республикăшăн çеç мар, пĕтĕм Раççейшĕн çивĕч пулнине шута илсен, Раççей Правительстви ăна çăмăллатас тĕллевпе мерăсем йышăнасси куç кĕрет. Хак ÿснине чарса лартасса кĕтесси çеç юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика