Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усман

27 октября 2003 г.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар, тем те курма, тÿсме тивет пурнăçра. Апла пулин те, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усман, вĕсене çĕнтерсе пыма вĕреннĕ çынсем сахал мар районта. Хăйсен çирĕп кăмăлĕпе, ĕçе юратнипе, чунри ăшпиллĕхпе вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Г.С. Павлова нумаях пулмасть хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕ, кинĕсемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем нумай çулсем хушши пурăнма ырлăх-сывлăх сунса ăшшăн саламларĕç ăна. Тăванĕсем, тус-юлташĕсем сахал мар унăн. Кашмаш ялĕнче саккăрăн çуралса ÿснĕ вĕсем. 5 шăллĕ тата 2 йăмăкĕ пĕрле туслă çемьере килĕштерсе пурăнса, пĕрле ĕçлесе ÿснĕ. Йышлă çемьере ачасем мĕн пĕчĕкренех пĕрне-пĕри пулăшса, ĕçлеме хăнăхса ÿсеççĕ. Галинăн вара, аслă ачи пулнă май, ытларах тăрăшма тивнĕ. Анчах та çакă хăратман ăна. Кирек епле ĕçе те вăл вăр-вар пурнăçлама хăнăхнă. Ку вара ăна малашнехи пурнăçра çав тери нумай пулăшнă. Г. Павлова шкулта вĕреннĕ чухнех каникул вăхăтĕнче “Свобода” хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă, ашшĕпе амăшне кăшт та пулин пулăшу пултăр тенĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн пĕр тапхăр Шупашкар хулинче пир-авăр комбинатĕнче ленточницăра тăрăшать. Хыççăн Шупашкарти коопераци техникумĕнче суту-илÿ ĕçне вĕренет. Унта вĕреннĕ вăхăтра райĕçтăвком çуртне тунă çĕрте каменщица пулса ĕçлет. Мал ĕмĕтлĕ хĕре йывăрлăхсем парăнтараймаççĕ, хăйĕн умне лартнă тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçласа пырать вăл. Суту-илÿ ĕçне килĕштерет Г. Павлова, тĕрлĕ çĕрте хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ĕçтешĕсен, тавар туянакансен хисепне те тивĕçлипех çĕнсе илет. Çынсемпе яланах ырă кăмăллă пулнипе, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшнипе, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе тивĕçнĕ вăл çак чыса. Муркашри кĕнеке магазинĕнче, Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн ертÿçинче, культмагра, универмагри пай ертÿçинче тимленĕ вăл. 20 çул ытла суту-илÿ ĕçĕнче вăй хунă. Çынсемпе ĕçлеме, вĕсен кăмăлĕсене тивĕçтерме пĕрре те çăмăл мар, нихăçан та çăмăл пулман. Пĕр çын пин çынна юраймасть, теççĕ халăхра. Ку сăмахсем Галина Степановнана пĕрре те пырса тивмеççĕ, мĕншĕн тесен ăна пурте ырăпа кăна асăнаççĕ. Ĕçри хастарлăхĕшĕн “11 пилĕкçуллăх ударникĕ” ята парса, нумай Хисеп грамотисемпе хаклă парнесемпе чысланă ăна. Ара, хăвăн ĕçна пĕлсе, чунтан тăрăшса пурнăçласан кам хисеплемĕ сана. Çынпа ĕç илем кÿрет-çке. 1990 çултанпа Г.С. Павлова “Чувашсельхозмонтаж” уçă акционер обществин Муркашри филиалĕнче (Моргаушская ПМК) склад заведующийĕ пулса тăрăшать. Кунта та ĕçе хăвăрт хăнăхса ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа хисепе тивĕçет вăл. Ырă кăмăлĕ, таса чунĕ, çынна яланах пулăшма хатĕр пулни илĕртеççĕ, туртаççĕ ун патне. Пурнăç тĕрлĕ вăхăтра Г.С. Павлова умне сахал мар тĕрĕслевсем кăларса тăратнă. Темле пулсан та, чунне хытарса малаллах утнă вăл, ачисене ÿстернĕ. Халĕ мăнукĕсемпе савăнать. Тăватă мăнук унăн. “Çемьере килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине нимĕн те çитмест”, - тет Галина Степановна, çав вăхăтрах хăйĕн иртнĕ пурнăçне аса илет. Мĕнех, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатпăр сана Галина Степановна. Ырă кăмăллă çынсем ытларах пулсан, çутă тĕнче татах та çутăрах, илемлĕрех, пурăнас, ĕçлес килет. Чăн чăваш хĕрарăмĕ, сăпайлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса, хăйĕн телейне хăй аллипе туптаса пурнăçри вырăнне тупнă та Г.С. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика