14 мая 2010 г.
Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисемшĕн çак пилĕк кун - çулталăкри чи асра юлаканнисем. Ун пирки иккĕленÿ çук. Сăмахăм Шупашкарта çулленех /виççĕмĕш хут ĕнтĕ/ иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль пирки. Сăмахран, çак тапхăрта «Çеçпĕл» кинотеатрти сеанссене /унта конкурса тăратнă илемлĕ фильмсене кăтартрĕç/ куракансем питĕ йышлăн çÿрерĕç. Ытти залсем те тулли пулнине пĕлтĕмĕр. Районсенче те çаплах иккен. Акă Канаш районĕнчи Шăхасанта, Уçырмара, Юмансарта кăтартнă картинăсемпе çывăхри ял çыннисем те паллашнă.
Çĕнĕ юхăмăн - кинофестивалĕн - пархатарĕ, ырă енĕ куç умĕнчех. Вăл пире, куракана, искусствăн çак енĕпе çывăхлатса пурнăçа урăх куçпа, тарăннăн хаклама вĕрентет. Тата та пахараххи акă мĕнре: çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене тăван халăхăн ыратăвĕ, юратăвĕ çинчен кăтартса парса тĕрĕс тупсăм, утăм тума пулăшать. Шел те, тепĕр çулччен сывă пул, фестиваль, темелли вăхăт çитрĕ.
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Актерсем вылякан фильмсен жюрине Миролюб Вучкович киновед /Серби/ ертсе пычĕ. Вăл тата: Раççей халăх артистки Лидия Федосеева-Шукшина, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, Аяз Салаев кинорежиссер /Азербайджан/, Елена Стишова кинокритик конкурса тăратнă 11 кинофильма хак пачĕç. Çав вăхăтрах Чăваш Ен журналисчĕсенчен йĕркеленĕ ятарлă жюри те ĕçлерĕ. Маргарита Гартфельдер ушкăнĕ хăйне килĕшнĕ ĕç валли ятарлă парне хатĕрленĕ. Çавăн пекех куракансем килĕштернĕ кинофильм та парнесĕр юлмарĕ.
Камсем-ха вĕсем - чыс-сума тивĕçнисем?
Чи лайăх илемлĕ фильмшăн гран-прие Вера Сторожева режиссерăн «Скоро весна» /Раççей/ ĕçĕ илчĕ. Шупашкара режиссер та, унта ÿкерĕннĕ артистсем те килейменрен «Анне» статуэткăна унăн хуçисем патне фестивалĕн пултарулăх ертÿçи, программа дирекцийĕн директорĕ Сергей Лаврентьев илсе çитерĕ.
«Чи лайăх режиссура» ята «Бубен, барабан» ĕç режиссерĕ Алексей Мизгирев тивĕçрĕ. Вăл та Шупашкарта пулаймарĕ, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ун ячĕпе каланă ырă сăмахсене илтеймерĕ. Чи лайăх сценари вара - «День зверя» /Раççей/ фильмăн. Унăн авторĕ - Михаил Коновальчук. Парнешĕн тав тунă май хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:
-Кашнин чунĕнче çураçулăх пулмасан çĕршывра та йĕрке тăваймăн. Эпĕ Чапаев çинчен повеç çыртăм. Пĕлетĕп: ăна сцена çине кăларма питĕ йывăр пулĕ. Халĕ унашкал фильмсем кирлех мар. Шупашкар урамĕсемпе çÿрерĕм, кунти кашни арçын Чапаев сăнлă туйăнчĕ.
«Чи лайăх оператор ĕçĕшĕн» парнене Вера Глаголевăн «Одна война» кинолентине ÿкернĕ Руслан Герасименков тивĕçрĕ. Палăртса хăварар: çак ĕçе çавăн пекех республикăри журналистсем те, куракансем те кăмăлланă. Çавăнпа та асăннă фильмра тĕп рольсенчен пĕрне вылянă Ксения Сурковăн сцена çине темиçе хут хăпарма тиврĕ.
Источник: "Хыпар"