13 мая 2010 г.
Кинофестиваль хула çыннисен юратнă уявĕ пулса тăни иккĕлентермест. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти кинозалсем кашнинчех лăк тулни çакна лайăх çирĕплетет.
Кăçал ял çыннисене те манман. Канаш районĕнчи виçĕ яла кинофестиваль ахрăмĕ çитрĕ. Çапла тума иртнĕ çул район автоклуб туянни пулăшнă.
Çĕнĕ хатĕр - чăннипех тĕлĕнтермĕш, кирек ăçта та çитеет. Ĕçлес хăвачĕ пысăк. Кино кăтартмалла-и? Тархасшăн. Ытти енĕпе усă курмалла-и? Чару çук.
Акă çакăн пек пĕрремĕш тĕлĕнтермĕш çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Уçырмара иртнĕ. Ял халăхĕ Валерий Огородниковăн «Красное небо. Черный снег» илемлĕ фильмĕпе паллашрĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Шăхасанра пурăнакансемшĕн пысăк уяв нумайлăха асра юлĕ. Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсене халалласа ирттернĕ мероприятисемпе çеç мар, ăна туптама пулăшнисене асăнса ÿкернĕ «Свои» /режиссерĕ Дмитрий Месхиев/ фильмпа - паллашма май килнипе те.
Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче районти Юмансарта Сергей Микаэлянăн «Французский вальс» илемлĕ фильмне кăтартнă. Юманарсем çеç мар, Карăклă ял тăрăхĕнчи ытти ял çыннисем те пăхнă ăна.
* * *
Кинофестиваль программинче конкурса тăратнă ĕçсемсĕр пуçне ытти картина та чылай. Республика çыннисене кăтартнисен хушшинче çавăн пекех «Георг» илемлĕ фильма асăнмалла. Çу уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче вăл виçĕ района - Етĕрнене, Муркаша, Çĕрпĕве - çитсе курчĕ. Унпа Раççей халăх артисчĕ Сергей Фетисов паллаштарчĕ.
Источник: "Хыпар"