Чебоксарский международный кинофестиваль 2010ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăхĕ пысăк

13 мая 2010 г.

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Виктор Бычковпа Борис Смолкин тата Григорий Гладков, Сергей Лаврентьевпа Гоча Гогиберидзе черетлĕ пресс-конференци ирттерчĕç,

- Шупашкарти кинофестивале иккĕмĕш хут килетĕп, - терĕ «Особенности национальной охоты» тата ытти кинофильмра тĕп роль калăпланă Виктор Бычков артист. - Михаил Ефремовпа Александр Хван пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнакан кĕтесре пулма яланах хавас. Унччен эпĕ Мускавпа мăнаçланаттăм. Халĕ вара юлташсене Шупашкара кайса курма сĕнетĕп.

Эпĕ мĕншĕн кулса çеç çÿретĕп тетĕр-и? Мĕншĕн тесен кунта чăннипех те лайăх. Ахаль чухне те кулянмастăп. Паянхи куна пурăнса ирттернишĕн, хĕвеле курайнишĕн савăнма пĕлмелле.

Пирĕн пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренмелле. Хăвăнтан аслăраххине, ăслăраххине «эсир» теме вăтанмалла мар. Çапла туни тепĕр çынна çеç мар, хăвна хисеплени те.

Кино çыншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. «От зари до зари» фильма питĕ килĕштеретĕп. Унта вăрçăра çапăçнă салтака кÿрентереççĕ. Сăнар çакăншăн куляннипе хурлăхлă юрă юрлать. Ку кинона пĕрремĕш хут курсан чун ыратнăччĕ. Паян вара вылянă чухне куççуль кăларма тивсен çак сценăна аса илетĕп.

Калаçăва малалла нумайăшĕ пĕлекен «Моя прекрасная няня» сериалти дворецкий рольне калăплакан Борис Смолкин хутшăнчĕ.

- Эсир физика-математика енĕпе пĕлÿ илнĕ. Пултарулăх çулĕ çине тăма мĕн хистерĕ? - кăсăкланчĕç журналистсем.

- Мĕн пĕчĕкренех театр енне туртăннă. Вĕреннĕ чухне спекталь курма чупаттăм. Физикăпа математикăна вăтам шайра пĕлни маншăн пĕртте чăрмавлă мар. Сăмахран, 10-мĕш класра ăс пухакан ывăлăма пулăшма май парать.

- Артистсенчен вăл чи ăсли, - шÿтлерĕç пресс-конференцие килнисем.

- Эсир сериал пăхма кăмăллатăр-и?

- Мĕншĕн пăхмалла мар? Кунта нимĕн япăххи те çук. Кирек кам çинчен, хăть те мĕн пирки ÿкерччĕр - пур пĕрех. Пахалăхлă çеç пултăр. Чăн-чăн артистăн вара кунта та, кинора та, спектакльте те вылямалла.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика