Чебоксарский международный кинофестиваль 2010ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлтăрсене» кĕтетпĕр

20 апреля 2010 г.

Çу уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртесси пирки «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ăна РФ Культура министерстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. Уява кăçал Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă.

Çавна май, акан 15-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче пресс-конференци пулчĕ. Унта программа директорĕ, фестивалĕн пултарулăх ертÿçи С.А.Лаврентьев киновед, фестивалĕн тĕп режиссерĕ Д.В.Капустин, çавăн пекех ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Фошин, культура программисен Республика дирекцийĕн директорĕ М.Ю.Матросов хутшăнчĕç.

- Программăна хатĕрлесе çитернĕ, жюри членĕсем паллă. Пĕлтĕрхи фестиваль Мускав хăнисене çав тери килĕшнине палăртмалла. Çавăнпа та кăçал килес текен нумай, - терĕ Сергей Александрович. - Çакăн йышши фестивальсем шăпах Шупашкар пек пĕчĕк хуласенче иртмелле те. Мĕншĕн тесен кунти халăхшăн вăл кăсăклăрах та, кирлĕрех те. Фестивале мĕн тĕллевпе йĕркелетпĕр-ха? Унта çеç чăннипех паха кинофильмсем курма май пур, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ киновед.

Францири Канн текен пĕчĕк хулара хăçан та пулин тĕнчери чи чаплă кинофестиваль ирттересси пирки кам шухăшланă-ха? Чăваш Енĕн тĕп хули те çак шая çитес тесе пĕрремĕш утăмсем тăвать. Çавăнпа та Сергей Александровичран кăçалхи конкурс программинче Шупашкарта çеç кăтартакан премьерăсем пирки ыйтсан вăл çапларах хуравларĕ:

- Енчен те фестиваль валли ятарлă кинофильм «сыхласа хăварас» тесен ырă ят та, вăхăт та кирлĕ. Ку вара 2-3 çулта çеç пулмасть.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - пур ăрури куракана та хăйсем валли кирлине, чуна çывăххине тупма пулăшасси. Çавăнпа та, Максим Юрьевич каланă тăрăх, уявра хальхи кинофильмсене çеç мар, вăрçă çинчен ÿкернисене те Хĕрлĕ тÿремре пăхма май килĕ. Çавăн пекех «Çеçпĕл», «Мир Луксор», «Атăл» кинотеатрсем, «Салют» культура керменĕ те куракансене хаваспах йышăнĕç. Сăмах май, кăçал программăна çĕнĕлĕх те кĕртнĕ: фестиваль кинофильмĕсене хăш-пĕр ялта та çавăрттарĕç. Кăçал та билетсене тÿлевсĕр, сеанс кунĕнче валеçĕç.

Шупашкарти фестивале Раççей кинематографи «çăлтăрĕсем» те килсе çитĕç. Сăмахран, Лидия Федосеева-Шукшина, Михаил Ефремов, Никита Высоцкий, Артур Бах тĕрлĕ тĕл пулусем, мастер-классем ирттерĕç. Уява Михаил Светин, Ирина Мазуркевич, Анатолий Равикович уçĕç. Çавăн пекех «оперсене» - Алексей Ниловпа Анастасия Мельниковăна, Сергей Селина кĕтсе илĕпĕр. Тепĕр çĕнĕлĕх: фестивале хупма «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн çĕнтерÿçисем те хутшăнĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика