06 июня 2009 г.
Ĕнер Чăваш наци библиотекинче Владимир Ивановпа Андрей Борисов, Павел Бардинпа Марина Орел, Петр Логачев тата Ирина Муравьева черетлĕ пресс-конференци ирттерчĕç. Ăна кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров ертсе пычĕ.
- Ку фестиваль - пирĕншĕн пĕрремĕш, çавăнпа та пире çакăнта чĕннĕшĕн питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр, - терĕ “Тайна Чингис Хаана” кинофильм продюсерĕ Владимир Иванов. - Ку ĕç валли виçĕ çул материал пухрăмăр. Ĕçе пикенесси пирки иккĕленÿ те пурччĕ. Сергей Бодров режиссер “Монгол” фильм кăларнă хыççăн пирĕн те хавхалану çуралчĕ. “Тайна Чингис Хаана” фильма Америкăри пĕр компани проката кăларма туянчĕ. Малтан кинокартинăпа нумай укçа тума пулать тесе шухăшланăччĕ. Ÿкерме çав тери нумай вăй тата чăтăмлăх кирлине кайран çеç ăнлантăм. Пархатарлă ĕçре пулăшакансем тупăнсах тăчĕç, çапах та çителĕклĕ теме çук. Германире кино ÿкерме çулсерен 2 миллиард евро уйăраççĕ, Раççейре вара 3 миллиард тенкĕ çеç. Пĕлетĕр-и: манăн мăшăрăн ашшĕ - чăваш. - Кинофильма Якутире ÿкернĕ. Тумсене Китайри пек çĕленĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - монгол халăхĕ ăçтан пулса кайнине, несĕлсем камсем иккенне кăтартасси, - терĕ асăннă фильм режиссерĕ Андрей Борисов.
- Ÿстермесĕр калатăп: Шупашкарта иртекен фестиваль мана чăннипех килĕшрĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Мĕншĕн тесен кунта эпĕ тÿлевсĕр ĕçсе çиес текенсене курмарăм, пурте кинематографи малашлăхĕшĕн хыпса çунаççĕ, - сăмах илчĕ “Россия 88” кинофильм режиссерĕ Павел Бардин.
Фильмри ĕçсем 2008 çулта пулса иртеççĕ. Унта скинхедсен - Раççейре вырăс халăхĕсер пуçне урăх никамăн та пурăнмалла мар текенсен - ĕç-хĕлне сăнланă. Çамрăксен пĕр ушкăнĕ Мускавра пурăнакан хура ÿтлĕ, çавăн пекех эрмен, грузин тата ытти çакăн йышши “вак” халăх çыннисене кураймасть. Пасарсенче вĕсен таварĕсене сăтăр туса çÿрет. Тĕп геройăн - Сашăн - йăмăкĕ урăх халăх каччине савать. Çакă Сашăна килĕшмест паллах. Скинхед хăйĕн тăшманне тĕл пулăва чĕнет. Икĕ ушкăн куçа-куçăн тăрсан хирĕçÿ пуçланать. Сашăн юлташне тата унăн йыттине вилмеллех амантаççĕ. Йăмăкĕпе унăн юратнă каччи тарма тăрсан скинхед хăйĕн тăшманне персе вĕлерет. Çакна чăтаймасăр хĕр хăйĕн çине алă хурать. Юлашкинчен Саша хăй те перĕнсе вилет. Сăмах май, “88” тени нимĕç алфавитĕнчи Н /аш/ сас паллине - “Хай, Гитлер!” тенине - сăнарлать.
“Россия 88” фильмра тĕп сăнарăн йăмăкне вылянă Марина Орăл кинора ÿкерĕннĕ хыççăн пĕр вăхăт метрора çÿреме шикленни пирки каларĕ.
“Пленный” фильм актерĕ Петр Логачев Шупашкара килсе курма май пулнишĕн савăннине пĕлтерчĕ.
Каярах пресс-конференцие “Мой друг - Сербия” кинофильм режиссерĕ Соня Благоевич килсе çитрĕ. Хăйĕн çĕршывне вăл Сан-Францискăран килнĕ клоун куçĕпе сăнлать. Джо клоун кунта Белград çыннисемпе курса калаçать, ачасемпе тĕл пулать. Косово пирки сăмах тапратать, çĕршыв çитменлĕхĕсемпе унăн лайăх енне палăртать.
Нумайăшне тĕп сăнар мĕншĕн клоун пулни кăсăклантарчĕ.
- Вăл айванскер, шÿт урлă тĕрĕслĕх патне тухать. Хăй вăхăтĕнче çавăн пек çынсем патшасене сĕнÿ парса пулăшнă. Тĕрĕссине куçран калама ухмахсен çеç ирĕк пур, - пулчĕ хурав.
Уява çитнĕ РФ халăх артисткине Ирина Муравьевăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Ыйту хыççăн ыйту.
- Шупашкарта халиччен пулнă-и эсир?
- Темиçе çул каялла спектакльпе гастроле килнĕччĕ. Пĕлетĕр-и: Шупашкарта И.Я.Яковлева халалласа лартнă палăк маншăн та çывăх. Мĕншĕн тесен вăл манăн педагогăн - А.А.Некрасовăн - аслашшĕ, - терĕ Раççей халăх актриси.
- Паянхи Раççей кинофильмĕсене еплерех хаклатăр?
- Нумайăшне ăнланмастăп. “Золотой Орел” фестиваль конкурсĕн жюри членĕ пулин те кино пăхсах каймастăп эпĕ. Темшĕн ытларах начар фильмсем асăмра юлаççĕ.
- Хăвăр калăпланă рольсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Кинофильма ÿкерсе пĕтернĕ хыççăн хамăн сăнара курайми пулни, критиклени сайра мар. Вĕсен шутĕнче: “Я самая обоятельная и прекрасная” картина. Халĕ пăхса ларатăп та - йĕркеллех иккен. Унта - темĕнле пысăк туйăм, шухăш.
- Хăвăр шутăрпа эсир хăçан “çăлтăр” пулса тăнă?
- “Разные люди” сериал хыççăн.
- “Карнавалта” вылянă сăнар сире мĕнпе çывăх?
- Эпĕ унта хамăн шăпана вылятăп. Çапах эпĕ провинциалка мар, Мускавра çуралса ÿснĕ.
- Шупашкарта иртекен “Ылтăн маска” конкурса хутшăнас кăмăл çук-и?
- Пур, паллах, анчах темшĕн чĕнместĕр.
- Театр пирки пĕр-икĕ сăмах?
- А.Чехова питĕ килĕштеретĕп. Унăн пьесисене курма юратмастăп пулин те пьесинче вылясси чăн-чăн телей. Ман шутпа, театр нихăçан та пĕтес çук.
- “Москва слезам не верит” фильма малалла ÿкерес тĕк эсир унта вылянă пулăттăр-и?
- Паллах. Анчах вăл малтанхи пек ăнăçлă пулмĕ.
- Сирĕнтен ыйтман ыйту хуравĕ.
- Эпĕ калаçма юратмастăп. Чĕнмесĕр тарăн шухăша путни - мĕнле телей вăл.
Источник: "Хыпар"