Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Виват, Анна Иоановнăна” Хĕрлĕ лапамра курăпăр

04 июня 2009 г.

“Виват, Анна Иоановнăна” Хĕрлĕ лапамра курăпăр

Шупашкарти “Салют” культура керменне Раççей кино ăстисем Светлана Дружининăпа Анатолий Мукасей килессине пĕлсен халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Аслă ăру çыннисем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарса вĕсене чечек çыххи тыттарчĕç, автограф илчĕç.

- Эсир пирĕн юратнă кинорежиссер çеç мар, юратнă актриса та, - çапла каларĕç Светлана Сергеевнăна. Ăна вĕсем “Девчата”, “Одиночество”, “Любимая”, “Где-то есть сын” тата ытти кинофильмри сăнарсем тăрăх пĕлеççĕ.

Вăл хăйĕн чылай ĕçне мăшăрĕпе Анатолий Мукасей кинооператорпа пурнăçланă. Ролан Быковăн “Чучело”, “Нос”, “Телеграмма”, Эльдар Рязановăн “Берегись автомобиля”, “Дайте жалобную книгу” фильмсене ÿкерме хутшăннă.

- Актерсене, режиссерсене эсир паллатăр, операторсене вара - çук. Эпир яланах кадр хыçĕнче. Фильма эсир пирĕн куçпа пăхатăр, - хăйĕнпе çапларах паллаштарчĕ Анатолий Мукасей.

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале вĕсем ултă пайран тăракан “Тайны дворцовых переворотов” ĕçпе килнĕ. Шăпах унпа паллаштарчĕç те. Фильма 1995 çулта ÿкерме пуçăннă. Патшалăх укçа уйăрса памасан та вĕсене пулăшакансем тупăнсах пынă. Санкт-Петербург музейĕсенчи, Мускаври Кремльти залсене те арендăна тÿлевсĕрех панă. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Игорь Дадиани те пулăшнă. “Виват, Анна Иоановна” картинăра актерсем унăн коллекцийĕнчи тумсене тăхăннă. Çапла, чăваш хĕрĕсем алă вĕççĕн тĕрленĕ кĕписене. Фильма çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра курма пултаратпăр.

Юлашкинчен Мускав хăнисем журналистсене, кино ĕçĕнчи пулас ăстасене усăллă сĕнÿсем пачĕç.

- Нихăçан та ан ÿркенĕр, юратăр. Туйăмлă, талантлă тата кăштах “ăссăр” чухне çеç малашлăх пулĕ, - терĕç вĕсем.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика